Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2017 çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕнче Ф.П. Павлов çуралнăранпа 125 çул çитнĕ
 
Федор Павлов 1892 çулхи сентябрĕн 13 (25)-мĕшĕнче Чăваш Республикин Çĕрпӳ районĕнчи Патăрьел ялĕнче çуралнă.
Арçын ача питĕ ир вулама тытăнать. 1901 çулхи кĕркунне Патăрьелĕнчи земство училищин вăтам уйрăмне вĕренме кĕрет.
Юрă-кĕвĕ тĕнчине иленме пуçласси те ачара питĕ ир вăранать. Унăн ашшĕ, Павел Степанович, питĕ аван юрăçă тата ташăçă пулнă, кĕсле каланă, чăваш халăх юррисене нумай пĕлнĕ.
Пĕрремĕш вырăс революцийĕ вăхăтĕ-нче Федор Павлов Шупашкар уесĕнчи Иккассинчи икĕ класлă училищĕре вĕренет. Вăл юрă-кĕвĕпе, литературăпа, драматургипе кăсăкланнă.
Иккасси училищинчен вĕренсе тухсан Ф.Павлов Чĕмпĕрти чăваш учителĕсене хатĕрлекен шкула çул тытать. Унта вăл 1907 çултан пуçласа 1911 çулччен ăс пухать, музыкăпа тата литературăпа аван пĕлӳ илет. Çав хушăрах вырăс тата ют çĕршыв классикĕсен вилĕмсĕр хайлавĕсемпе паллашать, вырăсла тата чăвашла сăвăсем çырать. 1911 çулхи май уйăхĕнче пуçламăш училище вĕрентекенĕ ятне илнĕ хыççăн Федор Павлович хăй вĕреннĕ çĕре преподаватель ĕçне пурнăçлама юлать.
Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче музыка учителĕ пулнă май 1911 çулхи май уйăхĕнчен тытăнса 1913 çулхи сентябрь уйăхĕ таран чăваш халăх юррисене çырса илет, вĕсемпе ĕçлет, хатĕрлет. Кунта инструментсен тата вокалпа симфони кĕвви евĕр çырнă хăйнеевĕр «Чӳк» тата «Вăйă» хайлавсене асăнса хăварни вырăнлă.
1913 çулхи февраль уйăхĕнче Чĕмпĕр чăваш шкулĕн вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем тăрăшнипе М.Глинкăн «Иван Сусанин» оперин уйрăм сценисене халăх умне кăларни пĕлӳ çурчĕн историйĕнчи чи паллă пулăмсенчен пĕри пулса юлать. Тĕп партисене Ф.Павловпа (Сусанин), К.Эсливанова (Антонида) тата В. Дубровин (Собинин) выляççĕ.
Музыка ĕçĕ Павлова чăн-чăн киленĕç кӳнĕ, хаваслăх парнеленĕ. Вырăс тата ют çĕршыв хайлавĕсене тĕпченĕ май вăл чăвашсен профессиллĕ музыкине йĕркелесси пирки тăтăш шухăшлама пуçлать. Хăйĕн ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртесси – юрăсемпе симфони пьесисем çырасси, хорсем тăвасси – патне çывхарса пырать.
Пултарулăх анинче К.Иванов сăвăçпа туслашать. Иккĕшĕн те пурнăç тĕллевĕ чăваш оперине лартасси пулнă.
Ятарлă музыка вĕренĕвĕн заведенийĕнче ăс пухма май пулманнипе Федор Павлович 1913 çулхи сентябрь уйăхĕ-нче Чĕмпĕрти тĕн семинарине кĕрет. 2016 çулхи май уйăхĕнче ăна пĕтерсе псаломçă пулса тăрать. Каярах вăл пĕр хушă Кушлавăшри, унтан Етĕрне уесĕнчи Палтайри пуçламăш земство шкулĕсенче ĕçлет. 1917 çулхи августăн 1 (4)-мĕшĕнче Шупашкарти уес пухăвĕ Павлова миравай судьяна суйлать, вара вăл çемйипе Шупашкар уесĕнчи Шемшер салине куçса килет.
Октябрьти социализмла Аслă революцие вăл чун-чĕрипе хавхаланса йышăнать. 1917 çулхи кĕркунне Анаткасри ĕç шкулĕн малтанхи вĕрентекенĕпе М.Н. Назаровпа Шемшерте хăйсен ирĕкĕпе куçса çӳрекен пултарулăх ушкăнне йĕркелет. Тăватă сасăпа юрлакан хор репертуарĕнче - революци юррисем, Павлов çĕнетнĕ вырăс тата чăваш халăх юррисем.
Пултарулăх ушкăнĕ Н.Гоголь драмисене («Женитьба», «Ревизор»), А.Островскийпе А.Чехов инсценировкисене лартать, чăваш авторĕсен пĕрремĕш драма хайлавĕсене куракан умне кăларать.
Халăх юррисене пухнă май Павлов вĕсене темиçе сасăпа юрлакан хор валли ĕçлесе çитерет. 1917-1918 çулсенче унăн Шемшер вулăсĕнчи учительсен хорĕ валли çырнă «Шупашкар туйĕ», «Хăйматлăх юрри», «Олту», «Чĕнтĕрлĕ кĕпер», «Вăрман витĕр», «Сап-сар кĕрĕк» килĕшӳллĕ хатĕрлевĕ-сем çуралаççĕ. Çак çулсенчех Федор Павлович хăйĕн чи аван юррисенчен пĕрне «Вĕлле хурчĕ» («Пчелка») хайлать. Сăмахĕсем те авторăн хăйĕнех. Ăна пулас композитор Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ чухнех çырнă пулнă. Кунтах совет темипе çырнă чи малтанхи юрăсенчен пĕри – «Чухăнсен юрри» («Песня бедняков») çуралать. Сăвви те композиторăн хăйĕн.
1919 çулта Павлов хăйĕн пĕрремĕш хăйнеевĕр чăваш камитне – «Судра» («На суде») пьесине – вĕçлет. Унăн пĕрремĕш редакцине Шемшерти куçса çӳрекен ушкăн артисчĕсем лартаççĕ.
1919 çулхи пуш уйăхĕнче Павлов Çатракассинчи пĕрремĕш пусăмлă шкулта ĕçлет, унтан халăх вĕренĕвĕн уес пайĕнче пуçлăх çумĕнче вăй хурать. Çав çулхи юпа уйăхĕнчех Чăваш секцийĕн ӳнер инструкторне лартаççĕ. 1920 çулта Чăваш автономии облаçĕ йĕркеленсен Федор Павлович Шупашкара куçать.
Композитор Чăваш Енре музыка вĕренĕвĕн тытăмне йĕркелессипе нумай вăй хурать. 1920 çулхи чӳкĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарта музыка шкулĕ уçăлать. Ф.П.Павлов, В.П.Воробьев, С.Ф.Иванов, Е.М.Сиверс унăн пĕрре-мĕш вĕрентекенĕсем пулаççĕ.
Çав хушăрах паллă композитор облаçри халăх вĕренĕвĕн пайĕн музыка секцине ертсе пырать, вырăнти тăрăха вĕренекен общество членĕ тата Раççейри ăслăлăхсен академийĕ-нчи тĕп таврапĕлӳ бюровĕн членĕ-корреспонденч ĕ пулса тăрать, Чăваш Енпе Мускаври ăслăлăхпа тĕпчев учрежденийĕсен ĕçне хастар хутшăнать. Хаклавçă, канашçă пулса тăрать.
Ф. Павлов Шупашкарта концерт ĕçне йĕркелессипе нумай вăй хурать: кунта чăваш хорĕ, концерт ушкăнĕ, чăваш театрĕ çумĕнче салон оркестрĕ никĕ-сленеççĕ.
- Эпĕ чи малтан культура ĕçченĕ. Тӳ-ре тивĕçне çеç пурнăçлама май килмест манăн ĕçре. Хамăн чун-кăмăл ыйтнипе, хамăн шухăшпа, ăслăлăхпа литература, культура тата обществăлла ĕç-хĕле пĕрлештеретĕп. Ку çитменлĕх мар, ăс-хакăл пуянлăхĕ. Паллах, сăпайлăха пула эпĕ çав тери ăслă та пултаруллă тесе калама хал çитмест. Вăй-хал, сывлăх пур чухне ĕçлетпĕр-ха, - çырнă çав тапхăр пирки Ф.Павлов.
1929 çулта Шупашкарта музыка техникумĕ уçăлать. Паян вăл Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищи.
1930 çулта Павлов Ленинградри Н.А.Римский-Корсако в ячĕллĕ патшалăх консерваторийĕн композиторсен уйрăмне кĕрет. Кунта вăл çĕнĕ юрăсем çырать, симфониеттăпа ĕçлет.
Тĕрлĕ енлĕ пултаруллă çын, художник, çыравçă, композитор, йĕркелӳçĕ пулнă май Федор Павлович юстици тытăмĕнче те ăнăçлă вăй хурать. Вăл Чăваш облаçĕнчи совет халăх сучĕн президиумĕн членне суйланать, ЧАССРти Тĕп суд çумĕнчи хӳтĕлевçĕсен коллегийĕн тата гражданла пайăн ĕçченĕн тивĕçĕсене пурнăçлать, каярах Чăваш Республикин тĕп суйлав комиссийĕн тата çĕр ĕçĕн халăх комиссариачĕн юрист канашлуçи пулса вăй хурать.
Анчах та чăваш халăхĕн композиторне тата çыравçине чи вăйпитти вăхăтра йывăр чир çапса хуçать. 1931 çулхи июнĕн 2-мĕшĕнче Сочири пĕр санаторире 39 çулхи Федор Павлов ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Пытарма та ăна Хура тинĕс хĕрринчи хула масарне пытарнă.
Сентябрĕн 25-мĕшĕнче Ф.Павлов çуралнă кун чăваш халăхĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн Тăван çĕршывĕнче чыслав мероприятийĕсем иртнĕ.
 
: 262, Хаçат: 41 (1442), Категори: Чĕмпĕр чăваш шкулĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: