Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ялта çуралнă çынна çӳçне кĕмĕл тĕс çапсан тăван кĕтес туртма пуçлать. Пӳ-рте те пушă тăратас килмест. Пурăнакан çурт юхăнма пăрахса çĕнĕ сăн илет. Кӳршĕ-аршă та пускилĕпе калаçма май тупăннăшăн савăнма пуçлать.
Çавăнпа Ивановсем те çуллана ялта ирттерме тăрăшаççĕ. Инсульт тӳссе ирттернĕ арçыншăн ялти уçă сывлăш усăллă. Кĕçĕн мăнукĕ та курăк çийĕн чупкалама килĕштерет.
Шанчăклă мăшăрĕпе иккĕш çу уйăхĕ-нчех пасарта чăх-чĕп, хур-кăвакал туянчĕç те хăйсен автомашинине кирлĕ хатĕр-хĕтĕр тиесе Йăмракассине тухса кайрĕç.
Мĕнлерех савăнăçлă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илчĕ вĕсене тăван ял-йыш/ Ялĕ пĕчĕк. Пурăнакансенчен те ытларахăшĕ ватă кинемейсемпе шурсухалсем çеç юлнă. Çулла кăна пулсан та йыш хутшăннăшăн хĕпĕртет çын-вĕрле.
Вăтăр ытла çул хулара ĕçлесе пурăннă Борис Михайлович çурт-пахча, чăх-чĕп хуйхипе пурăнма пуçланă хыççăн хăвăрт сывалма пуçларĕ. Пульницаран тухнă хыççăн хваттерте сывлăш çитменнипе аптраса пĕтнĕскер уççăн сывласа ячĕ. Ĕмĕр тăршшĕне заводра йывăр станок умĕнче тăрса чап-сум çĕнсе илнĕ арçын ачалла киленӳпе тата хавхаланупа хур-кăвакал, чăх-чĕп çитĕнтерме пикенчĕ.
Унăн юратнă арăмĕ Клавди тивĕçлĕ канура пулин те шутлав ĕçне пăрахман-ха. Хулари пĕр кантурта вăй хурать. Шăматкунсерен ик-виç сумка апат-çимĕç туянса яла каякан автобус патне автостанцие васкать.
Кăвакалĕсем пулă юратнине астăвать хĕрарăм, хурĕсем – хуратул пăтти. Мăнукĕпе мăшăрне канихвет-пĕремĕ-кпе , какайпа сăйлама кăмăллать. Ялта та лавкка пуррине пăхмасăр мăшăрĕ, асламăшĕ тутлине туянма васкать.
Килте ун-кун тукаланă хыççăн Клавди кăшт выртса канма шутларĕ. Борис ялти ĕç-пуçпа паллаштарать. Мăшăрĕшĕн тунсăхласа çитнине уççăнах пĕлтерет. Çапла калаçса ларатчĕç вĕсем пӳлĕмре урамран алăка такам хыттăн шаккама пуçланă хушăра.
-Пĕтрĕ пуç! Кам ку/ Тин кăна кĕтĕм-çке – хапха алăкĕ чĕриклетсе уçăлнине те илтмерĕм, - шалт аптрарĕ хĕрарăм.
- Ара, эс тем хăраса ан ӳк-ха, тухса пăх, - йăл кулчĕ арçын.
Клавди веранда алăкне уçрĕ те хăй куçне хăй ĕненмерĕ – ăна хирĕç чăпар чăхă тăра парать!
- Кай, ан тĕлĕнтер! Чăхха алăк шаккама вĕрентрĕм тесе каласшăн мар пуль те эс, чунăмçăм! Вăт инженер-тăк – инженер! Чăн рационализатор. Халь мĕн кĕтет вăл манран/– пĕççине шарт çапрĕ арăмĕ.
- Тутлине пар эс ăна! – вĕрентрĕ кулма пăрахайман упăшки.
- Тата мĕн!
- Парса пăх-ха эс – вара малалла мĕн пулнине курăн, - терĕ Борис.
Клавди сĕтел çинчен мăйăр илчĕ те пĕр чарăнми куçĕнчен пăхакан чăпар чăх умне хучĕ. Лешĕ мăйăра çисе ячĕ те тав туса кучĕ çине ларчĕ. Вара ытти кайăк-кĕшĕк еннелле чупса кайрĕ.
Хĕрарăм тахçанччен тăна кĕреймесĕр çӳрерĕ-ха кил хушшинче. Ку чăхха ахаль те юратса пĕчĕккĕллех 340 тенкĕ парса туяннăччĕ вăл. Анчах та икĕ уйăхранах кун пекех ăслă пуласса кам шутланă/
Тепĕр ирхине çемьене чӳречерен кĕрекен ăшă хĕвел пайăркисен çупăрлавĕ вăратрĕ. Плита çинче апат пиçет. Тутлă шăршă кӳршĕ урама çитиех сарăлчĕ пуль.
Сасартăк алăкран такам шаккарĕ.
-Ах, чăпарук, ах, чее кайăк! – терĕ те Клавди алăка яриех уçса ярса ахăлтатсах кулчĕ. Ăна унта юратнă чăпар чăххи саламлать!
Рис пăтти килĕшрĕ пулас ăна – пĕчĕк тусĕ кил хуçипе арăмне тахçанччен тав турĕ. Бориспа Клавди пĕр-пĕрин çине кăмăллăн пăхрĕç.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 274, Хаçат: 41 (1442), Категори: Чăн пулни

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: