Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Фермерсем аталанса пыни ял пурнăçне чылай çăмăллатать, мĕншĕн тесен вĕсем тыр-пул тата сĕт-аш туса илнисĕр пуçне социаллă сферăна та пулăшаççĕ. Покровскинче ĕçлесе пурăнакан Геннадий Мулянов та çакăн пек çулпа пырать. Хăй хыççăн ывăлне – Александра çак çулпа илсе кайни вара тепĕр пысăк ĕç.
Александр Мулянов ашшĕпе пĕрле ĕçлесе çак япалана хăнăхнă та – 2014 çулта хăй фермер хуçалăхне ертсе пырать. Çапла вĕсем пĕр-пĕрне пулăшса тăрăшаççĕ. Кĕçĕнни сăвакан ĕнесем ĕрчетет, 2016 çулта çак тĕллевпе область хыснинчен 6 миллион та 400 пин тенкĕлĕх грант илнĕ. Çак укçана вăл 200 ĕне усрамалли çĕнĕ комплекс тума ярасшăн, ăна çĕнĕ технологипе ĕçлеттересшĕн. Унта ĕнесене кăкарса усрамĕç. Пурĕ вара ăна хута яма 43 миллион тенкĕ кирлĕ. Чылай пайне ашшĕ – Геннадий Мулянов хывать. Çаплах ялхуçалăх министерствинчен те пулăшу пулать тесе шантарчĕç.
Анчах та ферма лартмалли çĕре тĕрлĕ ведомствăсем, тĕрлĕ шайри пуçлăхсем килĕштерсе ĕçлеменнине пула халиччен саккунпа регистраци туман-ха. Çак ыйтăва татса парас тĕллевпе канашлу ирттерме Покровскине Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов, ялхуçалăх министрĕ Михил Семенкин, облаçри фермерсен ассоциацийĕн пуçлăхĕ Вячеслав Варганов, Чăнлă районĕн пуçлăхĕ Ханяфи Рамазанов тата ытти пуçлăхсем килсе çитрĕç. Кунтах районти мĕнпур фермерсем, тĕрлĕ шайри специалистсем.
-Эпĕ аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн атте патĕнче агрономра, тĕп агрономра, тĕп инженерта ĕçлесе çак профессие хăнăхрăм, çавăнпа хамăн фермер хуçалăхне йĕркелерĕм. Халĕ манăн 100 ĕне. Çĕнĕ комплекс валли тата 100 пуç ĕне Пушкăртстанран илсе килĕпĕр, çулталăкра вĕсенчен кашни 5 пин килограмм сĕт парать. Çапла вара эпĕ çулталăкра 200 ĕнерен 1000 тонна сĕт илме шутлатăп. Халĕ кунта 7 çын ĕçлет, çĕнĕ комплексра вара пурĕ 20 çын валли ĕç пулĕ, çав шутра икĕ доярка. Ĕçе веçех механизаци тăвать. Çынсен ĕç укçи уйăхне 25-30 пин тенкĕ пулать,- кĕскен каласа пачĕ кĕпĕрнаттăра Александр Геннадьевич.
Кĕпĕрнаттăр çамрăк фермера ашшĕнчен те иртсе кайса ĕçлеме тĕллев лартнăшăн ырă сăмах каларĕ, мухтарĕ.
Тĕлпулура хăйсен шухăшне каласа пĕтерсен çакă палăрчĕ: çĕре çывăх вăхăтра регистраци тăвĕç, 2017 çулăн 4-мĕш кварталĕнче комплекса хăпартма пуçлĕç. Ăна хута ямалли вăхăт – 2018 çулăн 3-мĕш кварталĕ. Урăхла каласан – килес çулхи сентябрьтен кая юлмасăр. Апла пулсан тĕлпулăвăн усси пулчĕ.
Кĕпĕрнаттăр яла килнĕ май çынсем ытти ыйтусене те хускатрĕç. Сăмахран, Культура çурчĕ нумай çул ишĕлсе ларать ĕнтĕ. Чăнлă район пуçлăхĕ Х.В.Рамазанов ун пирки çапла каларĕ: «Ялта 500 çын пурăнать, кивĕ çурт вара 400 вырăнлă. Ăна пĕтĕмпе хута яма 20 миллион тенкĕ кирлĕ, кашни çул пăхса тăма вара – тата 5. Район ун чухлĕ укçа тупаймасть. Эпир урăх çулпа каятпăр: нумай енлĕ комплекс туса лартатпăр. Унта 150-200 çын кĕрекен зал пулать, çаплах спортзал та. Халĕ шкулăн шăпах спортзал çук. Вара ачасем те çакăнта аппаланма пултараççĕ». Кунпа пурте килĕшрĕç.
Шкул пирки калаçнă чух унти 110 чӳречене çывăх вăхăтра улăштармаллине те палăртрĕç. Шкул виçĕ çуртран тăрать, унта паян 74 ача вĕренет. Пурĕ вара вăл 280 вырăнлă.
Г.М.Мулянов яла 2000 çулта газ кĕртме хăй пысăк тӳпе хывнине (20 миллион тенкĕ), çынсем валли 27 хваттер тунине, чиркӳ тума укçа-тенкĕ уйăрнине, социаллă сферăна ялан пулăшса тăнине каларĕ. Çаплах вăл çывăх вăхăтра ялти фельдшер тата акушер пункчĕн тăррине хăй шутĕнчен витме шантарчĕ.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 342, Хаçат: 42 (1443), Категори: ял хусалахе

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: