Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Облаçри вĕрентӳ министерстви (тĕп специалисчĕ Ф.Т. Улендеева) тата Чăваш культура центрĕ (ертӳçи И.В. Гаврилова) пуçарăвĕпе ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашри вăтам шкулта Чăваш культура кунĕ иртрĕ. Мероприятин тĕп шăнăрĕ – Шупашкар хăни Зинаида Ивановна Воронова — районти шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентекенсен тата вĕренекенсен умĕнче маçтăр-класс кăтартни. Вăл Чăваш наци конгресĕн çынни, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, çирĕм çул ытла чăваш тумĕсене тата капăрлăхĕсене ăсталать. Унпа пĕрле Клара Осокина юрăç килсе çитнĕ.
Пухăннисем малтанах «Алран кайми» чăваш халăх гимнне ура çине тăрса итлерĕç. Р.И. Микка директор кĕскен шкул историйĕпе паллаштарчĕ. Анастасия Сюмма (9-мĕш класра вĕренет) куракансене чăваш ташшине парнелерĕ.
Урок тытăнчĕ. Пухăннисен умне тĕрлĕ тĕслĕ чăваш тумĕсем тăхăннă 2-11-мĕш класра вĕренекенсем тухрĕç. Зинаида Воронова илсе килнĕ кĕпесене Т. И. Петрова ăстаçă çĕленĕ, капăрлăхĕсене – хăй аллипе ăсталанă. Ун çинче те мăнаçлă тум.
Хăнасем малтанах чăваш туйĕн пĕр пайне – «Хĕр йĕнине» кăтартса пачĕç. Качча каякан хĕр рольне Клара Осокина юрăç вылярĕ. Зинаида Ивановна ăна тумлантарнă май кашни япалин пĕлтерĕшне ăнлантарчĕ. Пĕркенчĕк витсен Осокина «Хĕр йĕнине» юрласа пачĕ.
Унтан калаçу чăвашсен виçĕ этноушкăнĕ пирки пычĕ. Зинаида Ивановна малтан кун пирки ачасем мĕн пĕлнипе кăсăкланчĕ, вĕрентӳçĕсене те шухăшлаттарчĕ. Кайран чăваш тумĕллĕ хĕрсене виçĕ этноушкăна пайларĕ. Вĕсен хушшинчи уйрăмлăхсем çинче чарăнса тăчĕ. Ачасене хĕр тумне хĕрарăм тумĕнчен уйăрма вĕрентрĕ. Майĕпен капăрлăхсем çине куçрĕ. Ачасем тухья, хушпу, çуха, мăй çыххи, тевет, шӳлкеме, сурпан çакки, ама мĕн иккенне пĕлчĕç. Тĕрĕсем çинче те чарăнса тăчĕ вĕрентекен. Сурпан тĕррисемпе паллаштарчĕ, унти эрешсен тупсăмне шыраттарчĕ. Чăвашсен ытарайми тĕрри, капăр тумĕ çинчен тĕрлĕ авторсем çырнă сăвăсен сыпăкĕсене те кĕртсе хăварчĕ вăл калаçура. Çапла ачасем чăвашсен виçĕ хĕвел пулнине, тĕрĕре пилĕк тĕспе усă курнине пĕлчĕç.
Зинаида Ивановна каччăпа арçын тумĕсем çинче те чарăнса тăчĕ. А.Г. Пешне тата арçын ачасем манекен ролĕнче пулчĕç. Александр Гаврилович «Шур-шур урлă» юрра шăрантармасăр тӳсеймерĕ.
Урока юрă-ташăпа Клара Осокина хăйнеевĕрлĕ сăн кĕртрĕ. Шупашкарсем ачасемпе вăйă карти йĕркелерĕç. Унта вĕрентӳçĕсемпе хăнасем те хутшăнчĕç.
Юлашкинчен куракансем мĕн курни-илтнипе хавхаланнине пĕлтермесĕр чăтса тăраймарĕç. Римма Ильинична инçетрен килнĕ хăнасене чĕререн тав турĕ.
-Пирĕн шкула эсир самантлăха чăваш юмахне çавăртăр. Тавах сире уншăн. Тата килсе çӳрĕр, эпир сире итлеме, сиртен вĕренме яланах хавас, - терĕ вăл.
Ф.Т.Улендеева вĕрентӳ министерстви ятĕнчен çак уява йĕркелекенсене: И.В. Гаврилована, районти вĕрентӳ уйрăмĕн ертӳçине В.Н. Пидиксеева, шкул ертӳçине Р.И. Миккана, вĕрентӳçĕсемпе (Çĕнĕ Улхашри тата Анат Тимĕрçен шукулĕсенчен те килнĕччĕ) шкул ачисене чĕререн тав туса çапла каларĕ:
-Эпĕ чăваш, тутар, мордва чĕлхисене вĕрентекенсемпе ĕçлетĕп. Анчах пирĕн чĕлхе, тумĕ-капăрлăхĕ пек чапли урăх ниçта та çук. Тавах сире çакăн пек усăллă мероприяти ирттернĕшĕн.
В.Н. Пидиксеев аякран килнĕ хăнасене тав туса çапла хушса хучĕ:
- Шел, эпир чăваш пулнине, хамăр культурăна иккĕмĕш вырăна хăваратпăр. Вĕрентӳ программи те çапла тума хушать, чăваш чĕлхине сахал сехет уйăрать. Паллах, çав вăхăтра мĕнпурне туллин вĕрентме май çук. Тавах ăстаçăсене халăхăмăрăн культурине çĕнетсе аталантарас ĕçре ырми-канми тăрăшнăшăн.
-Пĕрре те уйрăлас килмест сиртен,- терĕ Зинаида Ивановна юлашкинчен.- Манăн ĕçе ăнланса пысăк хак панăшăн савăнатăп. Тĕрĕ тенĕрен, эсир йĕркеленĕ кураври тĕрĕсем те питĕ кăмăла кайрĕç. Маттур. Сирĕн те ăстасем пур. Хамăн пултарулăхра вĕсемпе усă курас шухăшăм пур.
Акан 21-мĕшĕнче Шупашкар хăнисем çакăн пек маçтăр-класс Ульяновск хулинчи Тутар культура центрĕнче ирттерчĕç. Хулари шкулсенче, УППУри наци уйрăмĕнче чĕлхемĕре ăса хывакан студентсемпе вĕренекенсем чăвашсен капăр тумĕсене курса киленчĕç, историне тĕпчерĕç.
Чăвашсен еткерлĕхне иксĕлме паман, ăна пуянлатса капăрлатакан, çакна çамрăксене вĕрентсе хăварма тăрăшакан ентешĕмĕрсем пурри савăнтарать.
 
: 1404, Хаçат: 17 (1109), Категори: Чăваш тумĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: