Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ЧЕЧЕН ВĂРÇИН АХРĂМĔ
1995-2000 çулсенче Вадим Владимирович Шигоров виçĕ хутчен Чечен вăрçине хутшăнать.
Вăл 1972 çухи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Арбузовка ялĕнче çуралнă. Ашшĕ –Владимир ( ирçелсем).- Ульяновск ял хуçалăх институтне пĕтернĕ те «Знамя Ленина» колхозра тĕп агрономра ĕçленĕ. Амăшĕ – Нина Константиновна – Ирçел шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.
Вадим 1978-1989 çулсенче Ирçел шкулĕнче вăтам пĕлӳ илнĕ. Вăл чăваш литературине питĕ юратнă. Ю.Г.Фадеева ертсе пыракан драма кружокне çӳренĕ. Спортпа питĕ туслă пулнă. Физкультура учителĕ Ю.Н.Сурков ăна чăн-чăн çĕршыв хӳтĕлевçи пулма хатĕрленĕ.
1990-1992 çулсенче Вадим Шигоров Латви Республикинчи Вентспилс хулинче хĕсметре пулать. Старшина званийĕпе таврăнать.
Салтакран таврăнсан пурнăçне милици тытăмĕпе çыхăнтарать. Ульяновскри Чукун çул районне кĕрекен милици управленийĕнче милици старшини званийĕпе службăра тăрать.
Унăн сăн ӳкерчĕкне Хисеп хăми çине вырнаçтараççĕ.
Вадим Шигоров милици тытăмĕнче вăй хунă вăхăтра икĕ хут хĕрӳ вырăнсенче пулать: 1995-1996 çулсенче Кавказри осетинсемпе ингушсем хушшинче сиксе тухнă хирĕçĕве шайлаштарма пулăшать.
Ăна прапорщик, каярахпа аслă прапорщик званине параççĕ. «Отличник милиции» кăкăр паллине тивĕçет.
Вадим Шигоров 1999-2000 çулсенче виççĕмĕш хут Кавказа тухса каять. Чечняри хирĕçтăрусенче паттăрлăх кăтартать.
Шел, Вадим çут тĕнчерен ытла çамрăкла уйрăлчĕ.
2006 çулта эпир ăна Майна районĕнчи Чуфарово масарне пытартăмăр. Раççей Федерацин оборона министерстви ятĕнчен унăн вил тапри çине палăк лартрĕç. Вадим Шигоровăн вилĕмсĕр ячĕ яланлăхăх пирĕн чĕресенче упранĕ.
 
 
Майна районĕ,
Кивĕ Мăклавăш ялĕ.
 
: 744, Хаçат: 46 (1138), Категори: Паттăрлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: