Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2013 çулхи кĕркунне Ульяновскра «Нацисен ялĕ» комплексра чăваш кил-çурчĕн никĕсĕн пĕрремĕш чулне хунăччĕ. Унтанпа Нацисен ялĕ самай улшăнчĕ. Чăвашсен кил-çурчĕ» уçăлчĕ, ĕçлет. Вырăссен комплексĕ çĕкленчĕ.
Иртнĕ вырсарникун, юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче, «Наци ялĕнче» Михаил Архангел ячĕллĕ храм никĕсĕн пĕрремĕш чулне хучĕç. Михаил Архангел йывăç чиркĕвĕн çурчĕ унччен Гончаров урамĕнчи 30-мĕш çурт вырăнĕнче ларнă. Унпа усă курман, мĕншĕн тесен юнашар çĕнĕ чиркӳ çĕкленĕ. Анастасий митрополит пилĕпе храма Нацисен ялне куçарма палăртнă.
Нацисен ялĕнче чиркӳ çĕклесси пирки Анастасий митрополит кăçалхи чăвашсен Акатуйĕнче пĕлтернĕччĕ. «Чун тасалăхĕшĕн кĕлтумалли вырăн пулмаллах», - тенĕччĕ. Ку сăваплă та пархатарлă ĕçе йĕркелесе те тĕрĕслесе тăма чăвашсен наципе культура автономине пилленĕччĕ. Ĕç вырăнтан хускалчĕ.
Строительство ĕçне хăй çине икĕ организаци илчĕ – «УльяновскЦентрГазСт рой» (тĕп директорĕ В. Федоров) тата «Спецстройпроект» (тĕп директорĕ А. Пахомов).
Вĕсем «Чăвашсен кил-çурчĕ» тата «Вырăссен кил-çурчĕ» комплекссене çĕклекенсем.
Никĕсĕн пĕрремĕш чулне хума Ульяновск хулин пуçлăхĕ Алексей Гаев, хула мэрĕн пĕрремĕш çумĕ Вадим Андреев, вырăссен «Русский Дом» общество организацийĕн ертӳçи Тамара Кулябина, УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев, инвесторсем, чиркӳ ĕçченĕсем, чăвашсемпе вырăссем килсе çитрĕç.
Пулас чиркĕвĕн никĕсĕн пĕрремĕш чулне Николай атте хучĕ, вăлах вырăна çутатрĕ.
Савăнăçлă мероприятие уçса салам сăмахĕ-сене Алексей Гаев, Тамара Кулябина, Олег Мустаев, Николай атте каларĕç.
- Çак пысăк та сăваплă ĕç – наци ялĕнче чиркӳ çĕклесси – пирĕн Патриархăмăрăн И.Я. Яковлевăн ĕçне малалла тăсниех пулать. Вăл чăваш халăхне парса хăварнă «Халалĕнче» çапла çырать: «Турра ĕненсе пурăнасси калама çук пысăк япала – пуринчен ытла эсир çавна хытă тытса тăрăр. Ĕненӳ этемĕн ăсне, кăмăлне çунатлантарса çăмăллатать, чун пурнăçне канăçлăх парать, лăплантарать* инкек-синкек, хуйхă-мĕн курнă вăхăтра чуна хăват парать* ĕçсем ăнса телейлĕ пурăннă чух ĕненӳ чуна тасатать, ăна çутатса тăрать». Эпир унăн халалне ялан асра тытатпăр. Чиркӳ çĕклекенсенчен пĕр организацийĕ чăвашсен пулнипе çак ĕçĕн пĕлтерĕшĕ пирĕншĕн пушшех ӳсет», - терĕ Олег Мустаев.
Строительсем палăртнă тăрăх, çуллана чиркĕ-ве çĕнĕрен пуçтарса хута ямалла.
 
: 245, Хаçат: 42 (1443), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: