Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Илемпи» ансамбльпе Димитровградри Акатуйра паллашрăм, çавăнтах ӳкертĕм те. Унти юрăçăсем çамрăк çынсем пулмасан та мана ушкăн çĕнĕ пек туйăнчĕ. Кăлăхах иккен.
- Ăçтан çĕнĕ пулар-ха эпир/ Пирĕн ялта тахçанах, иртнĕ ĕмĕрти 60-мĕш çулсенчех, чăваш хорĕ, хĕлĕхлĕ тата вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕсем пулнă, - пĕр харăссăн тенĕ пек хирĕçлерĕç мана юрăçăсем.
Чăнах та, Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсар ялĕнче кивĕ клуб чухнех ял халăхĕ пухăнса концерт-спектакль лартнă. Клуб ертӳçи вăл вăхăтра Антонина Федотова пулнă. Асламăшĕсемпе кукамăшĕсен уявра тăхăнмалли кивĕ пир кĕписем, упранса юлма пултарнă хушпу-тухйи – сцена çине тухмалли костюмсем пулса тăнă.
1962 çулхи ноярĕн 7-мĕшĕнче ялта çĕнĕ клуб уçăлать. Директорĕ – Дмитрий Тюгашев. Клуба ку вăхăтра пултаруллă çын Александр Федорович Илендеев ĕçлеме килет. Клуб çумĕнче драма кружокĕ уçăлать. Унăн хастар артисчĕсем П.Мазякова, Н.Федотов, В.Ермолаев, В.Лепешкин, О.Илюнгина, З.Ерукова тата ыттисем пулнă. Александр Федорович тăрăшнипе клубра çаплах хор йĕркеленет, кун хыççăн – вĕрсе каламалли тата хĕлĕхлĕ инструментсен оркестрĕ-сем. Ку ансамбльсем таврари ялсене, район центрĕпе облаçа концертсемпе çитеççĕ. 1972 çулта хор «халăх» ятне илет, конкурсра ăна «Облаçри чи лайăх ял хорĕ» ят парса 2-мĕш пусăмлă дипломпа палăртаççĕ.
1986 çулта «Асамат» ятлă ансамбль йĕркеленет, ăна Галина Ивановна Ерукова ертсе пырать. Кайран вара пĕр вăхăт ку ĕç путланса ларать.
Паян упамсарсен ансамблĕ «Илемпи» ятлă. Ăна Оксана Николаевна Ямкина ертсе пырать. Ансамблĕн хастар юрăçисем – Валентина Петровна Ванюкова, Лидия Федоровна Ильмукова, Валентина Ильинична Гудкова, Зинаида Павловна Ерукова, Вера Николаевна Паршикова, Николай Григорьевич Илюнгин, Николай Александрович Казаков, Иван Михайлович Елифанкин. Хăшĕсем нумаях пулмасть хутшăннă-ха ансамбле. Ушкăнри чи çамрăк юрăçă 55 çулта, чи асли – 74-ра. Вăтам çул ӳсĕмне шутласан вара – 62 çул.
- Тăватă çул каялла мана клуб заведующине лартрĕç. Тăван ялта çĕнĕрен ансамбль чĕртсе ярассишĕн Ирина Николаевна Иванюкова питĕ тăрăшрĕ. Ялта ĕлĕкренпе тапса юхакан Илемпи ятлă çăлкуç ячĕпе ансамбль ятне пама сĕнчĕ. Çапла ансамбль «Илемпи» ятлă пулчĕ. Репертуар хатĕрлеме те, тумсем тупма та, концертсем йĕркелеме те Ирина Николаевна пулăшать. Пирĕн хуть мĕнле уявра та чи кĕтнĕ те сумлă çын, вăл. Нихăçан та хăна пулса курса лармасть, уява хатĕрленĕ, ирттернĕ çĕрте тапăртатса тăрать. Пирĕн районти пĕтĕм чăваш культури ун çинче тытăнса тăрать. Питĕ пысăк тав сăмахĕ каласшăн ăна, - терĕ Оксана Николаевна Ямкина хăйсемпе паллаштарнă май.
Шел, ялсенче халĕ купăс, баян калакан тупма йывăр. Упамсарта вĕсем пачах çук. Çавăнпа та илемписем чăваш юррисен фонограммине çыртараççĕ, минусовка. Пĕр-пĕр конкурса е область мероприятийĕсене хутшăннă чухне районтан аккомпаниатор параççĕ.
Нумай чухне илемписем концертсене Димитровградри «Савăнăç», Çĕнĕ Малăклари «Пилеш» ансамбльсемпе пĕрле йĕркелесе ирттереççĕ. Уявсене те пĕрле чĕнеççĕ. Вĕсене Мелекесс районĕнчи тата облаçри Акатуя, районта çулсерен йĕркелекен «Новомалыклинский каравай» уява яланах чĕнеççĕ. Пĕлтĕр вĕсем облаçри Кĕрсăрине те çитнĕ. 2015 çулта «Илемпи» ушкăн аслă çул-ӳсĕмри çынсен «Мы молоды душой» район конкурсĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă, тепĕр çул – иккĕмĕш.
«Илемпи» ушкăнăн репертуарĕнче ытларах чăваш халăх юррисем. Вĕсем вырăнти, хăйсен ялĕн юррисене – амăшĕсем, мăн асламăшĕпе кукамăшĕ-сем юрланисене репертуара кĕртме тăрăшаççĕ.
- Ирина Николаевна Иванюкова вăл юрăсене тахçанах ватăсенчен çырса, вĕренсе юлнă. Нумайăшне «Савăнăç» ансамбль юрлать. Эпир те хăшĕсене программăна кĕртетпĕр, - тет Оксана Николаевна.
Упамсара хăй вăхăтĕнче Шупашкартан та килсе фольклор пуçтарса кайнă.
Ял-йыш ялта чăваш ансамблĕ çĕнĕрен йĕркеленнине ырăпа йышăнать. Тĕрлĕ уявсенче халь чăваш юррине итлесе савăнаççĕ. Çавăнпа та камăн сыхланса юлнă, çавсем хăйсен авалхи тум-юмне ансамбле çӳрекенсене пама тăрăшаççĕ. Нумаях пулмасть пĕри Валентина Ванюкована хăйĕн авалхи çи-пуçне парнеленĕ, тепри – Оксана Ямкинана. «Усă курăр, тăхăнăр, юрлăр, çынсене кăтартăр. Пирĕн вĕсем ахалех арча тĕпĕнче выртаççĕ, - тенĕ вĕсем.
 
: 292, Хаçат: 42 (1443), Категори: культура cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: