Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Копышовка ялĕнче пурăнакан Елена Захарован пурнăçне çăмăл тесе калаймăн. Ачаллах амăшĕсер ӳснĕ вăл, качча кайсан та упăшкипе савăнса пурăнма пӳрмен, вăл вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Халĕ ун пĕтĕм пурнăçĕ выльăх пăхса иртет: килте тата ялти Ю.Г.Турманов хуçа ферминче.
-Çĕпрел районĕнчи Паснапуç ялĕнчен (Тутарстан) эпĕ. Пирĕн анне усрава илнĕскер пулнă. Вăл 35 çула çитсен вилсе кайрĕ. Эпĕ ун чух пиллĕкреччĕ, Толя шăллăм – çулталăкра. Аннене нумаях мар пулин те – астăватăп. Кукамай – Вера Тимофеевна Кудряшова (ун упăшки вăрçăра вилнĕ) – 69 çултаччĕ, хăй те айванрахчĕ, куçĕ аван курмастчĕ, пĕр алли ĕçлеместчĕ. Куратăп, кукамай час-час вăрттăн йĕре пуçларĕ. Эп çапла пĕрре: «Кукамай, ма йĕретĕн, кӳршĕсем мĕн те пулин каларĕç-и/»- тетĕп. Çук-çук, эс кайса выля çавăнта терĕ вăл. Эпĕ: «Кӳршĕсем патне кайса ыйтам-ха, вĕсем вăрçман-и сана/» – терĕм. Вара вăл мана ниçта та ан çӳре, хамах каласа паратăп терĕ. Пире Ача çуртне, ăна вара Ваттисен çуртне ямашкăн калаçма пуçланă иккен ялта, кукамая хăйне те çапла каланă. Ху ватă, чирлĕ, ку ачасене мĕнле пăхăн тенĕ ăна. «Ман сире Ача çуртне мĕнле парас-ха/ Кушак та çурине пӳрте илсе кĕрет вĕт»,- тесе йĕрет кукамай. Пире пурпĕрех ăсатма шутланă иккен ялти пуçлăхсем. Пире пульницана илсе кайрĕç, сывлăха тĕрĕслерĕç. Врачсем кукамая: «Хĕрачу веç ăнланать, ăн-пуçпа калаçать, каласа пама пĕлет. Вăл хăвна çавăтса çӳреме те кирлĕ пулать малашне»,- тенĕ. Кукамай вара савăнсах кайрĕ. «Ниçта та памастăп сире, ачамсем, атьăр киле каятпăр. Сире хамах усратăп»,- терĕ. Çапла яла таврăнтăмăр, Ача çуртне каясран хăтăлса юлтăмăр. Киле килтĕмĕр те – ĕне пăруланă иккен. Пăрăвне кукамайпа иксĕмĕр пӳрте аран сĕтĕрсе кĕтĕмĕр. Кукамай мана: «Лена, Турăран чăтăмлăх ыйтар та – иксĕмĕр Тольăна пăхса ӳстерер-ха», - терĕ. Анчах çав çул хуйхă килсе тухрĕ: ĕне вилсе кайрĕ. Тольăна вара ялти пĕчĕк ачаллă хĕрарăмсем киле пыра-пыра кăкăр ĕмĕртетчĕç, - аса илет Елена Васильевна.
Хĕл çывхарать. Мĕн тумалла/ Умра каллех Ача çурчĕ курăнма пуçлать... Хальхинче ачасене унта ăсатасран кӳ-ршĕ ялта Çĕнĕ Йĕлмелĕнче пурăнакан тăванĕсем – Галина Вячеславовна тата Александр Васильевич Быковсем хăтарса хăвараççĕ. Вĕсем Ленăпа Тольăна хăйсем ялне илсе кайса пăхаççĕ, хĕл каçараççĕ. Ун чухне Александр Васильевичăн амăшĕ – Литук акка та сывă пулнă-ха, вăл та ачасене пăхма нумай вăй хунă. 1977 çулхи çуркунне вара ачасене каллех кукамăшĕ хăй патне илсе килет. Çапла ачасем хуллен çитĕнеççĕ.
Шкул пĕтернĕ хыççăн 1988 çулта Елена хăйсен ялĕнчи Анатолий Алексеевич Захарова качча каять. Тепĕр çул вара çемье Копышовка ялне килсе тĕпленет. Вĕсемпе пĕрле Еленăн шăллĕ – Толя та килет. Çемье пуçĕ скотника вырнаçать, Елена вара ĕне сума пуçлать.
-Кивĕ Çĕпрелĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтра пире колхоз фермисене илсе каятчĕç, çавăнта машинăпа ĕне сунине курнăччĕ. Кунта мана доярка çитмест терĕç. Ĕçлесе пăхрăм та – хăнăхрăм. Дояркăра 9 уйăх ĕçлесен пĕрремĕш ачана çуратрăм. Кайран пăру та, сысна та пăхрăм. Пĕрремĕш вырăна та тухса куртăм, район хаçатне те ман çинчен пĕрре кăна çырман, Хисеп грамотисем те паркаларĕç. Дояркăра 13 çул вăй хутăм, телятницăра – 6. Выльăхсем чирлесен хамах сывататтăмччĕ, мĕншĕн тесен ветеринар çукчĕ. Телефонпа Майнăна шăнкăравлатăп та – мана специалистсем мĕн тумаллине ăнлантарса параççĕ. Çапла укол та тăваттăм, ыттине те. Выльăха пăхса тăрса вĕлерес килмест вĕт. Пурнăç хăех вĕрентет,- калас парать вăл.
Кукамăшне вара ватăлсан Елена Васильевна Паснапуçĕнчен Копышовкăна илсе килет, вăл вĕсем патĕнче çур çул пурăннă хыççăн 1990 çулта вилет. Паснапуçĕнче ун пирки: «Ку çын пек ырă çын çук пуль пирĕн ялта»,- тенĕ.
Çичĕ çул каялла килте тепĕр хуйхă пулать – çемье пуçĕ чĕре чирне пула вăхăтсăр çĕре кĕрет. Анчах хĕрарăмăн пуçа усса ларма вăхăт çук, малалла ĕçлемелле – виçĕ ача вĕт. Çапла тăрăшса Елена Васильевна ачисене вĕрентсе кăларать, професси илме пулăшать. Халĕ вĕсем Ульяновскра пурăнаççĕ ĕнтĕ, тĕрлĕ çĕрте ĕçлеççĕ: Денис – тракторист-машинист * Алексей электротехникум пĕтернĕ, халь института кĕнĕ* Мария – медицина сестри, БСМПра вăй хурать. Амăшĕ кашни ачине пĕр пӳлĕмлĕ хваттерлĕ пулма пулăшнă.
Халĕ Елена Васильевна пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ хуçа патĕнче пĕччен 200 пуç сысна пăхать (малтан 400 пулнă). Каллех свинарки те, ветеринарĕ те хăй. Ку япалана тахçанах хăнăхнă ĕнтĕ вăл.
Килĕнче те унран кăштă кăна сахалрах пулĕ выльăхсем: лаша, 3 ĕне, пушмак пăру, 5 вăкăр, 40 сысна, 40 кăвакал, 5 сурăх, чăх-чĕп... Вĕсене пăхма, паллах, пĕрле пурăнакан Толя шăллĕ пулăшать ĕнтĕ (вăл малтан ялхуçалăхĕнче скотникра ĕçленĕ). Машини те, тракторĕ те, мотоблокĕ те хăйсенех. Ачисем хуларан килсен вĕсене хута яраççĕ те пĕр-пĕр ĕç тăваççĕ. Маша та машинăпа çӳрет.
Çакă та тĕлĕнтерчĕ. Эпир килне пырса кĕрсен мана Елена Васильевна тӳрех палласа илчĕ. Пĕр-пĕрне вара эпир нихçан та курман. Сăлтавĕ акă мĕнре: вăл нумай çул «Канаш» хаçата çырăнса илсе вулать иккен, çавăнпа та Чĕмпĕр чăвашĕсем çинчен пĕтĕмпех пĕлсе тăрать. Куна пĕлме, хамăр хаçата вулакана курма питĕ кăмăллă пулчĕ. Чăвашсем питĕ сахал пурăнакан вырăс ялĕнче те пирĕн хаçата вулаççĕ иккен.
Ачалла нумай нуша курнă çынсенчен ытларахăшĕн чунĕсем хытаççĕ, вĕсем усалланаççĕ. Ку хĕрарăма пăхатăн та – мĕн чухлĕ ырă кăмăл унта!
-Ман ялан çынна аван тăвас килет, мĕн те пулин ырă тусан чун савăнать. Шăллăм ялан ман çумра пулнă, ун çинчен шухăшланă. Çемьеленсен упăшка киле киличчен апата пĕччен ларман эпĕ, ăна кĕтсе илнĕ. Вăл вилсен питĕ йывăр килчĕ вара, сĕтел хушшине ларсан та апат анмастчĕ. Çынсене ялан хавас эпĕ, хам вĕсемшĕн мĕн те пулин ыррине туса вĕсен ăшă куçне курас килет,- тет вăл.
Кунĕпе чупкаласа ĕçлесе ешеннĕ хыççăн канма ларсан Елена Васильевна авăрлама, çыхма килĕштерет. Ыран вара -- каллех выльăхсем патне. Ку чăваш хĕрарăмĕн пултарулăхĕ-нчен, ĕçченлĕхĕнчен, чăтăмлăхĕнчен тĕлĕнмелли кăна юлать.
 
Майна районĕ.
 
: 478, Хаçат: 42 (1443), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: