Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Юпан 10-мĕшĕнче «Канаш» хаçата нумай çул çырса тăнă, Тутарстанри Пăва районĕнчи Раккасси ялĕнче пурăннă Давид Шашкинăн çуралнă кунĕ. Пурăннă пулсан вăл кăçал 93 çул тултармаллачĕ. Давид Шашкин – Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ. Тăван яла таврăнсан хуçалăхра вăй хунă, çав вăхăтрах пит хастар ялкор та пулнă. Пурнăçран мĕн уйрăличченех ручкăпа тетрадь ун аллинчен кайман. Вулакансене Давид Семеновичăн иртнĕ ĕмĕрти 60-мĕш çулсенче пичетленнĕ хайлавĕпе паллаштаратпăр.
 
Ăна ятран чĕннине те илтмен, ятне те астумастăп. Пурте сӳпĕлти теççĕ. Чĕнессе те çаплах чĕнеççĕ. Вăл вăтам пӳллĕ, сарлака хулпуççиллĕ. Тушкине кура пуçĕ шутсăр пĕчĕккĕ, михĕ çине пысăкрах çĕрулми вырнаçтарнă пекех курăнать. Сӳпĕлти, аллă кун та паллă кун тенĕ евĕр, колхоз ĕçне сайра хутшăнать. Унăн чĕлхипе анлă çăварĕ çеç хăйĕнчен темиçе хут хăвăртрах ĕçлеççĕ. Ĕçре те, килте те, уйрăмах пухусемпе тĕрлĕ ларусенче, тути хĕррисем сурчăкĕ кăпăкланса кайичченех сӳпĕлтетет, итлекенсен чунне кăларать, йăлăхтарса çитерет.
Паянхи пухура калаçас тесе Сӳпĕлти темиçе хутчен ларнă çĕртен пăта пек сике-сике тăчĕ, аллисемпе каркаланчĕ, тушкипе тармакланчĕ. Черет çитмерĕ пулас, тен, пуху председателĕ Кавруç мучи ăна юриех сăмахран пăрса хăварать…
-Демократие пăсатăр, - тӳсеймерĕ Сӳпĕлти автан пек сиксе тăрса. – Халăха калаçма памастăр.
Вăл урăх лармарĕ. Пĕчĕк пуçне каçăртса кăна хучĕ.
-Халăх правине хачăпа хĕстерсе хума хăтланатăр. Çук, ĕç тухмĕ.
-Атя, яра пар, - терĕ Кавруç мучи аллине сĕлтсе. – Асту, кĕскенрех. Кирлипе кăна калаçма тăрăш.
-Хăш-пĕрисем мана сӳпĕлти теççĕ, - пӳрнипе юнаса илчĕ вăл. – Йăнăшатăр. Эпĕ кирлĕ марпа сӳпĕлтетсе хаклă вăхăта сая ямастăп. Вăхăт вăл мĕнле витĕмлĕрех калас …тăк…мĕн... питĕ хаклă япала. Пĕр минутлăха кая юлтăн пулсан каяс çĕре каяймастăн, поезд хӳрине кăна кăтартса хăварать. Виçĕмкун манăн пĕр чăхă аптăранăччĕ, пӳртрен ăшаланса çĕçĕ илсе тухиччен хытса кайнă, кăннă…
Пухури халăх ахăлтатса кулса ячĕ. Калас сăмахне каласа пĕтереймен Сӳпĕлти çăварне карса тăрать.
Кавруç мучи сухалне чĕтреттерсе халăха лăпланма хушать.
-Çитет пакăлтатма, кирлине калаç.
-Юлташсем, - терĕ Сӳпĕлти пĕчĕк пуçне чĕтретсе, - эпир хускатнă ыйту питĕ кирлĕ, тахçанах çĕклемелли ыйту. Выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне ӳстересси пирки эпир калама çук япăх ĕçлетпĕр. Япăх, юлташсем, япăх. Сĕт, çăмарта, çу, чăкăт, хăйма-турăх тата аш-какай çителĕксĕр туса илетпĕр. Эпĕ сыснасем çинче чарăнса тăрасшăн. Сыснасене эпир сысналла пăхатпăр. Сысналла, юлташсем! Ĕнер çапла çерем урлă пасартан илтерсе таврăнатăп. Пăхрăм та – пĕр лупашкара хура япала ярпанса выртать. «Мĕн ку,- тетĕп, – е шуйттан, е арçури/ Çӳç-пуç вирелле тăчĕ. Эпĕ хăравçă мар иккенне ял-йыш лайăх пĕлет. Алăри туяна пăшалпа атакăна кĕнĕ чухнехи пек çавăрса тытрăм та паттăррăн малалла ыткăнтăм. Хура чун чĕнмест, макăрмасть, çухăрмасть. Туяпа тĕксен тинех нaрт-нaрт терĕ. Акă сире шуйттан! Пирĕн ферма сысни пулчĕ тăчĕ. Туяпа чышсан çеç çине-çинех нaртлатать. Паллах, cысна çиесшĕн, çиесшĕн, юлташсем. Çитерекен никам та çук! Куртăр-и/ Выçă хырăмпа пылчăк çинче исленсе выртнипе самăрланаймăн, аш-какай, сĕт-çу илеймĕн.
Çак самантра Сӳпĕлтие бригадир пӳлчĕ.
-Эс ху ĕç нарядне еплерех пурнăçлани пирки каласа пар-ха.
-Ку тивĕçсĕр ыйту… Халь хускатнă сысна ыйтăвĕпе нихăш енчен те çыхăнса тăмасть, - лăпкăн хуравларĕ Сӳпĕлти.
-Шăп сысна ыйтăвĕпе çыхăнать те, - терĕ бригадир. – Эпĕ сана виçĕ-мкун сыснасене машинăпа комбината леçме наряд панăччĕ. Мĕншĕн пурнăçламарăн/
Сӳпĕлти шăп пулчĕ. Сак çине ланк! ларчĕ.
 
1960 ç.
 
: 116, Хаçат: 42 (1443), Категори: Астăвăм

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: