Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çакăн пек поэт е çыравçă пирĕнпе кӳршĕ-ллĕ регионсенче тата пур-ши/ Ман шутпа, ун пекки Раççейре те питĕ сахал пулĕ.
Анатолий Федорович Ермилов-Юман чăваш тĕнчинче кăна мар, пĕтĕм анлă Раççейĕ-пех чи ватă та чи пысăк стажлă поэтсен шутĕ-нче, вăл 85 çул тултарать. Унăн пĕрремĕш сăвви пичетре 1947 çултах тухнă, ун чухне авторĕ 15 çулта пулнă. Çавăнтан пуçласа вара вăл вулакансене савăнтарать: пин-пин сăвă, вун-вун поэма, темиçе кĕнеке сонет çырнă. Унăн сăвăлла роман та пур. Юман сăввисемпе композиторсем вун-вун юрă хывнă, хăш-пĕрне Шупашкарти театрсем хăйсен репертуарĕнчи спектакльсене те кĕртнĕ, вĕсем унта янăраççĕ. «Канаш» хаçат çумĕнчи «Шевле» литпĕрлешĕвĕн чи хастар членĕ те теме пулать ăна, ялан çыравçăсем хушшинче вăл, çамрăксене хуть хăçан та пулăшма хатĕр. Пирĕн Юман литература анине 70 (!) çул сухалать ĕнтĕ.
 
Унăн псевдонимне пăхатăн та шутлатăн: ку çынна чăнах та çак çирĕп йывăçран туса яман-ши/ Уншăн çулсем иртни нимĕн те мар пек туйăнать,вăл кунсерен пĕр чарăнми хайлавсем çырать, хăйне шăпа тата çутçанталăк уйăрса панă ĕçе тăвать. Хăйĕн çăлкуç пек тапса тăракан пултарулăхĕпе пирĕн пысăк çĕршыври нумай сасăллă халăхсен литературине пуянлатать, чăваш халăхĕ, Ульяновск облаçĕ, пĕтĕм Раççей вăйлă та илемлĕ пултăр тесе ĕçлет. Пирĕн пĕтĕм культурăшăн тăрăшать. Чунне парса ĕçлекен çын вăл.
Унăн сумлă ячĕсем те чылаях: Раççей культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăнлă районĕн пĕрремĕш Хисеплĕ çынни, 1983 çултанпа СССР тата Раççей Писательсен союзĕн членĕ, 66 (!) кĕнеке авторĕ, Петĕр Хусанкай ячĕллĕ преми лауреачĕ, Ульяновск облаçĕнчи Журналистсен союзĕн Мария Ульянова ячĕллĕ преми лауреачĕ, Николай Абрамов ячĕллĕ литература преми лауреачĕ... Ун сăввисемпе композиторсем вун-вун юрă çырнă, вĕсене Шупашкарти театрсем хăйсен репертурĕнчи спектаклĕ-сене кĕртнĕ. Ун хайлавĕсене ачасем валли шкулта вĕренмелли учебниксене кĕртнĕ. Тепĕр енчен вара вăл питĕ ĕçчен те йĕркеллĕ, тӳрĕ кăмăллă та сăпайлă çын. Хальхи вăхăтра ун пек пахалăхсем çынра пурри темле сумлă ятран та, премирен те хаклăрах! Пирĕн герой çинчен 2011 çулта уйрăм кĕнеке те тухнă – «Анатолий Юман пултарулăхĕ» (авторĕ Валентина Ефимова).
Шурсухалăмăр 85 çул тултарас умĕн эпир унпа курса литература пирки калаçрăмăр, кăштах иртнĕ çулсене аса илтĕмĕр. Унăн шухăшлавĕ анлă, ăс-тăнĕ çивĕч – кун пек çынна сайра тĕл пулатăн.
-Анатолий Федорович, вулакансене тӳрех пĕр «вăрттăнлăх» уçса парар-ха. Сирĕн икĕ çуралнă кун вĕт. Мĕнле çапла пулса тухнă-ха/
-Çапла эпĕ, тĕрĕссипе, 1932 çулхи сентябрĕн 12-мĕшĕнче Чăвашкасси ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Анчах мана хут çине октябрĕн 28-мĕшĕнче тесе çыртарнă. Кунта ман айăп çук ĕнтĕ. Халь çаплах çӳретĕп.
-Анатолий Федорович, хăвăр çемйĕр çинче каласа парăр-ха кăштах.
-Ман анне Степанида Ильинична Çинкĕл районĕ-нчи Ялавăртан, Чĕмпĕр чăваш шкулне пĕтернĕ. Ăна Пухтел районне шкула ĕçлеме янă. Атте – Федор Леонтьевич – хальхи Чăнлă районĕнчи Ирçел ялĕнчен. Вĕсем 1928 çулта пĕрлешсе çемье çавăрнă. Атте рабфак пĕтернĕ хыççăн вĕсене 1932 çулта Чăвашкасси шкулне вĕрентме яраççĕ. Атте шкул заведующийĕ пулать. Вĕсем Чăвашкассине çитсен вара пĕр эрнерен эпĕ çуралнă. Ман шăллăм Геннадий пурччĕ, вăл Саратов облаçĕнчи Энгельс хулинче пурăнатчĕ, шел, темиçе çул каялла çĕре кĕчĕ. Эпир Чăвашкассинчех ӳснĕ, çемьеленсен пĕр вăхăт арăмпа Çĕнĕ Улхашра пурăнтăмăр, кайран Аслă Нагаткина пурăнма куçрăмăр. Арăмпа – Ольга Степановнапа (вăл педагогчĕ) икĕ хĕр те икĕ ывăл çуратса ӳстертĕмĕр: Сергей (Есенин ятне патăмăр), Надежда (Крупскаяна халалласа), Татьяна, Владимир (Ленин ячĕпе). Татьяна Нурлатра (Тутарстан) пурăнать, Сергейпа Володя – Мускавра. Володьăн 6 хĕр, ача нумаййипе вĕсене Мускав мэрийĕ тӳлевсĕр хваттер панă.
-Литературăна мĕнле майпа кĕрсе кайнă вара эсир/ Çамрăклах пуçланă вĕт-ха çырма.
-Ачаллах сăвă çырса аппаланаттăм. Пĕррехинче 1946 çул вĕçĕнче пĕр сăввине Чăнлă район хаçатне – «Пĕрлешӳллĕ ĕç» – ярса пама хăю çитертĕм. Унта хĕрпе каччă юратăвĕ, хĕр савнине салтака ăсатни çинчен çырнăччĕ. Хаçатра ăна Çĕнĕ çул хыççăн «Колхоз такмакĕсем» ятпа пичетлесе кăларчĕç. Паллах, йĕркесене тӳрлеткеленĕччĕ, сăмахсене улăштаркаланăччĕ ĕнтĕ, анчах пĕр куплетне ним чухлĕ те тĕкĕнменччĕ ун чухнехи редактор – Михаил Иванович Нюдеев. (Вăл хăй те çыратчĕ, аяла «М.Вострецов» тесе алă пусатчĕ.) Вара вăл мана, 15 çулхи ачана, 1949 çулхи мартăн 22-мĕшĕнче редакцие ĕçлеме илчĕ. Хĕллеччĕ ун чух, сивĕччĕ, редакци пӳлĕмĕсене хутмастчĕç, шăнса-кӳтсе каяттăмăр. Вара пĕр-пĕрне ылмаштарса уборщица пӳлĕмне ăшăнма чупаттăмăр, ăна хутатчĕç. Ытла хĕн пулнипе мана анне урăх унта ан кай, шкул пĕтер терĕ. Пĕр уйăх редакцире ĕçлесе пăхнă хыççăн вара эпĕ яла таврăнтăм, çĕнĕрен шкула кайрăм. Çапах та редакцири ĕçсемпе паллашма ĕлкĕртĕм, хаçатăн макетне тума вĕрентĕм.
Район хаçачĕн редакцине çĕнĕрен вара 10 класс пĕтернĕ хыççăн 1952 çулта килтĕм. Ун чухне редактор Зинаида Митрофановаччĕ. 1962 çулта Хусанти партин аслă шкулĕнчен журналистика енĕпе 6 уйăхлăх ятарлă курссем пĕтерсе тухрăм. Мана кун хыççăн редактора лартасшăнччĕ, анчах мана пултарулăх ĕçĕ çывăхрах, çавăнпа килĕшмерĕм. Редактор пулса вара А.А.Романов килчĕ. Сăвă çырма эпĕ урăх пĕртте чарăнман.
-Шупашкарти паллă чăваш çыравçисемпе, поэчĕсемпе малтан мĕнле майпа паллашнă/
-Эпĕ хамăр хаçат валли сăвăсем çырсах тăраттăмччĕ ĕнтĕ. Пĕррехинче вĕсене пирĕн редактор Шупашкара ярса панă, вĕсене унта паллă поэт Уйăп Мишши асăрханă. Владимир Сатай, пирĕн район хаçатĕнче икĕ çул ĕçленĕскер, Шупашкарта пурăнатчĕ ĕнтĕ. 1953 çулта эпĕ ун патне хăнана кайрăм. Ун патне эпĕ палламан икĕ çын пычĕ. Кусем çыравçăсем пулса кайрĕç: пĕри – Илпек Микулайĕ, тепри – Александр Артемьев. Вĕсемпе паллашрăмăр, эпĕ вĕсен калаçăвне тимлесе итлесе лартăм. Çав каçхинех Сатай хваттерĕнче туй кĕрлерĕ – А.Артемьев авланчĕ, Сатай ун хăйматлăхĕ пулчĕ. Ак çакăн пек интерслĕ саманта лекрĕм эпĕ Шупашкара. Ун пирки эпĕ хамăн пĕр поэмăра та çырса кăтартнă. 1954 çулта ман сăвăсем пысăк пичете лекрĕç, Шупашкарти «Коммунизм ялавĕ» хаçатра, «Ялав» журналта пичетленчĕç. Паллă поэт Александр Алка манăн «Ильич сăнарĕ» сăвва лайăх хак парса ман пата çыру çырчĕ. 1956 çулта мана Шупашкара çамрăк çыравçăсен канашлăвне чĕннĕччĕ, унта Петĕр Хусанкайпа, Çемен Элкерпе тата ыттисемпе паллашрăм. Ман сăвăсене Шупашкарта тухнă «Çеçпĕл çеçкисем» ятлă сборник валли суйласа илчĕç (пухаканĕсем Василий Давыдов-Анатри тата Иван Кузнецов). Кайран та унта вĕсем темиçе хут кĕчĕç. 1958 çулта вара «Ялав» виçĕ номерĕнче ман «Телей сăпки» ятлă пысăк поэма пичетленчĕ. Ăна Юхма Мишши аван хак парса çырнăччĕ. Пĕрисем сумлă журналта çамрăк поэта çавăн чухлĕ нумай вырăн панă тесе ӳпкелешнĕ тет, анчах Чăваш Республикин Писательсен союзĕн ун чухнехи председателĕ Алексей Талвир вара мана мухтарĕ, литература фондĕнчен укçа парса та пулăшрĕ.
-Ун чухне çыравçăсем хисепре пулнă апла...
-Çапла. Патшалăх вĕсене хаклатчĕ, пулăшатчĕ. Гонорарсем те пысăкчĕ. Писатель-поэт паллă та хисеплĕ çынччĕ ун чухне, вĕсене халăх палланă, пĕлнĕ. Власть çыннисем те хисепленĕ. Вĕсен Шупашкарта хăйсен кану çурчĕ те пурччĕ, Мускава Пултарулăх çуртне те ĕçлĕ вăрăм командировкăсене яратчĕç. Сăмахран, Юхма Мишши унта самай пулнă, нумай вырăс писателĕпе паллашнă. Литература фончĕ те пулăшу паратчĕ пире.
-Чĕмпĕр Енри вырăс писателĕсемпе çыхăну хăçан тытма пуçланă/
-Пĕррехинче Ульяновскран Аслă Нагаткина халăхпа тĕл пулма темиçе писатель килнĕччĕ: Евгений Мельников, Лев Бурдин, Владимир Дворянсков... Вĕсемпе çакăнта паллашнăччĕ. Унтан вĕсемпе çыру çӳретрĕм. Кайран тĕл пулса калаçса ларнисем те пулнă. Бурдин ман нумай сăвва вырăсла куçарчĕ. Вăл куçарнă сăвăсем 1994 çулта Саратовра «Рукопожатие» ятлă уйрăм кĕнекепе тухрĕç.
-Сирĕн пултарулăхра «Пурнăç авăрĕ» ятлă сăвăлла роман та пур вĕт.
-Çапла. Вăл виçĕ пысăк сыпăкран тăрать, унăн пĕтĕмĕшле ячĕ – «Пурнăç авăрĕ». Унти ĕçсем 20-мĕш ĕмĕрĕн пуçламăшĕнчех тытăнаççĕ, пĕр çемьен тăватă ăру пурнăçне çырса кăтартнă унта. Ку роман манăн 1994 çулта пичетленсе тухнă «Суйласа илнисем» кĕнекене кĕнĕ. Роман пирки хăй вăхăтĕнче Юхма Мишши мухтаса рецензи çырнăччĕ.
-Романа сирĕн пултарулăхăрăн тӳпи теме те пулать ĕнтĕ. Ман шутпа вара, сирĕн сонетсен кĕнекисене те унпа танлаштарма май пур. Вĕсене халăх питĕ киленсе вуларĕ, пысăк хак пачĕ. Мĕнрен пуçланчĕ ку/
-2002 çулта ман çемьере питĕ пысăк çухатусем пулчĕç: икĕ уйăх хушшинче Натюш ятлă аслă хĕр тата мăшăр вилчĕç. Питĕ йывăр тапхăр пулчĕ ку маншăн. Çапла пĕрре хамăн çамрăк чухнехи юлташ – Петр Сымкин патне Шупашкара кайрăм. Вĕсем арăмĕпе иккĕшĕ манăн лару-тăрăва çăмăллатма шухăшланă иккен: манăн пĕрремĕш юрату Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать терĕç. Чăнах та, Кивĕ Улхаш хĕрĕпе Мария Уртемеевапа эпир çамрăк чухне тус пулнă, анчах пире пĕрлешсе пурăнма шăпа пӳрмен. Мария Васильевна малтан Пушкăртра пурăннă, кайран Çĕнĕ Шупашкара куçнă, упăшки вилнĕ. Сымкинсем вара Мария Васильевнана телефонпа хăйсем патне чĕнсе илчĕç. Çапла эпир унпа 45 çул хыççăн тепĕр хут тĕл пултăмăр, çав каç тăваттăн нумайччен хăналанса калаçса лартăмăр, иртнисене аса илтĕмĕр. Ун хыççăн эпир иккĕн Мария Васильевна хваттерне кайрăмăр. Мана вăл хаваспах йышăнчĕ. Çапла вара эпĕ ун чухне икĕ çĕрте пурăнма тытăнтăм: Аслă Нагаткинти киле те пăрахман, унта кайса пурăнкаларăм, Çĕнĕ Шупашкарта вара ытларах пурăннă. Çав вăхăтри хавхалану, юрату туйăмĕсем вара сонет çырма хистерĕç. Малтанхи виçĕ кĕнекине Ульяновскра пурăнакан Петр Ишутов вырăсла куçарчĕ. Шел, вăл çут тĕнчерен иртерех уйрăлчĕ. Тăваттăмĕш кĕнекине Шупашкарта пурăнакан паллă поэт Анатолий Смолин куçарма тытăннăччĕ, анчах вăл та, шел, вăхăтсăр вилсе кайрĕ. Вара юлашкине хамах куçарса пĕтертĕм. Пиллĕкмĕш кĕнекине те хам куçартăм, мĕншĕн тесен халь чăваш литературинче куçаруçăсем юлманпа пĕрех.
Ман хурлăха, Мария Васильевна иксĕмĕр пĕрле темиçе çул пурăнсан йывăр чире пула вилсе кайрĕ. Эпĕ вара Аслă Нагаткина таврăнтăм. Халь пĕччен пурăнатăп.
Вулакансем мана сонетсемшĕн нумай тав тунă, унта хамăр шăпана куратпăр тенĕ. «Канаш» хаçатра сонетсем пирки статьясем те тухкаларĕç. Вырăс чĕлхи вĕрентӳçи Галина Никитина вара мана мухтаса: «Пусть сам Шекспир теперь затылок чешет!»- тесе çырнăччĕ. Ку мана савăнтарать. Сонетсем çырнă чухне Çеçпĕл Мишшин Анастасия Червякова патне янă çырăвĕсене тĕплĕн вулани те пулăшрĕ. Пирĕн шăпасенче пĕрпеклĕхсем нумай.
-Анатолий Федорович, эсир власть «хĕскĕ-чне» те лексе курнă вĕт-ха. Мĕнле «репресси» пулчĕ вăл/
-Ун чухне Геннадий Айхи поэта Шупашкарти власть çыннисем Чăваш Республикинчен хĕсĕрлесе кăларса янăччĕ. Кайран вăл Европăра та паллă поэт пулса тăчĕ. Венгри, Польша тата Европăри ытти çĕршывсен поэчĕсен хайлавĕсене чăвашла куçарса антологисем кăларчĕ. Сăввисене куçарма эпĕ те пулăшрăм, ун сăввисене хамăр район хаçатĕнче те пичетлерĕм. Айхипе çыру çӳрететтĕмĕр. Çав вăхăтра мана Шупашкара кĕнеке издательствине ĕçлеме чĕнчĕç (редакторĕ хĕрарăмччĕ). «Этем хăвачĕ» кĕнеке те унтах тухмалаччĕ ун чухне. Эпĕ хамăр редакцирен ĕçрен тухса Шупашкара çитрĕм те – шартах сикрĕм! Мана ĕçе илмеççĕ! Мĕн пулнă-ши тетĕп. Издательство директорĕ ун чухнехи Писательсен союзĕн председательне Николай Дедушкина ăнсăртран курсан мана ĕçе йышăнасси пирки пĕлтернĕ иккен. Дедушкин ăна: «Юмана унта ĕçе илме юрамасть. Вăл Айхи тусĕ!» - тенĕ. Çакăн хыççăн издательствăра пичетленсе тухнă çĕнĕ кĕнеке çыххисене те пĕтĕмпех касса пăрахрĕç. Пĕрне хам валли аран хĕстерсе юлтăм. Эпĕ çапла пуçлăхсем умĕнче «Айхи тусĕ» пулса тăтăм. Айхие вара ун чух Чăвашра хисеплемен. Çитменнине, эпĕ çыравçăсемпе калаçса ларнă чухне ялти çынсен пурнăçĕнче çитменлĕхсем нумай, вĕсем хăйсен пурнăçĕпе кăмăллах мар тенĕччĕ. Çакна Георгий Орлов çыравçă «кирлĕ çĕре« çитсе каласа панă иккен. Мана "совет влаçне хирĕç тăракан çын" та туса хучĕç. Вара ирĕксĕрех Аслă Нагаткина редакцие хамăн вырăна таврăнтăм. Романов редактор эпĕ таврăннăшăн савăнсах кайрĕ, ниçта та ан çӳре, пусăрăнса ĕçле терĕ. Унтан мана Айхи тепĕр çыру ячĕ, вăл унта ман пата урăх çыру ан çыр, ман ята ан асăн, унсăрăн хăвна начар пулма пултарать тенĕччĕ.
-Сирĕн хастарлăхăр обществăлла пурнăçра та палăрнă ĕнтĕ. Эсир Чĕмпĕр Енре çĕнĕ саманари чăваш наци юхăмĕн пуçламăшĕнче те тăнă вĕт-ха. Çавна аса илĕр-ха.
-1983 çулта эпир Чăвашкассинчи пуçламăш шкул директорĕпе М.М.Бикмендеевапа пĕрле Раççейре пĕрремĕш хут И.Я.Яковлев кунне ирттерме шутларăмăр. Пуçару ăнчĕ темелле: Чăвашкассине Яковлев çуралнă кун, апрелĕн 25-мĕшĕнче,тĕ-рлĕ çĕртен нумай хăна килчĕ. Шупашкартан та çыравçăсен ушкăнĕ килсе çитрĕ, вĕсен хушшинче чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ те пурччĕ. Кайран Яковлев кунне Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнче уявлама пуçларĕç. 1992 çулта вара Чăваш Республикин Президенчĕн хушăвĕпе çак куна официаллă ят пачĕç – Чăваш чĕлхи кунĕ.
1980-мĕш çулсен вĕçĕнче вара çĕршывра наци юхăмĕ тапранчĕ, пирĕн облаçри Халăх депутачĕ-сен совечĕ çумĕнче те нацисен хушшинчи ыйтусемпе ĕçлекен комисси йĕркелерĕç, унта мана та кĕртрĕç. Çак вăхăталла Шупашкарта И.Я.Яковлев ячĕллĕ общество туса хурас шухăш çуралнă иккен, анчах ун пек тума май килмен, пуçаруçăсене влаçра ларакансем чăрмантарнă. Çав обществăн Положенийĕпе Устав проектне вара В.П.Станьял мана ярса пачĕ. Эпĕ вĕсене облаçри чăвашсен «Тăван чĕлхе» ятлă пуçару ушкăнĕн ертӳçине И.С.Кирюшкина патăм. Вăл çав документсене никĕсе хурса çĕнĕ Устав çырса хатĕрлерĕ. Общество ятне И.Я.Яковлев ятнех парас терĕмĕр, мĕншĕн тесен ку çын чăвашсене çутта кăларассишĕн Чĕмпĕрте 54 çул ырми-канми тăрăшнă вĕт. 1989 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче çак обществăна йĕркелесе ярас тесе учредительнăй пуху ирттертĕмĕр. Унта Шупашкартан килнĕ çынсем те пурччĕ: Атнер Хусанкай, Энтип Ваççи, Юхма Мишши, Андрей Алексеев... Кайран общество членĕсем «Еткер» телекăларăм тата «Канаш» хаçат уçма пултарчĕç. Вĕсем 1989 çулта ĕçлесе кайрĕç. «Канаш» хаçатăн пĕрремĕш номерне те Аслă Нагаткинта хамăнах хатĕрлеме тӳрĕ килчĕ. Мана ун редакторне те лартасшăнччĕ. Эпĕ килĕшмерĕм, вăл вырăна вара В.Ф.Ромашкин йышăнчĕ. «Канаш» уçăлсан ун редакцийĕнче 4 çул ĕçлерĕм, эпир Валериан Федоровичпа пĕрле кунсерен Аслă Нагаткинтан Ульяновска çӳреттĕмĕр. Эпĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ общество правленийĕн тата Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн ĕçтăвкомĕн членĕ те нумай çул пулнă.
-Сирĕн пултарулăхра Ленин теми те пысăк вырăн йышăнать. Мĕнле хайлавсем пур Совет Союзне йĕркелесе янă ентешĕмĕр пирки/
-Ленин çинчен сахал мар çырнă эпĕ. Уйрăм сăвăсемсăр пуçне «Ленин» ятлă поэма та пурччĕ, эпĕ ăна 1969 çултах çырнăччĕ, анчах вăл ниçта та пичетленмен. Çĕршывра обществăн пĕр пайĕ коммунистсен партине хупнă хыççăн Ленина критиклеме тытăнчĕ. Анчах эпĕ вĕсен шутне кĕмен, çавăнпа хальхи саманапа çыхăнтарса поэмăн иккĕмĕш пайне çырса пĕтертĕм. Вăл ман «Поэмăсем. Сăвăсем. Юмахсем» ятлă кĕнекене (2017) кĕчĕ. Унсăр пуçне «Манăн Ленин» ятлине те хайланăччĕ эпĕ, вăл «Канаш» хаçатра пичетленнĕ.
-Анатолий Федорович, эсир тĕрлĕ жанрпа пĕр чарăнми çыратăр. Малашне сирĕн мĕнле хайлавăра е кĕнекĕре вуласа савăнма пултараççĕ литературăна юратакансем/
-Çак çулталăк вĕçĕнче манăн 67-мĕш кĕнеке кун çути курмалла, вăл вырăсла сăвăсенчен тăрать –«Библиотечка избранной лирики» ярăмпа тухмалла. «Анатолий Юман» ятлă вăл. Унта тĕрлĕ çулта тата халĕрех çырнă сăвăсем кĕнĕ.
-Сире тата та нумай çул пурăнма, пире кăсăк хайлавсемпе савăнтарма сунатпăр, Анатолий Федорович. Сывлăхлă пулăр! Интервьюшăн пысăк тав!
 
: 48, Хаçат: 43 (1444), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: