Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри «Губернаторский» Культура керменĕнче регионсем хушшинчи уяв, чăваш наци кĕпе-тумĕн «Нарспи» фестивалĕ иртрĕ. Унта Ульяновск облаçĕнчи тата Чăвашпа Тутар Республикисенчи модельер-ăстаçăсем, çĕлев ӳнерĕн ылтăн алăллă маçтăрĕсем, Шупашкарти чăваш тумне çĕлекен фирмăсем («Паха тĕрĕ» тата «Халăх тĕрри»), илемлĕ пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнчĕç.
Фестивале «Асанне арчинчен» коллекципе («Халăх тĕрри» фирмăра çĕленĕскерсемпе) Татьяна Петрова модельер уçрĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳкерӳçин, пултаруллă ăстан кĕписенче малти вырăнта – тĕрĕ тата пусма-тавар пахалăхĕ.
РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн Зинаида Воронован «Ахах-мерчен аваллăхĕ» коллекцине пăхса ытарма çук. Кунта ĕлĕкхи хĕрарăмпа хĕр кĕпи-тумĕ тата хальхи модăпа çĕленисем пуç пулса тăчĕç.
Çĕнĕ Улхашри ăста Татьяна Серебрякова модельер ятне илтмен çын та çук пуль регион чăвашĕ-сем хушшинче. Хальхинче те унăн шурă тумлă сарпикисене залри халăх тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ. Чăваш тумĕпе чăнлăсем хăйнеевĕр пĕчĕк спектакль-курăну урлă паллаштарма тĕв тунă. Амăшĕпе хĕрĕ Маринăпа Ульяна Борисовасем кукамăш арчинчен тĕрĕллĕ илемлĕ чăваш кĕпи-тумĕпе тĕрлĕ йышши капăрлăхсене кăлараççĕ. Çавна май пирĕн вилĕмсĕр халăхăн культурипе йăли-йĕрки, тумĕпе сăмахлăхĕ тĕлĕнмелле пуян пулни, ăна упрамалли, çамрăксене явăçтармалли пирки калаçаççĕ. Унтан сцена çине пĕр-пĕрин хыççăн ачасем, çамрăксем, аслă çул-ӳсĕмри çынсем тухаççĕ. Кашниех – Татьяна Анатольевна модельер хайланă кĕпепе. Ертӳçĕсем хĕрарăма сăваплă ĕçĕнче пулăшакансен шанчăклă тăванĕ-сене каласа хăвараççĕ – Вероникăпа Елена хĕрĕсем, мăшăрĕ тата Надежда Великанова çĕвĕçĕ.
«100 пин çул иртсен те чăваш чăвашла юрлатăр, чăвашла калаçтăр, чăвашла тĕрлетĕр, чăваш кĕпине çĕлетĕр», - тет Ульяна хăй халăхĕпе мăнаçланма пăрахайманнине çирĕплетсе.
Наталья Новоселец модельер хайланă, йĕтĕнрен çĕленĕ кĕпесене – «Телей кайăкĕсем» коллекцие – пĕчĕк ачасем кăтартрĕç. Тĕрĕ-эрешпе капăрлатнă, тĕрлĕ тĕслĕ кĕпесене залри пĕчĕк çăлтăрсем тӳрех асăрхарĕç. «Путене» тата «Чăваш ачи, сассуна пар!» конкурссене çак кĕпесене тăхăнса тухсан пит аван пулĕччĕ», - терĕç шăпăрлансем.
Шупашкар хăни Зинаида Маштанова тата Рина Ежергина дизайнерсем халăха «Ялти каникул» коллекципе савăнтарчĕç. Тĕрĕпе пуянлатнă, çулла тăхăнмалли çанăсăр çăмăл кĕпесене уйрăмах çамрăксем килĕштерессĕн туйăнать.
- Фестиваль иккĕмĕш хут иртет Чĕмпĕр çĕрĕ çинче. Унта хутшăнма кăмăл тунисен ĕçĕсене хакласси çăмăл мар. Паянхи пысăк уявшăн пурне те тав теес килет. Уйрăм ăшă сăмаха чăваш культура пайĕн ертӳçи Ираида Гаврилова тивĕçет. Унăн тӳпи кунта чăннипех те пысăк. Модельерсене, ăста художниксене малашне те ăнăçусем сунатпăр, - терĕ облаçри Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центр директорĕ Нурия Туркова.
- Чăвашсем илемлĕ те ĕçчен, пуян культурăллă, пултаруллă халăх. Çакăн пек тĕлĕнмелле хитре тумлă халăхăн пуласлăхĕ çук тесе кам калама хăйĕ/ - пуçларĕ чыславра хăйĕн сăмахне УОЧНКА пуçлăхĕн çумĕ Петр Столяров. – Пирĕн регионта 100 ытла халăх пурăнать. Вĕсен хушшинче тумпа палăраканнисем эпир! Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр тытса пыракан тĕрĕс политикăна пула пур халăх та хăйсем çинчен калама пултарчĕ, паян обществăлла юхăмсем, автономисем çитĕнĕвĕсемпе мухтанма пултараççĕ.
«Паха тĕрĕ» пуçлăхĕ Марина Павлова предприяти çитес çул хăйĕн 95 çулхи юбилейне паллă тунине, 2009 çулта уçнă кĕпе-тум музейĕ çулран-çул пуянланса пынине пĕлтерчĕ. «Çыннине кура – кĕпи!» -тенĕ чăвашсем мĕн ĕлĕкрен. Сывă пултăр чăваш тумĕ!» - вĕçлерĕ хăна хăйĕн сăмахне.
Фестивале Аслă Нагаткинти РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Валентина Игнатьева (Тарават) ертсе пыракан «Шанăç» тата Димитровградри «Савăнăç» (пултарулăх ертӳçи – Ирина Иванюкова) ансамбльсем, Шупашкарти «Асамат» эстрада ушкăнĕ (ертӳçи – Леонид Антонов) тата Тутарстан Республикинчи Пăва районĕ-нчи «Уяв» фольклор ушкăнĕ (ертӳçи – Наталья Ракова), Анатолий Музыкантов ертсе пыракан «Сувар» ташă ансамблĕ,паллă эстрада юрăçисем Светлана Печниковапа Алена Арсентьева, тĕрлĕ конкурссен çĕнтерӳçисем, Ульяновскри 46-мĕш шкул вĕренекенĕ Мария Ямщикова, Çĕнĕ Улхаш шкул хĕрĕ Лидия Кузьмина илем кӳчĕç.
Уявра хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă модельер-художниксе м, илемлĕ пултарулăх ушкăнĕсен ертӳçисем, хăнасем пурте халăхăн тав сăмахне, хаклă парнесене, Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.
 
: 409, Хаçат: 43 (1444), Категори: Ăсталăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: