Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аслă вăрçă пĕтнĕренпе самаях вăхăт иртсе кайрĕ. Астăвăм вара чĕрĕ. Аслă Çĕнтерӳ çинчен хăрушă вăрçăпа çыхăннă историлле кĕнекесем, тĕрленчĕксемпе очерксем, палăксем, тĕлпулу каçĕ-сем, вилĕмсĕр паттăрсем аса илтерсе тăраççĕ. Уйрăм-и вĕсем, пĕрле-и, шăп тăраççĕ-и е кăшкăраççĕ-и – пире, çамрăксене, «Вăрçă», «Астăвăм», «Асăн», «Асту» сăмахсен пĕлтерĕшне чун-чĕрепе туйма пулăшаççĕ. «Яланах асра тыт» сăмах майлашăвĕ те çумрах. Вĕсем пире иртни çинчен шухăшлаттараççĕ.
Аслă вăрçă çинчен калаçтаракан хут палăк çак кунсенче Шупашкарти пĕр кĕнеке издательствинче пичетленсе тухрĕ. Унти тĕп сăнар чăн-чăн паттăр, Пушкăртстанри Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче çуралнă чăваш – Совет Союзĕн Геройĕ Н.С.Павлов. «Чĕре астăвăмĕ» кĕнекене Альбина Степанова журналист Николай Спиридонович çуралнăранпа 95 çул çитнĕ тĕле хатĕрленĕ.
Çак кунсенче Ульяновскри Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центрта (малтанхи Туслăх çуртĕнче) Аслă вăрçă Геройĕ çинчен çырнă историпе публицистика кăларăмĕн хăтлавĕ иртрĕ.
Унăн авторĕ паян Мускавра пурăнсан та Пушкăрт Республикинчен ырă та сăваплă ĕçе пурнăçласа таврăннă май хăй юратнă Чĕмпĕр хули витĕр тантăшĕсемпе савăнăçне пайламасăр иртсе каяйман.
Çавра сĕтел йĕри-тавра Ульяновск облаçĕнчи культура ĕçченĕсем, вĕрентекенсем, поэзипе проза ветеранĕсем, кĕнекене хаклакансем пухăннă. Мероприятие кĕнеке авторĕн шанчăклă юлташĕ Галина Никитина вĕрентӳçĕ ертсе пычĕ. Сăмахне калаçу ăсти пурне те ыр суннинчен пуçларĕ, пуплев çыпăçарах патăр тесе сĕтел хушшинчи хаклă хăнапа – Геройăн ывăлĕпе, çар тумне тăхăннă А.Н.Павловпа паллаштарчĕ. Анатолий Николаевич – Раççей çарĕн полковникĕ, вăл çемйипе Мускавра пурăнать.
- Альбина Степанова (Сенкер) Патăрьел районĕ-нчи Упамса ялĕнче çуралнă, Чăваш патшалăх университетĕнче журналиста вĕреннĕ хыççăн калемне Шăмăршă район хаçатĕнче çивĕчлетнĕ, 15 çул Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен «Канаш» хаçатĕнче ĕçлерĕ. Халĕ ак 10-мĕш çул Раççейĕн тĕп хулинче кун кунлать. Çĕнĕ вăйпа çыру ĕçне пикенсе иккĕмĕш кĕнекине кăларнă, малашнехи ĕмĕт-тĕллевĕ те пысăк унăн, - терĕ Галина Михайловна автора сăмах парса.
- Паянхи сĕтел хушшинче чĕремшĕн çывăх çынсене çеç курас килчĕ ман. Иртнĕ эрнере Пелепейре тата Слакпуçĕнче икĕ хăтлав ирттертĕмĕр. Инçе çул Чĕмпĕр енне выртсан тин Чĕмпĕрте те çакнашкал каç йĕркелеме май пуррине шухăшласа илтĕм. Икĕ кунта пĕлĕш-тантăша шăнкăравласа ĕлкĕрмеллеччĕ. Паян ав иккĕш-виççĕшĕ тĕрлĕ çирĕп сăлтавсене пула ерçеймен, хăшĕсене, каçарччăр мана, хам систерме астуман. Айăпĕ – вăхăт çитменнинче,-терĕ Альбина Александровна.
Çурт хуçи, Ульяновскри Нацисен культурисене çĕнетсе аталантаракан центр пуçлăхĕ Нурия Туркова, Аслă вăрçă Геройĕ çинчен çырнă кĕнекепе хавхалансах паллашнине, кунта паян пĕлтерĕшлĕ калаçу пулса иртнине палăртрĕ. Хăйне чăваш хастарĕпе Альбина Степановапа ĕçлеме тӳр килменни пирки те каларĕ директор. «Эсир ман умĕн Туслăх çуртне ертсе пынă Софья Орловапа килĕштерсе вăй хунине пĕлетĕп. Пĕрремĕш «Сарпикене» те эсир кунтах ертсе пынă, «Чăваш шăпчăкĕ» конкурс юрăçисене пуçласа сцена çине тухас умĕнхи пăшăрханăва кирлĕ маррине вĕрентнĕ, чăваш çыравçисемпе тĕлпулусем йĕркеленĕ, хăтлавсем ирттернĕ. Паян ав эпир патриотизм темипе калаçу тĕвĕлерĕмĕр – Аслă вăрçă паттăрĕ çинчен хисеплесе, тарăннăн тĕпчесе çырнă кĕнекене хăтлатпăр, авторне мухтатпăр», - терĕ Нурия Минзагитовна.
Ульяновск облаçĕнчи тутарсен «Ĕмĕт» хаçатăн тĕп редакторĕ Исхак Халимов автора çивĕч темăна хускатнăшăн тав турĕ, асăнмалăх кун кĕнеки парнелерĕ.
Хăтлава юрă-кĕвĕпе илемлетекенĕ Çĕнĕ хулари «Палнай» фольклор ансамблĕ пулчĕ. Шăп 25 çул каялла юпан 28-мĕшĕнче юрă ушкăнĕ йĕркеленнинче те Альбина Степанова «айăпĕ» пур иккен. 1992 çулта çак çуртрах, çак залтах, Анатолий Юманăн юбилейĕнче виçĕ хĕр (Нина Еграшкина, Галина Яковлева тата Альбина Степанова) сăвăç-çыравçа çепĕç юрăпа саламланă. Çакăн хыççăн «Çăлкуç» ятпа çӳреме калаçса килĕшнĕ. Кайран ятне улăштарнă. «Палнай» икĕ теçетке çурă çул хушшинче хамăр тăрăхри çеç мар, чăваш тĕнчинчи, Раççейри чи сумлă фольклор ансамблĕсенчен пĕри пулса тăчĕ. Юлташĕн пултарулăх ĕçĕнчи черетлĕ çитĕнĕвне вĕсем паян хавхалануллă кăмăл-туйăмпа пĕрле пайларĕç. Килнисене пурне те юбилее йыхравларĕç.
Чăвашсен паллă шурсухалĕсем, вун-вун кĕнеке авторĕсем, Анатолий Юманпа Серте Мишши сăвăçсем, хăй вăхăтĕнче «Канаш» редакцийĕнче пĕрле вăй хунă çивĕч калем ăстине халалласа сăвăсем çырса килнĕ.
«Канаш» хаçат журналисчĕсем нумай çул пĕр çулпа килĕштерсе утнă ĕçтешне ырлăх-сывлăх, телей сунчĕç.
- Вăрçă нумай нациллĕ совет çĕршывĕнчи кашни çемьене пырса тивнĕ. Ун çинчен калакан историсем ăруран ăрăва куçаççĕ. Анчах та çак хăрушă çулсем витĕр тухнă, тăнăçлăхшăн кĕрешнĕ çынсен шучĕ çулран-çул чакса пырать. Паянхи кĕнеке икĕ ăрăва çыхакан хăйнеевĕр паллă. Унта мирлĕ пурнăçшăн, пуласлăхшăн кĕрешнĕ, пĕр хăрамасăр вилĕме куçран пăхнă кĕрешӳçĕ тата ашшĕ ĕçне тăснă ачисемпе мăнукĕсем çинчен çырнă тĕрленчĕксем кĕнĕ, - терĕ хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Ларионов малашне те ăнăçусем сунса.
Елена Мустаевапа Валентина Ефимова тата Елена Алексеева патриотизм темипе çырнă ĕçсем паян уйрăмах пысăк хисепе тивĕçлине каларĕç.
РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, ЧР тата Раççей Писательсен союзĕн членĕ, прозăпа поэзи ăсти Валентина Тарават çулташне хăйĕн кĕнекисен пуххине парнеленĕ май яланах А.А.Степанова çырнă хайлавсем ăнăçлă пулса тухнине, очеркĕсемпе тĕрленчĕкĕсене юратса вуланине каларĕ.
Сцена умне тухса автора ыр сунакансем нумай пулчĕç. Хăтлавра юлташла çăмăл лару-тăру хуçаланнине кура сăмахĕсем те çăлкуç шывĕ евĕр шăнкăртатса юхрĕç. ЧР тава тивĕçлĕ артистки Зоя Рейтер Альбина Александровна Çĕнĕ Ульяновск хулинчи Культура çуртĕнче вăл тăрăхри чăвашсем валли уяв туса пама пулăшнине, ертӳçĕ пулнине аса илчĕ. Ульяновскри 55-мĕш вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литература вĕрентӳçи Светлана Марышева нумайранпа çакăн евĕр чуна хускатса яма пултаракан кĕнеке вулама тӳр килменнине, паян вара ĕмĕт пурнăçланнин каларĕ. Тантăшне пылак парнепе савăнтарчĕ.
Ульяновск патшалăх педагогика университечĕн преподавателĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Елена Нагорнова студентсене таврапĕлӳпе сăмахлăх тата литература вĕрентнĕ май уншăн ку кĕнекен пĕлтерĕшĕ виçесĕр пысăк пулнине палăртрĕ.
Чăваш хастарĕсен – Николай Мулендеевпа Дмитрий Кузьминăн тата Сергей Красновăн, Аслă Нагаткинтан килнĕ Александра Ледюковапа Галина Танкован, «Палнай» фольклор ансамблĕн хĕрĕсен сăмахĕсем вирлĕ пулчĕç. Вĕсем пурте тантăшĕн ĕçĕ мухтава тивĕçлине çирĕплетрĕç.
Герой ывăлĕ Анатолий Павлов Аслă вăрçа вĕсен (Пелепей) районĕнчен 21 пин ытла çын тухса кайнине, вĕсенчен 11-шĕ Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнине, çав хушăра унăн ашшĕ, Слакпуç чăвашĕ, пулнине каларĕ. Икĕ чăваш классикĕ çуралса çăлкуç шывĕпе вăй илнĕ ялта чаплă литература музейĕсем пуррине аса илчĕ хăна. Малашне шăнкăртатса юхакан çăлкуç çумĕнче, ашшĕ çурчĕ пулнă вырăнта, тата тепĕр музей комплексĕ çĕкленессине пĕлтерчĕ Анатолий Николаевич. Паян Павловсен пĕртăванĕсем çемйисемпе пурте Мускавра пурăнаççĕ иккен. Тăванĕсем тăван ялĕнче те нумай. Сумлă хăна чĕмпĕрсене савăнăçне пĕрле пайлама кăмăл туса хăтлава пухăннăшăн тав турĕ, хастар чăвашсене Мускава хăнана чĕнчĕ, Чĕмпĕрти чăваш юрă ушкăнĕсен концертне Мускавра йĕркелес ĕçре пулăшма шантарчĕ.
 
: 44, Хаçат: 43 (1444), Категори: презентаци

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: