Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ялсемпе хуласенче тĕрлĕрен йывăç лартса ӳстереççĕ. Ялти пахчасемпе хулари дачăсенче те кашни хăйне килĕ-шнĕ йывăçа лартать.
Тĕрлĕ йывăç сахал пулнă вăхăтра вĕрене те пахчасемпе пушă вырăнсене, çутçанталăка илем кӳме пултарнă. Анчах юлашки вăхăтра пахчасенче, дачăсенче тĕрлĕ улма-çырла йывăççисем тата тĕмĕсем лартаççĕ. Урамсемпе парксенче те хăйнеевĕрлĕ йывăçсем ешереççĕ. Улмуççи, абрикос, сырлан (облепиха), слива, чие йывăççисемпе тĕмсем хушшинче вĕрене кирлех-ш/
Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче Чăвашкассипе Çĕнĕ Улхаш ялĕсем хушшинче вăрман тăрăхĕ (лесополоса) йĕркелеме тытăнчĕç. Нумай вăрман тăрăхĕ хурăнран тăрать пулсан пирĕн енре ун пек тумарĕç -- вĕрене лартса тултарчĕç. Халĕ пушă вырăнсенче, çын çӳремен вырăнсенче – вуçех вĕрене тулнă. Вĕсем уйрăм çынсен пахчи çумĕ-сенчех ӳсеççĕ. Вĕрене вăрри ăçта вĕçсе ӳкет -- çавăнта шăтса тухать те мĕнпур усăллă вырăнсене хупласа хурать. Вăл çумкурăкран хăрушăрах пулса тăчĕ. Çумкурăка çумласа, лăскаса пăрахма пулать, вĕренене пĕтерме ытла хĕн. Вăл çулталăкра 1-2 метр çӳллĕшне ӳсет, тарăн тымар ярать. Унтан вара ăна кăкласа та пĕтерейместĕн. Кăçал кăкласа ывăтатăн – тепĕр çул çав вырăна каллех 1-2 метр çӳллĕш хунав тухса ларать. Вăл питĕ ĕрчевлĕ. 4-5 çул ӳснĕ йывăçа вара кăклама та çук – пăчкăпа е пуртăпа кассан кăна.
Чăвашкассипе Çĕнĕ Улхаш хушшинчи хирсенче маларах тырă туса илнĕ пулсан халĕ унта вĕрене чăтлăхĕ, вăрене вăрманĕ. Çитменнине, вăл кашни çул хăйĕн лаптăкне ӳстерсе пырать, çĕнĕ çĕрсене ярса илет, хупласа пырать. Уйрăм çынсем хирте тĕрлĕ культура лартса ӳстереççĕ, вĕрене вĕсене те пĕтерет.
Вĕрене мĕнпе усăллă, хуçалăхра унпа мĕнле усă курма пулать/ Сиенĕсĕр пуçне усси курăнсах каймасть. Вĕренепе строительствăра ниçта та усă курнине илтмен эпĕ. Кашта тума та çук унран – кукăр-макăр. Ытти çĕршывсенче вĕренепе çумкурăкпа кĕрешнĕ пек кĕрешеççĕ пулсан пирĕн ăна мĕншĕн лартса ӳстермелле/ Вăл мĕн чухлĕ нумай ашкăрса каять – кайран ăна пĕтерме çавăн чухлĕ нумай укçа-тенкĕ тăкакламалла пулать. Хальхи вăхăтра ку йывăç сиен тунисĕр пуçне уссине курма çук.
Экологи енчен пăхсан тĕрлĕ йывăçсем лартса ӳстерни аван пулĕ, анчах вĕрене йывăççи пирĕн тăрăхра кирлех-ши/
 
Чăнлă районĕ,
Чăвашкасси ялĕ.
 
: 332, Хаçат: 43 (1444), Категори: Таван тавралах

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: