Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ йĕркеленнĕренпе – 20 çул
 
20 çул хушшинче автономи тăрăшнипе Ульяновск облаçĕ-нче нумай чăваш халăх уявĕ чĕрĕлсе тăчĕ. Кашни çулах Акатуй, Çăварни, Кĕрсăри уявĕсем иртеççĕ. «Чăваш ачи, сассуна пар!», «Путене», «Сарпике», «Чăваш шăпчăкĕ», «Çăлтăркка» тата ытти конкурссем йĕркелеççĕ. УОЧНКА 20 çулхи паллă кунне
юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче «Губернаторский» Культура керменĕнче паллă турĕ.
 
истори
Шăп 20 çул каялла, 1997 çулхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче, облаçри чăвашсен иккĕмĕш отчетпа
суйлав конференцийĕ иртрĕ. Унти тĕп ыйту – Ульяновск облаçĕнче чăвашсен наципе культура автономине йĕркелесси пулчĕ.
Конференцие 250 делегат суйланă. Унăн ĕçне 228 делегат хутшăннă.
Пĕрремĕш ыйтупа – чăвашсен наципе культура
автономине туса хурасси – Петр Яковлевич Уфимкин, вăл вăхăтра Чăнлă районĕн пуçлăхĕн çумĕ, тухса калаçрĕ. Вăл облаçри чăвашсен И.Я.Яковлев ячĕллĕ культурăпа çутĕç обществин делегачĕсен тата чăвашсен «Еткер» ыркăмăллăх фончĕн ячĕсенчен (çак икĕ организаци автономин
учредителĕсем пулнă) Ульяновск облаçĕ-нче чăвашсен наципе культура автономине йĕркелеме сĕнчĕ.
Çак сĕнӳпе конференцие хутшăннă мĕнпур делегат – 228 çын – пĕр шухăшлă пулса сасăларĕ.
Иккĕмĕш ыйтупа делегатсем çĕнĕ организацин Уставне йышăнчĕç.
Виççĕмĕш ыйту автономин председательне
суйласси пулчĕ. Димитровградри делегат
Г.Д.Танищева сĕннĕ П.Я.Уфимкин кандидатуришĕн 202 çын сасăларĕ. Тăхăр çын сасăлама тăхтаса тăчĕ.
Çак конференцирех автономин ĕçтăвкомне суйларĕç, вăл 33 çынран тăчĕ.
Ревизи комиссине 3 çынран суйларĕç – А.П.Власов, В.Г.Вериялов, Г.Д.Танищева.
Общество организацийĕн тĕп тĕллевĕ – чăваш культурипе йăли-йĕркине сыхласа хăварасси, чăваш чĕлхине сарасси тесе палăртрĕç.
Уяв
Уяв керменĕн фойинче районсенчи автономисем
йĕркеленĕ куравсенчен тытăнчĕ. Çинкĕл, Чăнлă, Барăш, Майна, Вешкайма, Çĕнĕ Малăкла,
Мелекесс, Ульяновск районĕсем тата Çĕнĕ Ульяновск хули хатĕрлесе килнĕ чăваш культурин куравĕсем уйрăмах илемлĕ пулчĕç. Облаçри Кĕнеке керменĕ пухăннисене чăваш кĕнекисемпе паллаштарчĕ. Вешкаймăсемпе барăшсем
иккĕмĕш хутра чăвашсене юрă-ташăпа уява йыхравларĕç. Кунтах сăнӳкерчĕксен куравĕ ĕçлерĕ. Унта автономин 20 çул хушшинчи чи пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсен саманчĕсемпе паллашма май пулчĕ.
Сцена çинче савăнăçлă уява облаçри чăваш ансамблĕсем «Пире тăван кĕтсе тăрать» юрăпа пуçларĕç, Владимир Ионов ертсе пыракан ушкăн чăваш ташшине çаптарчĕ. Шупашкартан килсе çитнĕ Раççей халăх артисчĕ Юрий Васильев ертсе
пыракан Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕ хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕ.
Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономине паллă датăпа саламлама çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килсе çитрĕç – Чăваш,
Тутарстан тата Пушкăрт Республикисенчен, Ăремпур, Самар облаçĕсенчен, Мускавран.
Регионти чăвашсене уяв ячĕпе Сергей Морозов
кĕпĕрнаттăр, Саккунсем кăларакан Пуху председателĕ Анатолий Бакаев, Анастасий Митрополит, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Валерий Филимонов, ЧР культура министрĕн çумĕ Анатолий Тимофеев, облаçри искусствăпа культура политикин министерстви
ятĕнчен министр çумĕн ĕçне вăхăтлăха
пурнăçлакан Е.Е. Сидорова тата ыттисем саламларĕç.
- Пирĕн мухтанмалли нумай. Эпир Раççейре чи паллă регионсенчен пĕри, эпир – пултаруллă çынсен çĕршывĕ. Пирĕн область – экономика енĕпе чи хăвăрт аталанса пыракан, çĕршывшăн пĕлтерĕшлĕ регион. Çакăн пек хак эпир хамăра хамăр памастпăр, пире Раççей правительстви çапла хаклать. Эпĕ паян ирпе 3 сехетре кăна Мускавран вĕçсе килтĕм. Унта правительство çыннисемпе тĕл пулнă май паянхи чăваш автономийĕн юбилейĕ пирки те пĕлтертĕм. Эсир çакăнта пуçтарăннипе усă курса эпĕ вĕсен сунăмне сирĕн пата çитересшĕн. Вĕсем мана çавăн пек аслă халăха тав тума тата сирĕн умăрта пуç тайма ыйтрĕç. Эпĕ çакна пурнăçлатăп, - тесе Сергей Иванович халăх умĕнче пуç тайрĕ.
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр автономи валли ятарлă ылтăн пластина (плакетка) çине çырнă салам çырăвне вуласа пачĕ.
- Пирĕн область историйĕ чăваш халăх историйĕ
пе тачă çыхăннă. Халăх интересне çавăн пек вăйлă организаци хӳтĕлени питĕ савăнтарать. Пĕрле ĕçлесе эпир халăх йăли-йĕркипе чĕлхине сыхласа хăварас ĕçре çитĕнӳсем турăмăр. Эпĕ сире çамрăксене воспитани парассинчи, нацисем
хушшинчи мирпе килĕшĕве упрассинчи пысăк ĕçсемшĕн, регионти программăсене хастар хутшăннăшăн, регион влаçĕпе тачă çыхăнса
ĕçленĕшĕн чун-чĕререн тав тăватăп. Чăваш кил-çурчĕ – Наци ялĕнчи пĕрремĕш комплекс пулса тăчĕ. Малашне те эсир наци культурине сыхласа пуянлатассипе, облаçра килĕшӳпе мире çирĕплетессипе ĕçлессе шанатăп, - терĕ кĕпĕрнаттăр.
Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе
культура автономине нацисем хушшинчи туслăха çитĕплетессипе, нумай çул чăваш чĕлхипе культурине, йăла-йĕркесене сыхласа хăварассипе, аталантарассипе тухăçлă ĕçленĕшĕн Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕн Тав çырăвĕпе чысларĕ.
Общество ĕçĕнче хастар пулнăшăн, нумай çул халăхсен хушшинчи туслăха
çирĕплетессипе пысăк ĕçсем тунăшăн, ытти халăхсемпе килĕштерсе ĕçленĕшĕн УОЧНКА председательне, «Наш век» телекомпанин тĕп редакторне
Олег Мустаева Халăхсен Туслăхĕн медалĕпе наградăларĕ.
Çакăнпа вĕçленмерĕ-ха кĕпĕрнаттăрăн парни. Вăл Олег Николаевича
правительствăран купăс парнелерĕ.
- Парнине патăм-ха та – эс хăть купăс калама пĕлетĕн-и/ - интересленчĕ кĕпĕрнаттăр сасартăк. Олег Мустаев вара аптăраса тăмарĕ, çĕнĕ купăспа чăваш ташшин кĕввине шăрантарчĕ.
Кĕпĕрнаттăрăн Тав çырăвне çаплах УОЧНКА ĕçтăвкомĕн пайташĕсем Елена
Уресметова, Сергей Ярославский тивĕçрĕç.
Саккунсем кăларакан Пуху председателĕ
Анатолий Бакаев уява пухăннисене чăвашла сывлăх сунчĕ. Чăвашсем регионта
йышпа та, ĕçĕпе те пысăк вырăн
йышăннине, Чăваш Республикипе пирĕн область пĕрле ĕçлесси пирки шăпах 1997 çулта пĕрремĕш килĕшӳ тунине палăртрĕ. Чăваш автономине Саккунсем кăларакан Пуху çурчĕн кĕмĕл пластина çинчи ӳкерчĕкне парнелерĕ.
- Чăваш патшалăх гимнĕнче «Тăвансемпе
пĕрлешнĕ чух» (вырăсла «народ народу – друг и брат» тесе куçарнă) текен сăмахсем пур. Чăваш пур халăхпа та туслă пурăнать. Малашне те çапла пурăнасчĕ, - терĕ Анатолий Бакаев.
Саккунсем кăларакан Пухăвăн Тав çырăвĕпе Г.М. Мулянова, П.Я.Уфимкина чысларĕ.
Анастасий Митрополит уяв ячĕпе саламласа
чăваш халăхне çутта кăларассипе
ĕçлекен кашни çынна асра тытма сунчĕ. Олег Мустаева Çăлакан Турăш парнелесе ăна тата чăваш халăхне Турă пур ĕçре те пулăшса пытăр терĕ. «Кампа Турă пĕрле – ăна тăшман хăрушă мар», - вĕçлерĕ сăмахне.
Валерий Филимонов Чăваш Республикин
элтеперĕнчен, республикăри кашни чăвашран салам илсе килчĕ, Михаил Игнатьевăн салам çырăвне вуласа пачĕ.
- Ыран Чăваш наци конгресĕ йĕркеленнĕренпе 25 çул çитет. Чăваш Ене тĕнчери мĕнпур кĕтесрен ентешсем
пухăнаççĕ. Çавăнпа Михаил Васильевич
паян уява килеймерĕ. Анчах пысăк салам каласа ячĕ, - терĕ. Çав вăхăтрах Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен
автономийĕ – Чăваш Ен тулашĕнче йĕркеленнĕ чи пĕрремĕш организаци пулнине каларĕ.
ЧР Патшалăх Канашĕн Тав çырăвĕпе алла çыхмалли сехет УОЧНКА ĕçтăвком
пайташĕсене – И.В.Гаврилована, Е.В. Махоркина, Е.Ф.Сяпукова – парса чысларĕ.
ЧР культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министерствин Тав çырăвне Е.Н. Лянкина, А.А. Мордовкин тивĕçрĕç.
Чăваш наци конгресĕн Хисеп хучĕ-пе «Палнай» юрă ушкăнне, «Наш век» телекомпание тата А.В. Сайдяшева палăртрĕç.
Автономин юбилейĕпе ентешсене ЧНКан Самар облаçĕнчи тулли яваплăхлă
çынни Николай Сидоров генерал-майор, чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай, Тутарстанри чăвашсен наципе культура автономи председателĕн çумĕ Валерий Казаков саламларĕç, хаклă парнесемпе чысларĕç.
Облаçри чăвашсене уяв ячĕпе саламласа
РФ Патшалăх Думин депутачĕ
сем Олег Николаевпа Анатолий Аксаков правительство телеграммине янă. Çаплах облаçри Кĕнеке керменĕ, архив, шалти ĕçсен министерстви, Чăнлă район администрацийĕ салам çырăвĕсем янă.
Мероприяти концерт программипе тата хăнасем Наци ялĕнчи чăваш кил-çурчĕпе паллашнипе вĕçленчĕ.
 
: 188, Хаçат: 44 (1445), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: