Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Шупашкарти Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче октябрь уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕ 25 çул тултарнă ятпа унăн10-мĕш съезчĕ (аслă пуху) иртрĕ. Унта 285 делегат (пурĕ 320 суйланă пулнă) тата 160 чĕннĕ хăна хутшăнчĕ. Ульяновскран унта УОЧНКА председателĕ О.Н.Мустаев ертсе пыракан делегаци тата чĕннĕ хăнасем пулчĕç.
Йăлана пурнăçласа малтан сцена çинчен Морис Яклашкин ертсе пыракан пысăк капелла ушкăнĕ чăваш халăх гимнне – «Алран кайми аки-сухи» – юрларĕ. Унтан пуху ятĕнчен виçĕ çынран тăракан ушкăна И.Я.Яковлев палăкĕ патне кайса чĕрĕ чечексем хума ыйтрĕç.
Пуху сумне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев килни те ӳстерчĕ. Михаил Васильевич республикăра спутник телевиденийĕ туса хунине пысăк çитĕнӳ тесе хакларĕ. Халĕ чăваш сасси эфирта пĕтĕм çĕршывĕпех янăрать. Пуçлăх кашни çынна чунпа чăваш пулмалла тесе ыйтрĕ.
Çаплах вăл тĕрлĕ наградăсем, парнесем пачĕ. Сăмахран, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ» ятне чăваш тĕнчи аван пĕлекен Валерий Клементьев тата Елена Османова тивĕçрĕç. Аслă Нагаткинта ĕçлесе пурăнакан Валентина Таравата вара вăл чăвашлăха аталантăрас ĕçре нумай çул тăрăшса пысăк тӳпе хывнăшăн Чăваш Республики Пуçлăхĕн Тав хутне тата ятарлă парне – алла çыхмалли сехет – пачĕ.
Çаплах пухăннисене ЧР Патшалăх Канашĕн пуçлăхĕ В.Н.Филимонов, Раççейри халăхсен Ассамблейи канашĕн пуçлăхĕ С.К.Смирнова (удмурт хĕрарăмĕ), РФ Патшалăх Думин депутачĕ Л.И.Черкесов тата ыттисем саламларĕç.
ЧНК президенчĕ Н.Ф.Угаслов хăйĕн доклачĕн пуçламăшĕнче тĕрлĕ регионта чăваш наци юхăмĕнче тăрăшса ĕçленĕ, анчах çак пуху тĕлне çĕре кĕнĕ хастар чăвашсене пĕр минут шăп тăрса асăнма ыйтрĕ. Асăннă çынсен
шутĕнче Ульяновскри И.Я.Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществине йĕркелекен И.С.Кирюшкин та пурччĕ.
Николай Федорович туса ирттернĕ ĕçсене каласа пачĕ, çаплах çитменлĕ-хсем тата тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ.
-Халĕ Раççейри тĕрлĕ регионти ял-хулара чăваш культурине аталантарас енĕпе100 яхăн обществăлла организаци
ĕçлет, ют çĕршывсенче –тата улттă. ЧНК сайчĕ пурри вĕсемпе çыхăнса ĕçлеме çăмăллăх туса парать. «Чăваш тĕнчи» хаçат та регионсене хыпарсем сарма пулăшать. Çапах та чăвашлăха чи малтан ялта аталантармалла. Çынсем
ялсенчен кайса ан пĕтчĕр тесен унта çĕнĕ предприятисем уçмалла, çынсене çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тупса памалла, шкулсем, культура çурчĕсем хăпартмалла, «Таса шыв» программăна çине тăрсах пурнăçа кĕртмелле. Республикăра хăмла ĕрчетессине çĕнĕрен чĕртсе ямалла. ЧНК тĕп тĕллевĕ – хамăр халăха сыхласа хăварасси, чăваш чĕлхине аталантарасси. Эпир ку енĕпе çине тăрсах ĕçлетпĕр, анчах пурнăçа кĕртмелли тĕллевсем питĕ нумай-ха. Чи малтан ачана тăван чĕлхене ашшĕ-амăшĕ çемьере вĕрентмелле, унтан çак ĕçе садикра тата шкулта тăсмалла,-терĕ вăл.
Шупашкарта конгресс шкулсем хушшинче конкурс ирттернĕ, чăваш
чĕлхине тăрăшса аталантаракан шкулсене укçа парса хавхалантарнă. Пĕрремĕш вырăна тухнă 10-мĕш шкула 50 пин тенкĕ укçа парса чысланă. ЧНК йĕркеленипе тĕрлĕ регионти чăвашсем пĕрле пуçтарăнса пĕлтĕр Крымра, кăçал Байкал кӳлли хĕрринче Акатуйра савăннă. Чăвашлăха аталантарма чаракан çитменлĕхсен шутне Угаслов çаксене кĕртрĕ: Чăваш Республикинчи шкулсенче чăваш чĕлхине эрнере пĕр урок кăна вĕрентни, Чăваш наци телевиденийĕнче ачасем валли чăвашла кăларăмсем çукки, чăвашсем çинчен каласа паракан документлă фильмсем çукки...
Тухса калаçакансем çаплах чăвашлăха аталантаракан обществăлла оганизацисем çук регионсенчен те малашне ЧНК съездне çынсене чĕнмелле тесе палăртрĕç Крым чăвашĕ А.В.Яковлев çурутрав çинче 2014 çулта наци культурин автономине йĕркелесе янине, виçĕ хулара – Керчь, Симферополь, Ялта – чăваш обществисем пуррине каларĕ.
В.В.Тимофеева (Иркутск) кăçал хăйсем патне Шупашкартан тата ытти регионтан пуçтарăнса пысăк делегаци пынăшăн, пысăк Акатуй ирттернĕшĕн савăннине пытармарĕ. Çакăн хыççăн чăваш ачисем хăйсен нацине пытарманнине
пĕлтерчĕ. Тӳре-шара та халь инçетри чăвашсем çине урăхла пăхать иккен, укçа-тенкĕ илĕр те малалла ĕçлĕр тет. Халĕ Иркутск облаçĕнче икĕ шкулта чăваш чĕлхине факультатив майĕпе вĕренеççĕ.
Л.П.Кураков академик ноябрĕн 2-мĕшĕнче Шупашкарта Туслăх çурчĕ уçăлассине пĕлтерчĕ. В.П.Станьял таврапĕлӳçĕ тата педагог вара 1990-мĕш çулсенче чăваш наци юхăмне чĕртсе янă чухнехи йывăрлăхсене аса илчĕ, паян Чăваш Республикин Конституцийĕ
нче «патшалăх» сăмах çуккипе пăшăрханнине пĕлтерчĕ. Тăван чĕлхене вĕрентес ыйтупа ЧНК съезчĕ ятĕнчен Раççей Президенчĕ патне тата ытти çĕре çыру çырма ыйтрĕ.
-Ăмăрткайăксем шăна тытмаççĕ. ЧНК та вак-тĕвек ыйтусемпе аппаланса вăхăтне
тата вăйне сая ямалла мар, унăн стратегийĕ пулмалла, вăл патшалăх шайĕнчи пысăк ыйтусемпе ĕçлемелле. Хура халăх шухăшне пысăк пуçлăхсем патне çитермеллех. Кашни регион, кашни район хăйĕн энциклопедине кăлармалла.
Çакă пире пĕр-пĕрин çинчен пĕлме пулăшать, пĕрлештерет,- терĕ Виталий Петрович.
Елена Енькка педагог вара хăйĕн тишкерӳллĕ сăмахĕпе пурин куçне те уçрĕ, çуккине пур тесе мухтанса лармалла мар, тĕрĕссине каламалла, тĕллевсене уççăн палăртмалла терĕ. Ун сăмахне пĕтĕмлетсен çакă паллă пулчĕ: 1991 çулта чăваш ачисем валли букварь 31 пин экземпляр кăларнă пулсан – 2015 çулта 3 пин çеç. Учебниксем, кĕнекесем кăларассине илсен те çухатусем пысăк.
УОЧНКА председателĕ О.Н.Мустаев хăйĕн сăмахĕнче И.Я.Яковлев Халалне тĕпе хурса ĕçлетпĕр терĕ, чăвашлăха аталантарма виçĕ грант выляса илнине каларĕ.
Вăл: «С.И.Морозов кĕпĕрнаттăр наци политикине тĕрĕс илсе пырать. Пире халĕ пĕрлешсе ĕçлесе чăвашлăха аталантарма никам та чармасть, пурте хамăртан килет. Облаçри чăвашсем валли паян «Канаш» хаçат тата «Еткер» телекăларăм тухса тăраççĕ»,- терĕ.
Тухса калаçакансен пĕтĕмĕшле сăмахĕ пĕр япала йĕри-тавра çаврăнчĕ:
ачасене пĕчĕклех тăван чĕлхене вĕрентмелле! Ырă тĕслĕх пур, тутарсем çапла тăваççĕ те! Вĕсем хăйсен тăван чĕлхине питĕ хисеплеççĕ. Пирĕн те çак çулпах утмалла. Ачасене чăваш чĕлхипе интереслентерес тесен компьютерсене,
телефонсене чăвашла программăсем кĕртмелле. В.Н.Пушкин ăсчах каланă тăрăх, пирĕн тӳресенчен чăваш чĕлхине вĕрентĕр-ха тесе йăлăнмалла мар, вĕрентĕр тесе хушмалла! Ачасем çакна ăса хывмалла: чăваш чĕлхи ĕнерхи чĕлхе мар, хальхи чĕлхе!
Юлашкинчен делегатсем çĕнĕ срока ЧНК президенчĕ пулма Николай
Угаслова хăйнех суйларĕç. Пуху хыççăнхи канашлура вара ун çумĕсене палăртнă. Пĕрремĕш вице-президент пулса Валерий Клементьев юлнă. Вице-президентсем вара çĕннисем – Тимĕр Тяпкин, Олег Мустаев, Николай Ухтияров.
 
Шупашкар.
 
: 240, Хаçат: 44 (1445), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: