Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Шăматкун Заволжски районĕнчи Культура центрĕнче (64-мĕш шкул) Кĕр сăри уявĕ иртрĕ. Ун умĕн УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев шкулăн пысăк залĕнче çак районта пурăнакан хастарсене пуçтарчĕ. Тĕп ыйту – раштавăн 10-мĕшĕнче УОЧНКАн черетлĕ отчётпа суйлав конференцине ирттересси.
 
Владимир Ильич малтан пухăннисене автономи ĕçĕ-хĕлĕпе, умри тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Унтан делегатсене суйлама сĕнчĕ. Заволжски районĕнче 15 пин ытла чăваш пурăннине шута илсе 15 делегат суйларĕç (1 пинрен пĕр делегат).
Унтан хăнасем Кĕр сăри иртекен пӳлĕме кĕчĕç. Уява хатĕрлекенсем («Палнай» юрă ушкăнĕ, ертӳçи В. Сымова) хуплу, кукăль-пӳремеч таврашĕ пĕçерсе кĕтсе тăчĕç. Аслă Нагаткинра тин кăна чăмăртаннă «Уй сас» фольклор ушкăнĕ (ертӳçи Александра Синдюкова) пыллă сăра вĕретсе, тĕрлĕ çимĕç пĕçерсе килнĕ. Ытти хăнасен аллинче те кучченеç кушелĕсемччĕ. Уява сăраран пуçларĕç. Владимир Ильич пурне те кĕр мăнтăрĕ ячĕпе саламласа телей, ырлăх, сывлăх сунчĕ.
Палнайсемпе уйсассем кĕреке юррисемпе савăнтарчĕç. «Уйсас» пирки уйрăм калас килет. Вĕсен репертуарĕнче йăлтах манăçа тухма тытăннă авалхи юрăсем. Чăваш тумĕллĕ хĕрарăмсем Кĕр сăри юррине тăсса ярсан атте-анне кĕрекере савăнни аса килчĕ. Юрласа, ташласа савăннă хăнасем сывпуллашнă май Кĕр сăри уявĕшĕн чĕререн тав турĕç.
 
Ульяновск хули.
 
: 1026, Хаçат: 46 (1138), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: