Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Юпан 29-мĕшĕнче Аслă Нагаткинти Культура çуртĕнче пысăк та пĕлтерĕ-шлĕ тĕлпулу иртрĕ. Ăна Чăнлă районĕн хисеплĕ çынни, Чĕмпĕр тăрăхĕн мулĕ, чăннипех те чăваш халăх поэчĕ ятне илме тивĕçлĕ шурсухалăмăр, 60 ытла кĕнеке авторĕ А.Ф.Ермилов 85 çул тултарнине халалланă.
Хăтлă зала юбиляра чыслама шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине илсе пыракансем, вĕрентӳçĕсем, ачасем, çыравçăсем, таврапĕлӳçĕ-сем, юлташĕсем, хăнасем пухăннăччĕ. Фойере ăсталанă куравсем авторăн кĕнекисемпе тата тĕрлĕ хаçат-журналта кун çути курнă хайлавĕ-семпе паллаштарчĕç.
«Сире пурне те пирĕн пултаруллă та хисеплĕ ентешĕмĕр, паллă çыравçă-сăвăç, куçаруçă – Анатолий Юман юбилей каçĕнче курма хавас», - пуçларĕ сăмахне уяв ертӳçи Анатолий Федоровича сцена çине улăхма ыйтса.
Халăх умне «Шанăç» ансамбль (Аслă Нагаткин) юрăçисем тухрĕç. Салам юррине вĕсем юбиляра халалларĕç. Чăвашкассинчи «Шуçăм» халăх хорĕ ентешĕ Анатолий Ермилов-Юман сăввипе кĕвĕленĕ юрра шăрантарчĕ. «Чăвашкасси» юрă паян – ял гимнĕ.
Сăмах – Чăнлă район пуçлăхне Ханяфи Рамазанова.
«Анатолий Юман сăввисемпе поэмисем, сонечĕсемпе публицистика хайлавĕсем чи малтан çамрăксене ăс панă çĕрте пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсенче еплерех пысăк мул, ăс-хакăл пурлăхĕ пытарăннă!
Анатолий Федорович, Эсир пирĕн районта пурăнни хăй вăл – телей! Лăпкă, сăпайлă, çивĕч ăслă, пур енĕпе те тĕслĕхлĕ çын. Пирĕн çуртсем юнашарах. Пĕррехинче арăм калать: «Тем çĕрĕпех паян Юман тете çуртĕнче çутă çунать. Кайса пăхмалла
мар-ши/ Чирлемен-ши/»- «Çырать Юман! Юман çырать, çĕнĕ хайлав шăрçалать», - тетĕп. Вăхăт нумай та иртмерĕ – культура пайĕнче вăй хуракансем савăнăçне пайларĕç: Анатолий Федоровичăн çĕнĕ кĕнеки пичетленнĕ терĕç. Тата нумай хайлав çырса пире, çамрăксене савăнтармалла пултăр. Çĕр çултан иртиччен сывлăхпа, телейпе пурăнăр, - терĕ Ханяфи Валиевич юбиляра илемлĕ чечек çыххи, парнесем парса. Вăлах УОЧНКА юбилей ячĕпе хатĕрленĕ Тав çырăвне вуласа пачĕ.
Çыравçă сăнӳкерчĕкĕсенчен ӳкернĕ илемлĕ кинофильм А.Ф. Ермилов пурнăçĕпе тата пултарулăхĕ пе паллаштарчĕ. Ашшĕнчен питĕ çамрăкла тăлăха юлса амăшĕпе çеç ӳснĕскере ачаран нумай синкер тӳсме тивнĕ* вĕреннĕ, ырă таса кăмăлпа ĕçленĕ, калемĕпе çынсене савăнăç парнелеме тăрăшнă* чăваш халăх поэчĕсемпе Ухсай Яккăвĕпе тата Петĕр Хусанкайпа çыхăну тытнă, ытти сăвăç-çыравçăсемпе канашланă, чăваш тата вырăс журналĕсенче пичетленнĕ. Паян та литература анинче тăрăшать вăл, кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларать.
Ирçел вăтам шкул ачисем юбиляр сăввисене пăхмасăр вĕреннĕ – хавхалансах чăваш чĕлхипе тăван çĕршыв, чăваш сăмахĕ çинчен çырнă хайлавĕ
сене вуларĕç. Вĕсен учителĕ, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Сайгушева та сăвăç пирки нумай ăшă сăмах каларĕ.
- Те хĕрĕр пек Надежда ятлă пулнипе те-и – мана Эсир яланах ыттисенчен раснарах тимлĕх уйăрнине сисетĕп эп. Шкула тĕлпулусене йыхравласан та шав пыма тăрăшатăр. Мана çепĕççĕн Натюш тесе чĕнетĕр. Кашни çĕнĕ кĕнекĕре асăнмалăх парнелесе пыни те шурсухал çамрăксене хакланине тата ыр суннине калать. Çирĕп сывлăхлă пулăр, Юман тете! Нихăçан та ан чирлĕр, ан ватăлăр, - терĕ Надежда Михайловна.
Анатолий Юман сăввипе хайланă «Юрату», унтан «Мăшăрăма» юрăсене Аслă Нагаткинти Культура çурчĕн артисчĕсем Нина Баутинапа Нина Трукова юрларĕç. Купăс калаканĕ – Николай Косырев.
«Канаш» хаçатăн пĕрремĕш тĕп редакторĕ Валериан Ромашкин Анатолий Юмана ашшĕ вырăнне хурса чун-чĕререн хисепленине каларĕ. «Канаш» хаçат тилхепине Эсир никама та мар, мана шанса пама йышăннă. Куншăн халĕ те тав тăватăп. Хаçатра куçа-куçăн вăй хунă çулсем асăмрах. Ку вăл сирĕн аталану çул-йĕрĕнчи чи тухăçлă тапхăрсенчен пĕри пулни пирки иккĕленместĕп. Вăй патăр Сире малашне те автобиографилле очерксемпе повеçсем, сăвă-поэма çырма. Сывă пулăр», - вĕçлерĕ сăмахне Валериан Федорович.
Облаçри пĕртен-пĕр чăваш хаçачĕн обществăлла корреспонденчĕсем, пултаруллă Василий Селендеевпа Петр Рахманов, ентешне ырă кăмăл, ăнтăлу, çирĕп сывлăх сунчĕç. Анат Тимĕрçенте çуралнă Николай Кондрашкин скульптор хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ.
Чăнлă районĕнчи вăрçăпа ĕç ветеранĕсен канашĕн ертӳçи Петр Уфимкин Анатолий Федоровича ăшшăн саламланă май вырăнти муниципаллă пĕрлĕхре уйрăмах пултарулăх анинче тăрăшакансене – сăвăç-çыравçăсем те çав шута кĕреççĕ – хавхалантарнине каларĕ. Шупашкара е Ульяновска çитсе килме шурсухала машина пани те, кĕнеке кăларма укçа уйăрни те пĕрре мар пулнă.
СССР Журналистсен тата Писательсен союзĕсен членĕ, Чăнлă районĕн Хисеплĕ çынни Александр Богатов юлташне халалласа сăвă çырнă. Ятарласа хатĕрленĕ асăнмалăх сăнӳкерчĕк те Юмана килĕшни куçкĕретех. Унта – мухтавлă чăваш поэчĕ Ульяновск облаçĕнчи çыравçăсен пĕрлешĕвĕнчи сумлă çыравçăсем (Николай Марянин, Ольга Шейпак, Елена Кувшинникова...) хушшинче. Анатолий Юман çинчен çырнă кĕнеке авторĕ Валентина Ефимова тата «Канаш» хаçат корреспонденчĕ Елена Алексеева юбиляра ĕçтешĕсен ятĕнчен тата «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн членĕсен ятĕнчен хĕрӳ салам илсе килнĕ.
Йышлă тăванĕсен ятĕнчен Анатолий Федоровича иккĕмĕш сыпăкри шăллĕ Геннадий Ермилов тата Раиса Костинапа Татьяна Ермилова саламларĕç. «Эпĕ ачаранпах санпа мăнаçланатăп, мухтанатăп. Сан патне çывăхрах пулас тесе тăтăш сăввусене пăхмасăр вĕренме тăрăшаттăм. Сана сывлăх, телей, канăçлăх сунатпăр, нумай çул пурăн пире савăнтарса», - терĕ Геннадий Петрович.
Паллă сăвăçа çуралнă кунпа саламлама районти чăваш ялĕсенчи çак юрă-ташă ушкăнĕсем килсе çитнĕччĕ: «Нарспи» (Çĕнĕ Улхаш), «Шуçăм» (Чăвашкасси),
«Янра, юрă» (Кивĕ Улхаш), «Çăлкуç» (Пухтел), «Шанăç», «Уйсас», «Отрада» (Аслă Нагаткин).
Уяв вĕçленсен Чăнлă районĕнчи вулавăшсен тытăмĕн пуçлăхĕ, уяв йĕркелӳçисенчен пĕри Анфиса Клопкова пурне те – юбилярпа юлташĕ-сене – чей ĕçме йыхăрчĕ.
 
: 263, Хаçат: 44 (1445), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: