Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кузьма Васильевич Репин – Чĕмпĕр çĕрĕ çинче 1897 çулхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче çуралнă.
Унăн тăван ялĕ – хальхи Чăнлă районне кĕрекен Каша. Ялти шкула аван пĕтерсе тухнă
хыççăн пултаруллă ачана чăваш тата вырăс чĕлхине вĕрентнĕ А.Г.Григорьева Чĕмпĕр чăваш шкулне пĕлӳ пухмашкăн кайма сĕннĕ.
Кун çинчен эпир Владимир Репин
çырса хăварнă «Асаилӳсем, шухăшсем...» кĕнекерен (2002, Ульяновск) пĕлме пултаратпăр. Вăл педагогика ветеранĕ, çĕнĕ саманара Чĕмпĕр чăвашĕсен наци юхăмне пуçарса яракансенчен
пĕри, И.Я.Яковлев ячĕллĕ обществăн хастарĕ, «Канаш» хаçатăн çывăх тусĕ пулнă. Владимир Матвеевич пултаруллă, анчах халăхра сахал пĕлекен çын çинчен паха материалсем
тупса килес ăрусем валли çырса хăварни халĕ тем пекех хаклă.
Кузьма Репин патнех таврăнар. 15 çулхи ача 1912 çулта Чĕмпĕр чăваш шкулне вĕренме кĕрет. Унта вăл 8 çул ăс пуçтарать: икĕ çул – хатĕрлекен класра, ун хыççăн – 1-3-мĕш классенче.
Кашни класра икшер çул вĕренмелле пулнă.
1914 çулта хатĕрлекен класс пĕтерсен вăл сăвă çырма пуçлать. 1917 çулхи раштав уйăхĕнче Хусанта тухса тăракан
«Хыпар» хаçатра К.В.Репин çырнă «Чăваш чĕлхи çинчен» статья пичетленсе тухать. 1918 çулта çак статьяна Хусан университечĕн типографийĕнче чăваш шкулĕнче вĕренекенсем валли уйрăм кĕнеке туса кăларнă.
1918 çулхи апрелĕн 13-мĕшĕнче вара Чĕмпĕрте «Çĕнĕ пурнăç» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухать. Кузьма Репин ун валли ятарласа «Çĕнĕ пурнăç» ятлă сăвă çырать:
Хăрушă, йывăр сăнчăрсем
Нумайчченех хĕссе тăчĕç.
Чунсăр патша тӳрисем
Халăх юнне ĕçетчĕç.
Вăхăт çитрĕ – вăранчĕ
Çилленсе çитнĕ халăх.
Хăйсен хăрушă вăйĕпе
Сирсе ячĕ мăшкăла.
Ал-урисем çăмăлланчĕç,
Ирĕккĕнех туйăнать.
Ĕмĕрхи хурлăх пĕтнĕшĕн
Савăнса, хĕпĕртесе
Сикет пирĕн чĕресем.
Хальхи йывăр саманасем
Пăлхаварлă, тăнăçсăр.
Анчах пит кансĕр тесе
Кулянас мар, тăвансем.
Иртсе кайĕ çил-тăвăл,
Çутçантăлăк усалĕ.
Йывăр кунсен хыçĕнчен
Телейлĕ кунсем килĕç.
Çакă хĕрӳ вăхăта
Ирттерес марччĕ ахаль.
Хавасланса, пикенсе
Тытăнасчĕ ĕçлеме.
Хамăр тĕттĕм халăха
Кăларасчĕ çутталла.
Çĕнĕ пурнăç çулĕ çине
Çавăтса тухасчĕ ăна.
Пирĕн чăваш ăшĕнчи
Ĕмĕтсем ан татăлччăр.
Çак чĕрери сăмахсем
Вырăна килсе пыччăр.
1918 çулхи июль уйăхĕн 22-мĕшĕнче шуррисем Чĕмпĕр хулине илсен ку хаçат тухма чарăнать.
Сентябрĕн 12-мĕшĕнче шуррисене Чĕмпĕртен хăваласа кăлараççĕ, анчах вĕсем кайнă чухне хăйсемпе пĕрле ирĕксĕ-рлесе çамрăксене илеççĕ. Вĕсем хушшинче Кузьма Репин та пулнă. Анчах вăл шуррисен çарне лекес мар тесе пуйăсран сиксе юлать, урине амантать, госпитале çакланать. Сывалсан тăван ялне таврăнать. Çапах та вăл унта нумай пурăнаймасть,
Аслă Чемен ялне шкула вĕрентме каять.
1920 çулта Кузьма Васильевич Чĕмпĕрти çутĕç институтне вĕренме кĕрет, обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать, чăвашсене
çутта кăларассишĕн чунне парса ĕçлет. 1918 çулхи ака уйăхĕнче тухнă «Çĕнĕ пурнăç
» хаçатăн 3, 4, 8-мĕш номерĕ-сенче вăл Константин Васильевич
Иванова асăнса «Пĕртен-пĕр çыннăмăр» ятлă статья пичетлесе
кăларать. Поэт çинчен вăл çапла калать:
«Хăш-хăш чечек сарăлса çитмесĕ
рех илеме кĕрсе çитичченех
е çын таптанипе, е хăрушă çанталăка пула хуçăлать, хăрса типет. Константин Васильевич та çавăн пекех вăхăтсăр вилĕ-мпе çĕре кĕчĕ.
Çак мĕнпур çырнисенчен К.Ивановăн чи малти «Нарспи» поэма. Мĕншĕн çак «Нарспи» пирĕн чăвашăн кăмăлне каять-ши, ĕмĕр манăçмасть-ши/ Мĕншĕн тесен çак тĕлĕнмелле поэмăра пĕтĕм чăваш пурнăçĕ куçкĕскире курăнса тăнă пек курăнать. Чăваш туйĕ çинчен кам çапла маттур, çаврăнăçлă чĕлхепе çăмăл та вăйлă каласа пама пултарнă/ Пĕр Константин
Васильевич анчах çырса хăварнă».
1921 çулта К.Репин студента Чăваш бюро инструкторне çирĕплетеççĕ, çав çулхи сентябрĕн 22-мĕшĕнче кĕпĕрнери нацменсен
совечĕ вара патшалăх издательствинче чăвашсен представителĕ пулма йышăнать. Ун чухне Чĕмпĕр кĕпĕрнинче 242 чăваш шкулĕ пулнă, Константин Кузьмич вĕсен ĕçне тĕрĕслесе, пулăшу парса тăнă.
Çаплах ку çын лайăх ӳкерӳçĕ, кĕвĕçĕ пулнă, сцена çинче лартакан
спектакльсенче вылянă. Ун çинчен паллă композитор -- С.М.Максимов çапла каланă: «Çакăн пек илемлĕ лирика баритонне
эпĕ чăвашсем хушшинче халиччен курман».
1923 çулхи çуркунне К.В.Репинăн сывлăхĕ япăхланса
çитет, вăл ура чирĕпе тата туберкулезпа нушаланнă. Çак çулла вара вăл институтран вĕренсе тухаймасăрах вилсе каять. Ăна Ульяновск масарне пытараççĕ. Хурлăхлă митингра Н.И.Ашмарин профессор сăмах калать. Вăл унăн халăха çутта кăларас ĕçĕнчи çитĕнĕвĕсем пирки калаçать.
25 çултах пурнăçран уйрăлса кайнă чăваша педсовет ĕмĕрлĕ-хех институт пĕтерсе тухнисен шутне кĕртсе хăварать.
 
: 36, Хаçат: 44 (1445), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: