Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Халăх юрри çырулăх йĕркеленичченех çуралнăĕ Хресчен суха сухаланăĔ пахчине çимĕç акнăĔ кил картинче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ – çав хушăра мĕн-тĕр ĕнерленĕĕ Юрă ĕçре вăй-хал хушнинеĔ хавхалантарнинеĔ уявра савăнăç кӳнине пурте чухланăĕ Урăхла пулма та пултарайманĕ
Чăваш халăхĕн çӳпçинче нумай тĕрлĕ юрăĕ ИсториĔ салтакĔ туйĔ çемьеĔ ĕçкĕĔ юратуĔ сăпкаĔ тĕрлĕ уявра шăрантараканнисем те – темĕн чухлех! Вĕсем тăван халăхăмăрăн йăли-йĕркиĔ ĕçĕ-пуçĕĔ уявĕсем пекех пуян та тĕрлĕ енлĕĕ
25 çул каялла Çĕнĕ хулара «Палнай» фольклор ушкăнĕ йĕркеленсен халăх юрринеĔ чăваш халăх сăмахлăхне юратакан чăвашсенчен чылайăшĕ ассăн сывласа ячĕ – тинех мехел çитрĕ! Чăваш тумне тăхăннăĔ уçă сасăллă хĕрсемпе каччăсем кашни чăваш уявĕн илемĕ пулса тăчĕçĕ
Хăйĕн чĕрĕк ĕмĕрхи уявне паллă турĕç çак кунсенче «Палнай» ансамбль юрăçисемĔ кĕрекене чи çывăх юлташĕсемпе тăванĕсенеĔ пулăшаканĕ-сенеĔ шанчăклă итлекенĕсене пухрĕçĕ Уява вĕсем чи илемлĕ юрăсенчен пĕринпе уçрĕçĕ
Ансамбль солистки Нина Еграшкина хăйсем юратса та хакласа çӳрекен коллектив историйĕ-пе паллаштарчĕĕ Тĕрлĕ çулсенче «Палная» ертсе пынă хастарсенеĔ музыкçăсенеĔ ушкăнăн аталану çул-йĕрĕнчи чи паллă саманчĕсене аса илчĕĕ
УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев салам сăмахне «Палнай» ушкăн хăйĕн куçĕ умĕнче йĕркеленсеĔ ăсталăх тĕлĕшĕнчен ӳссеĔ аталанса пынине палăртрĕĔ автономин Хисеп хутне тата хаклă парне пачĕĕ
«Канаш» хаçат пикисем пултарулăх ĕçĕнче ăнăçуĔ хавхалану сунчĕçĕ Салам хутне хаçатăн яваплă секретарĕ Валентина Ефимова вуласа пачĕĕ Редакци ĕçченĕсем те пушă алăпа килмен юбилееĔ артистсене концертра кирлĕ хатĕр тата кĕнекесем парнелерĕçĕ
«Палнай» ушкăнăн пултарулăх ертӳçин Валентина Сымован ентешĕсем инçе çула кĕскетсе Патăрьел районĕнчи (ЧР) Аслă Арапуçĕнчен килсе çитнĕĕ Маттур чăвашсем халăх йăлипе салам мешехине туса ирттерчĕçĔ юрă-ташăĔ палан кукăлĕпе çĕрулми пӳремечĕĔ сехетлĕ картина парнелерĕçĕ
- 25 çул çитнĕ ятпа саламлатпăр сиреĕ ТавахĔ тусăмăрсем! Чаплă «Палнай» артисчĕсем пирĕн ялта иртекен уявсене те пĕрре çеç мар илем кӳнĕĕ Хăйсен илемлĕ сассипе ял халăхне юрласа-ташласа савăнтарса хăвараççĕĔ - терĕç хăнасемĕ
Çĕнĕ хулари 64-мĕш шкул çумĕнчи Чăваш культура центрĕнче пĕрле репетицисем тăвакан «Сăрнай» ансамбль арçыннисем юбилярсене халăх юррипе саламларĕçĔ вăрăм ĕмĕр сунчĕçĕ «Палнай» пикисен сассисене ытарайманнинеĔ ырăпа ăмсаннине пытармарĕç арçын юрăçсемĕ «Хĕрсем çĕнĕ юрă вĕреннĕ чухне тӳсеймесĕр алăк патне пырса тăрсах итлени пĕрре мар пулнă»Ĕ - терĕ Герман Мадюков солистĕ Вĕсем хăйсен ертӳçинĔ чирленипе килме май пулман Виктор Коваленкăн саламне илсе çитерчĕçĕ
Меценатсене те чĕнме манман юрăçсемĕ Паянхи саманара культура ĕçченĕсене пулăшни уйрăмах сăваплăĕ Ансамбле ыр сунакан Ирçел чăвашĕсенĔ сĕтел-пукан ăсталакан Малофеевсен сăмахĕ ăшă та кăмăллăĔ чуна витерчĕĕ Еленăпа Анатолий Уресметовсем сăмавар парнелерĕçĕ «Ку вăл сире тата юлташăрсене савăнăçпа кĕрекене пухакан хатĕр пулса тăтăр»Ĕ - терĕç вĕсем саламласаĕ
Ульяновск хула администрацийĕнчи вĕренӳ управленийĕн тĕп инспекторĕпе Лариса Васильевапа 73-мĕш шкулти чăваш чĕлхипе литература вĕрентӳçи Елена Краснова юрăçсене асаилӳ авăрне путарчĕçĕ Учительсене ĕçре пулăшнине пĕлтерчĕçĕ
«Палнай» хĕрĕсен пархатарлă упăшкисен ятĕнчен пултаруллă мăшăрĕсене юбилейпа Анатолий Еграшкин саламларĕĔ юратнине тата ытарайманнине каларĕĕ
Уяв каçĕ питĕ кăмăллă иртрĕ – мĕн чухлĕ çĕнĕ юрă янăрарĕĔ илемлĕ ташă ташланчĕĕ Пухăннисем пултаруллă артистсене чун-чĕререн саламласа вăрăм ĕмĕр сунчĕçĕ
 
: 151, Хаçат: 45 (1446), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: