Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскра пурăнакан Александра тата Михаил Картюковсем туй туса пĕрлешни ноябрĕн 21-мĕшĕнче 70 çул çитет! Çичĕ теçетке çул вĕсем çума-çумăн утаççĕ, пĕр сывлăшпа сывлаççĕ, пĕр тĕллевпе пурăнаççĕ! Кун пек çемье нумай-ши пирĕн облаçра/
Иккĕшĕ те вĕсем Кивĕ Улхашра пĕр урамра çуралса ӳснĕ, пĕр шкула чупнă. 15 çулхи Михаил чиперкке Шура Куданована килĕштерсе пăрахать, чечексем парнелет. Çапла вĕсем туслăхĕ пуçланса каять. Çиччĕ пĕтернĕ хыççăнах каччă ялта тимĕрçĕре ĕçлеме пуçлать. Кăштах вăхăт иртсен тимĕрçĕ лаççине ял совечĕн председателĕ лашапа пырать те Михаила пĕрле лартса каять. Темех хăрушши çук иккен-- ял советĕнче ĕçлеме секретарь-делопроиз водитель кирлĕ пулнă ăна. Çапла чăваш ачи хут ĕçĕпе виçĕ çул ытла аппаланать.
-Эпĕ 1928 çулхи, Шура манран пĕр çул кĕçĕнрех. Эпĕ 19 çулта чухне туй туса çемье чăмăртарăмăр. Пĕрремĕш ача çуралсан икĕ эрне те иртмерĕ – мана салтака илсе кайрĕç. Атте Семен Федотович (вăл 1886 çулхиччĕ) вырăнпа выртатчĕ – йывăр чирлĕччĕ. Анне вара – Степанида Емельяновна (1888 çулхи, хĕр хушамачĕ Обдиркина) глаукомăна пула сĕм суккăрччĕ. Çакăн пек лару-тăрура чуна ыраттарса килтен тухса кайма тӳрĕ килчĕ. Пĕтĕм пурнăçа, пӳрт-çурта Шура пĕччен тытса тăнă эп çук чухне. Тавах ăна çакăншăн,- аса илет Михаил Семенович.
Çамрăк салтаксене эшелонпах Воронеж облаçне илсе каяççĕ. Строя тăратсан командир калать: «Пире штабра ĕçлеме писарь кирлĕ. Кам хăйне çыру ĕçĕнче тĕрĕслесе пăхас тет – икĕ утăм малалла!» Стройран 6-7 çын тухать, вĕсен хушшинче М.Картюков та – ун хутпа ĕçленĕ опычĕ пур-çке. Пурне те çыртарса тĕрĕсленĕ хыççăн штабра писарьте ĕçлеме чăваш каччине хăвараççĕ.
Каярах Америкăпа Китай хутшăнăвĕ-сем япăхлансан тăватă эшелон çине тиесе кунти салтаксемпе офицерсене Пекина ăсатаççĕ, малалла хĕсмет Китай правительствин аэродромĕ çумĕнче тăсăлать.
-Эпĕ Пекинра та штабрахчĕ. Çапла пĕррехинче виçĕ хут Совет Союзĕн Геройĕпе Иван Кожедубпа телефонпа калаçма тӳрĕ килчĕ. Вăл Пхеньянран (Çурçĕр Корея) шăнкăравларĕ, часах сирĕн пата çитетĕп, мунча хутса хурăр терĕ. Эпĕ вара вăл мĕн каланине çийĕнчех хамăн командира кайса пĕлтертĕм,- каласа парать Мишша тете.
Хăйне йĕркеллĕ тытнăшăн ăна командирсем икĕ хут килне отпуска яраççĕ (ун чухне салтаксене килне сайра хутра отпуска янă). Хĕсмет вăхăчĕ вĕçленсен вара пултаруллă аслă сержанта командирсем: «Сана офицер званине паратпăр, юл кунта»,- тесе те ӳкĕтлеççĕ, çапах та тăватă çул ытла çар ретĕнче пулса çемйишĕн тунсăхланă хыççăн Кивĕ Улхаш каччи тăван килне васкать. Анчах ашшĕпе амăшĕ ывăлне кĕтсе илеймен – çĕре кĕнĕ. Çамрăк мăшăрăн çĕнĕ пурнăç тытăнмалла, шанчăк – хăйсенче çеç. Тĕрлĕ çĕрте вăй хурать ĕнерхи салтак, икĕ çул ытла магазин заведующийĕ те пулать. Картюковсем килĕнче тата икĕ ывăл çуралать. Мишша тете хăй каланă тăрăх, вăл салтакран таврăнсан рота командирĕпе нумайччен çыру çӳретнĕ, вĕсен хушшинче туслăх вăраха тăсăлнă.
1957 çулта вара çемье çывăх çыннисем сĕннипе тăван ялĕнчен куçса каять, Ульяновскри Вырыпаевка поселокĕнчи Алашеев урамне килсе уйрăм çурт туянать (Картюковсем паян та çавăнта пурăнаççĕ).
Кил хуçи – темле ĕç те тума пултаракан ал ăсти – тумтир çĕлекен ательене ĕçе вырнаçать.
-Ателье хула центрĕнчеччĕ. Трамвайсем вара ун чухне çĕнĕ чукун çул вокзалĕ таран кăна çӳретчĕç, унтан каялла çаврăнса каятчĕç. Малалла рельс çукчĕ. Вокзалтан Вырыпаевкăна çуран çитме тиветчĕ. Иккĕмĕш смена хыççăн уйрăмах йывăрччĕ, киле çур çĕр иртсен 1-2 сехетре çеç çитеттĕмччĕ. Çавăнпа икĕ çул ытларахран автозавода станочника ĕçлеме вырнаçрăм, ĕçе хăнăхса çитсен мана наладчика куçарчĕç. Кайран вара заводри пĕрремĕш автомат линийĕнче те ĕçлесе куртăм,- тет М.Картюков.
Çамрăк çын ĕçленипе кăна та çырлахмасть, ача мар пулин те малтан каçхи шкулта 8 класс пĕтерет, унтан хальхи Комсомольский тăкăрлăкĕнче вырнаçнă педучилищĕне пĕрремĕш наборпа вĕренме кĕрет. Ăна 1971 çулта пĕтерет. Кăнтăрлаччен парта хушшинче ларса пĕлӳ илет, ĕçе иккĕмĕш сменăна çӳрет. Вĕренсе тухсан вара вăл заводри ĕçне пăрахмасăрах шкулта ӳкерӳ тата черчени урокĕсене илсе пынă. Çав вăхăтрах килте тумтир те çĕлет. Шухăшлатăн та тĕлĕнетĕн – ăçтан пурне те ĕлкĕрнĕ вăл, ăçтан вăхăчĕ çитнĕ/
-Ательере ĕçленĕ чухне çынсем мана астуса юлнă та – кайран килех пыратчĕç заказ пама. Килте ман çĕвĕ машини пурччĕ, унпа пальто, кĕрĕк тата ыттине çĕлеттĕмччĕ. Область пульницин врачĕсем, пысăк вырăнта ĕçлекенсем те пыратчĕç. Пĕр генерала та кĕрĕк çĕлесе панине астăватăп,- тет Михаил Семенович.
1966 çултан пуçласа 1989 çулччен вара вăл механика заводĕнчи 10-мĕш цехра слесарьте вăй хунă, вăл çак заводăн ветеранĕ. Хăй ĕçне тунисĕр пуçне ăна уявсем валли плакатсем, стена çумне çакма саламсем, стендсем хатĕрлеме хушаççĕ. Вăл ку ĕçсене кăмăлтан пурнăçлать. Пенсие тухсан вара вăл çакăнтах пĕр вăхăт художник-оформитель те тăрăшать.
Александра Петровна вара ĕмĕрĕпе малярта вăй хунă: автозаводра, механика заводĕнче, радио ламписем тăвакан заводра. Сиенлĕ производствăра ĕçлени ун сывлăхне, паллах, чылай хавшатнă, вăл чĕре чирĕпе аптăраса тăрать. Çитменнине, ӳксе пĕçĕ шăммине те хуçнă. Хуллен утакан пулсан вара вăл чиркĕве ĕçлеме каять, Турăран тархасласа сывлăх ыйтать. Çакăн хыççăн вăл хăйне чылай çăмăлрах туйма пуçлать. Халь уксахласа пулин те хăйшĕн хăй çӳрет вăл, çавăншăн савăнать.
Картюковсем пĕр самант та ахаль лармаççĕ пек туйăнать. Кил хуçи халĕ те 16 (!) вĕлле тытать, пыл юхтарать, тăванĕсене, çывăх çыннисене хăналать. Мăшăрĕ вара ăна вăй çитнĕ таран пулăшать. Вĕсен пысăк мар пахчинче улмуççисем, çаплах хăйсене хĕл каçма тĕрлĕ пахча çимĕç: çĕрулми, кишĕр, сухан, ыхра... -- акса ӳстереççĕ. Помидорпа хăяр валли теплица та пур – сивĕсем хăратмаççĕ. Пахча çимĕçе Картюковсем консервлаççĕ те банкисене хĕл каçма нӳхрепе лартаççĕ. Хĕлле сиплĕ чей ĕçме тĕрлĕ курăк пуçтарса хураççĕ. Пурте хăйсен. Вăрăм хĕл хăратмасть.
Виçĕ ывăл çитĕнтернĕ Александра Петровна тата Михаил Семенович Картюковсем. Шел, иккĕшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Виктор (таксист пулнă) тата Иван (тинĕс училищине пĕтернĕ) халь çук ĕнтĕ. Вячеслав вара çемйипе Дон юханшывĕ çинчи Ростов хулинче пурăнать, вăл фирма директорĕ. Çулталăкне 2-3 хут килсе каять вăл çемйипе е пĕччен ашшĕ-амăшĕ патне. Халĕ Картюковсен тăватă мăнук, икĕ кĕçĕн мăнук. Вĕсем тĕрлĕ çĕрте пурăнаççĕ. Сăмахран, Иван хĕрĕ – Александра хăйĕн ачисемпе (Максим тата Тимофей) Ригăра тĕпленнĕ. Вĕсем пурте Ульяновска аслашшĕ-асламăшĕ патне килме вăхăт тупаççĕ.
-Эпир пĕр-пĕрне яланах юратнă, хисепленĕ, ялан тăрăшса ĕçленĕ, çавăнпа харкашма вăхăт та пулман пирĕн.Ялан йĕркеллĕ пулма тăрăшнă. Çавăнпа çак çула чиперех пурăнса çитрĕмĕр те пулĕ ĕнтĕ. Çамрăксене те çакăн пекех нумай çул пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнма сунатпăр,- теççĕ Картюковсем çемье «вăрттăнлăхне» уçса. Каланине çирĕплетсе тейĕн, вĕсен килĕнчи кашни кĕтесрен çветтуй çынсен турăшĕсем пăхса тăраççĕ.
Картюковсем нумай çул «Канаш» хаçат çырăнса илеççĕ. Кил хуçи хаçатсене подшивка туса пырать, тĕрлĕ хаçатсенчен касса илнĕ интереслĕ статьясене альбом ăшне çыпăçтарса пуçтарать. Тĕрлĕ темăпа вĕсем: сывлăх, пахча çимĕç ӳстересси, истори... Нумаях пулмасть Ульяновскри механика завочĕн пуçлăхĕсем вара Картюковсене завода илсе кайса чысланă, асăнмалăх парне панă, нумай çул тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ырă сăмахсем каласа тав тунă, çамрăксем умĕнче вĕсене тĕслĕхе хунă.
 
: 157, Хаçат: 45 (1446), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: