Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ноябрĕн 3-мĕшĕнче Халăх пĕрлĕхĕн кунне паллă туса Димитровградри краеведени музейĕнче «Народы Поволжья едины» ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Ăна йĕркелекенĕсем – УОЧНКАн Димитровградри уйрăмĕ, Димитровград хула администрацийĕ тата краеведени музейĕ пулчĕç.
Мероприяти икĕ пайран тăчĕ. Пĕрремĕш пайĕ-нче Атăлçи тăрăхĕнчи археологи, палеонтологи, этнографи ыйтăвĕсемпе çавра сĕтел иртрĕ. Ăна УОЧНКА Димитровградри уйрăмĕн председателĕн çумĕ Владимир Чигаков ертсе пычĕ.
Çавра сĕтел ĕçне Димитровград хули пуçлăхĕ Алексей Кошаев, культура ĕçĕпе искусство управленийĕн пуçлăхĕ И.Н. Ширяева, паллă археолог ăсчахсем Юрий Семыкин, Леонид Устюгов, краеведени музейĕн ăслăлăх секретарĕ Ирина Шамигулова, Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ О.Н. Мустаев, районти мордва, тутар, азербайджан, украин, эрмен автономийĕсен председателĕсем, шкул ачисемпе вĕрентекенсем хутшăнчĕç.
Салам сăмахĕсен ярăмне Алексей Кошаев уçрĕ. Вăл Раççейри Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ умĕн çакăн пек мероприяти иртни унăн пĕлтерĕшне пушшех ӳстернине палăртрĕ.
Олег Мустаев пухăннисене Чăваш наци конгресĕ тата автономи ятĕнчен саламларĕ. Краеведени музейне «Чувашский костюм» тата «Иван Яковлев и его потомки» кĕнекесем парнелерĕ.
- Пирĕн халăхăн мухтанмалли, тĕслĕх илмелли çыннисем нумай. Иван Яковлевах илер. Вăл чăваш халăхне кăна мар, Атăлçи тăрăхĕнчи ытти халăх çыннисене те çутта кăларассишĕн нумай тăрăшнă, наци интеллигенцине йĕркеленĕ. Тепĕр паллă педагог – Геннадий Волков. Нумаях пулмасть чăваш халăх академикĕсем унăн ячĕллĕ медаль кăларнă. «За успехи в педагогической деятельности» ятлă вăл. Ку медальпе ачасемпе тăрăшса ĕçлекен, пысăк çитĕнӳсем тăвакан педагогсене палăртаççĕ. Димитровградра «Шăпчăксем» ачасен ансамблĕн ертӳçи Светлана Кочнева шăпах çак медале тивĕç тесе шутлатăп, - терĕ Олег Мустаев педагога медальпе чысласа.
Çавра сĕтел хушшинчи тĕп калаçу Ульяновск облаçĕнчи, уйрăмах Мелекесс тăрăхĕнче пурăнакан тĕп халăхсем ăçтан пуçланса кайни пирки пычĕ. Ыйтăва тĕрĕс хуравлама ăсчахсене, паллах, археологи тĕпчевĕсем пулăшаççĕ. Истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ, облаçри Н.М. Карамзин ячĕллĕ ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн доценчĕ Юрий Семыкин пухăннисене Атăлçи Пăлхар çĕршывĕн монголсем киличченхи тапхăрĕн историйĕпе паллаштарчĕ. Краеведени музейĕн ăслăлăх секретарĕ Ирина Шамигулова Атăлçи тăрăхĕнчи тĕп халăхсем – мордвасем, чăвашсем, тутарсем – пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Вырăс халăхĕ ку çĕрсене патша вăрçăпа çĕнсе илнĕ хыççăн кăна килнине аса илтерчĕ. «Çак çĕрсем çинче пурăннă чи пĕрремĕш халăхсем – финн-угорсем пулнă. Ытти халăхсем, чăвашсемпе тутарсем, вĕсен культурин, пурнăç йĕркин, йăлисен витĕмне лекнĕ», - терĕ. Тутар халăхне пырса тивекен интереслĕ тепĕр факт каларĕ хăйĕн сăмахĕнчен Ирина Андреевна. «Тутар халăхĕ Атăлçи тăрăхĕнче унчченех пулнă. Анчах вăл питĕ сахал йышлă пулнă. Вĕсене тĕрлĕ вăрçăсемпе хирĕçӳсем вăхăтĕнче пуçĕпех вĕлерсе пĕтернĕ», - терĕ.
Владимир Чигаков пухăннисене чăваш халăх историйĕпе кĕскен паллаштарма тăрăшрĕ. Вăл историри тавлашуллă ыйтусем çинче чарăнчĕ, кун пирки тĕрлĕ кĕнекесенче мĕн çырнине каларĕ.
Атăлçи Пăлхар çĕршывĕпе унти халăхсен историне Димитровградри 22-мĕш тутар шкулĕн преподавателĕ ачасене еплерех вĕрентни çинче чарăнса тăчĕ.
Тухса калаçакансене ыйтусем чылай пачĕç. Паллă чăваш ăсчахĕ, халăх академикĕ Геннадий Улюкин Совет правительствин 1943 çулхи йышăнăвĕ тутарсене хăйсен историйĕ çине тепĕр майлă пăхса ăна улăштарма хистенине те палăртрĕ.
Атăлçи Пăлхар çĕршывĕ нумай нациллĕ патшалăх пулнă. Тĕп халăхĕсенчен пĕрисем чăвашсем, тутарсем, мордвасем пулнине хăшĕсем йышăнманни тавлашуллă самантсем çуратать. Апла пулин те историе темле тăрăшсан та вуçех улăштараймастăн. Археологи – тĕрĕс наукăсенчен пĕри.
Димитровградри краеведени музейĕн ĕçченĕ Марат Гисматулин çакна тепĕр хут çирĕплетрĕ. Вăл Мелекесс тăрăхĕ-нче тупнă археологи япалисенчен пĕринпе – жертвенникпа – паллаштарчĕ. Ку тăрăхра 20 тĕслĕ жертвенник тупнă.
Сăмах «хура чавакансем» (черные копатели) пирки те пычĕ. Иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенче ют çĕршывсенчен металл шырамалли оборудовани çырăнса илнĕ çынсем историллĕ вырăнсене çитсе (ылтăн шыраса ĕнтĕ) чаваççĕ, хаклă йышши япаласене вăрттăн илсе тухса сутаççĕ, кунти археологсене тĕрĕс тĕпчевсем ирттерме кансĕрлеççĕ. Ку артефаксем ют çĕршывсенчи аукционсенче миллионшар долларпа каяççĕ. Анчах вырăнти археологие пысăк сиен кӳреççĕ.
Мероприятин иккĕмĕш пайĕн тĕп теми – Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен туслăхĕ пулчĕ.
Мелекесс районĕнче те, Ульяновск облаçĕнчи пекех, 120 ытла тĕрлĕ халăх çынни пурăнать. Çак кун музейра «Народы Поволжья едины» экспозици уçăлчĕ. Кунта халăхсен тумĕ, культури, пурнăçĕ, историйĕ тĕп вырăн йышăнаççĕ.
Димитровград хули пуçлăхĕ Алексей Кошаев, район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Светлана Катиркина, Мелекесс епархийĕн представителĕ Александр атте уяв ячĕпе саламларĕç, халăхсен туслăхĕ çĕршыв мăнаçлăхĕн никĕсĕ пулнине çирĕплетрĕç.
Мероприятие тăсса чăвашсен, тутарсен, мордвасен юрă-ташă ушкăнĕсем хăйсен халăхĕсен юрри-ташшипе паллаштарчĕç. Ульяновск облаçĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Светлана Кочнева ертсе пыракан «Шăпчăксем» ушкăн вырăс, чăваш, мордвапа тутар юррисен темисемпе попурри шăрантарчĕ, Ирина Иванюкова авалхи чăвашсен культури, тум-юмĕн уйрăмлăхĕ пирки каласа пачĕ. Унăн сăмахĕсене «Савăнăç» ансамбль юрăçисем авалхи чăвашсен юрри-ташшипе çирĕплетрĕç.
 
: 34, Хаçат: 45 (1446), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: