Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак девизпа иртрĕ Ульяновскри 17-мĕш вулавăшра Анатолий Юманăн 85 çулхи юбилейне халалланă савăнăçлă мероприяти.
Хисеплĕ шурсухалăмăра чыслама вулавăша нумай çын пухăннăччĕ – вырăнти писательсемпе поэтсем, халăх ăсчахĕ-сем, шкул ачисемпе вĕрентекенсем, литературăна юратакансем.
Юбилея халалланă каçа вулавăш ĕçченĕ Светлана Бахтинова ертсе пычĕ.
Вăлах паллă çыравçăн кун-çулĕпе кĕскен паллаштарчĕ, сăввине вуларĕ.
Саламсен ярăмне вулавăш заведующийĕ Ольга Юрлова пуçларĕ. Вăл Анатолий Юман икĕ чĕлхепе çырнăшăн, унăн ĕçĕсенчен нумайăшне чăвашларан вырăсла куçарнăшăн савăннине пĕлтерчĕ.
- Эсир пирĕн вулавăшăн ылтăн фондĕ-нче. Сирĕн произведенийĕрсемпе эпир тӳрремĕнех паллашма пултаратпăр, мĕншĕн тесен вырăсла çырнисем питĕ нумай. Сирĕн ĕçĕрсем пире пурăнма, ачасене воспитани пама вĕрентеççĕ. Тав сире, тата нумай çул пурăнăр, - терĕ. «Шевле» литература пĕрлешĕвĕ 20 çул тултарнă ятпа хăйсем хатĕрлесе кăларнă библиографи указательне парнелерĕ.
«Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Ларионов сăмахне «Шевле» литература пĕрлешĕвĕпе паллаштарнинчен пуçларĕ.
- 1997 çултанпа çак пĕрлешӳ пулăшнипе 100 ытла кĕнеке кăларма пултартăмăр. Акă çак кунсенче кăна икĕ авторăн – Анатолий Ырьятпа Нина Васильеван – çĕнĕ кĕнекисем пичетленсе тухрĕç.
Анатолий Федорович Юман вара пурĕ 66 кĕнеке кăларчĕ. Кĕçех 67-мĕшĕ кун çути курмалла. Чăваш литературинче, Ульяновск облаçĕнче, мĕнпур Раççей литературинче Юман пек 70 çул çыракан пур-ши/ Пĕлместĕп. Пирĕн çумра çакăн пек çын пурришĕн савăнатăп, - терĕ.
Вăл Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр, Шупашкарти чăваш ăсчахĕсен президенчĕ Евстафий Ерагин тата Николай Чебанов (А.С.Чебановăн шăллĕ) Анатолий Юмана юбилей ячĕпе саламласа янă открыткăсене вуласа пачĕ. Редакци ятĕнчен хаклă парне парнелерĕ.
Раççей Писательсен пĕрлĕхĕн Ульяновск облаçĕнчи уйрăмĕн председателĕ Ольга Шейпак та ятарласа саламлама килнĕ перо ăстине.
- Эпир, паллах, писательсен пĕрлĕхĕн ларăвĕнче Анатолий Юмана уйрăм саламлăпăр. Паян вара манăн çакна калас килет: Юманра çын тата поэт сăмахсем пĕрлешеççĕ. Вăл çав тери йĕркеллĕ. Писательсен пĕрлĕхĕн ларăвне килсен хĕвел çитнĕ пекех туйăнать. Унпа лăпкăлăх, дисциплина çуралать, - терĕ. Вăл Анатолий Юмана салам адресĕ, парне парса чысларĕ.
Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ ятĕнчен ĕçтăвком пайташĕ Алексей Мордовкин саламларĕ, хаклă йышши чулран касса кăларнă юман çулçи çинчи ылтăн перопа сехет парнелерĕ. Ылтăн ручкăпа ылтăн йĕркесем çырăнасса шаннине пĕлтерчĕ.
Чăвашсен паллă çыравçине саламлама Ульяновскри 55, 78, 21-мĕш шкулсенчен килсе çитрĕç. Светлана Марышева ертсе пыракан ачасен ушкăнĕ (55-мĕш шкул) Юмана халалласа икĕ чăваш юрри юрласа пачĕ. 78-мĕш шкулта вĕренекенсем Юманăн вырăсла сăввисене вĕренсе килнĕ. Вĕсем Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен культурине пĕрремĕш çул кăна вĕренеççĕ-ха.
Чăвашсен тепĕр паллă çыравçи – Валентина Тарават – саламланă май çĕнĕ самана тапрансан Анатолий Юманран тĕслĕх илнине, вăл пулăшнипе чăвашла çырма пуçланине каларĕ. Ентешне чĕререн тав турĕ, парнесем пачĕ.
Ульяновскри 21-мĕш шкулта вĕрентекен Юлия Серебрякова, 11-мĕш вулавăш заведующийĕ Алевтина Алюкова, Петр Кашеев шевлеçĕ, Василий Селендеев, Лидия Ярославская, Николай Салифанов нумай ырă сăмах каларĕç шурсухалăмăра, литература анине 70 çул тарăн, тӳрĕ тата илемлĕ сухаланине палăртрĕç.
Анатолий Ырьят çыравçă аташне саламласа хăйĕн юлашкинчен тухнă «Чĕре хĕлĕхĕсем» сăвă кĕнекине (унта 250 çĕнĕ сăвă кĕнĕ) парнелерĕ. Кашаран килсе çитнĕ Нина Васильева та юбиляра хăйĕн тин тухнă виççĕмĕш кĕнекине пачĕ.
Анатолий Юман пурнăçĕпе пултарулăхне тĕпчесе «Канаш» хаçатăн яваплă секретарĕ Валентина Ефимова кĕнеке кăларнă. Вăл пухăннисене кĕнеке мĕнле çуралнипе паллаштарчĕ.
Хисеплĕ юбиляра, чăвашсен паллă çыравçине Анатолий Юмана татах саламлĕç-ха. Çитес кунсенче чыслав Шупашкарти наци вулавăшĕнче иртĕ, кун хыççăн – Раççей Писательсен пĕрлĕхĕн Ульяновск облаçĕнчи уйрăмĕ-нче.
17-мĕш вулавăшри юбилей каçĕ вара чăваш юррипе, сĕтел хушшинчи техĕ-млĕ чейпе вĕçленчĕ.
 
: 191, Хаçат: 45 (1446), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: