Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Илем салонĕнче алăка хирĕç ларакан илĕртӳ-ллĕ çамрăк хĕрарăма тӳрех асăрхарăм: тĕпсĕр симĕс куçĕ телейлĕн йăлтăртатать çеç мар, тути сăлтавсăрах кулать. Сарă вăрăм çӳçне тирпейлĕн хыçалалла пуçтарса хунă. Вăрăм шуранка пӳрнисемпе пичĕ çинелле ӳкекен çӳç пĕрчисене васкамасăр явăлтать. Чĕрне пĕветекен хĕрпе çепĕççĕн калаçать. Ятне çак маçтăр патне килнĕ пулас чиперкке. Ыттисем çине те кăмăллăн пăхать. Хӳхĕмскер шурă çепĕç аллине ăстана тăсса парсан унпа çак самантрах паллашмаллине тавçăртăм.
- Салам, мана Катя тесе чĕнеççĕ. Эпĕ антрополог. Халĕ диссертаци çыратăп. Теми тӳрремĕнех Çĕр чăмăрĕ çинчи телейлĕ çынсене тĕпчессипе çыхăнса тăрать. Эсир, ахăртнех, телейлĕ çын, - терĕм эп ăна аллăма тăсса.
Малтанласа вăл ман çине шанмасăртарах, сăнасарах пăхнă пек туйăнчĕ. Телее, ун пит-куçĕнче нимĕнле кăнттамлăх, кутăнлăх та асăрхамарăм.
- Ун пек професси те пур-и/ Нумай-мĕн пĕлместпĕр иккен эпир пурăнан пурнăçра/ Хамăра Интернетпа туслă тетпĕр, кану кунĕсенче тепĕр чух ун тетелĕнчен тухма пĕлместпĕр. Айвансем мар-и/ - терĕ вăл ман салама йышăнса. – Пуринпе те кăмăллă çынсене тупасси çăмăл ĕç мар пек туйăнать. Ну, телейлисем пирки калатăп-ха эп. Ытларах вĕсемпе ăçта паллашма тивет/
Çине-çине темиçе ыйту пачĕ вăл. Унтан каçару ыйтса:
- Мана Валентина тесе чĕнеççĕ. Ку ман юратнă вырăн. Кунта чи чаплă та ырă маçтăрсем ĕçлеççĕ, - терĕ вăл тĕпсĕр кӳлĕ евĕр куçĕпе чăр-р пăхса.
- Çапла çав. Эсир тĕрĕсех тавçăртăр. Самаях шырама тивет. Пĕрре пăхсан кашни утăмрах пек унашкаллисем. Шел, тепĕр чух пуянлăх та, ытлă-çитлĕ пурнăç та, юнашар шаннă çын пурри те ăраскаллă тăваймаççĕ хуçисене, - калаçăва пуçларăм эп.
- Телей курки тăкăнса тăтăр теççĕ туйпа, менелникпе саламланă чух. Ку каларăш телейлĕ пулăр тенине пĕлтерет ĕнтĕ. Паянхи виçепе – чи малтан пуянлăх, мул сунаççĕ. Хулăн кĕсье çăмăл пурнăç тыткăччи тесе шухăшлаççĕ. Анчах та, шел, пуянлăхпа телейлĕх пĕр япалана пĕлтерменнине хам çинче туйма тӳр килчĕ мана та, - терĕ Валя тем аса илме тăрăшнă евĕр таçта айккинелле пăхса.
- Эсир мĕн, хăçан-тăр асаплă, вăйсăр çын пулнă тесе каласшăн мар пулĕ те хăвăр çинчен/ - ыйтрăм унтан пирĕн кăмăллă калаçу çăмхи сӳтĕлсе каясса тем пек шанса.
- Çапла. Ача чухне манран телейлĕ, çутă çын çукчĕ те пуль çĕр çинче – юнашар пĕртен-пĕр хĕрне, шанчăкне юратакан, куç тулли ачашлăхпа çепĕçлĕх парнелекен аттепе анне. Пур ĕмĕт-тĕллеве пурнăçлама хатĕрскерсем ытлашши иртĕхтересрен те шикленетчĕç – ытти ачасем пек ӳстерме тăрăшатчĕç Кашни çулах тинĕс хĕрне канма илсе каятчĕç. Çав çулçӳ-ревсенчен пĕринче шухăшламан çĕртен инкек йăтăнса анчĕ. Аттепе шыва кĕреттĕмĕр. Вăл, шыв вăйне чухлаканскер, мана ӳкĕтлесех çав тери асăрхануллă пулма ыйтрĕ. «Тархасшăн, инçе ишсе ан кай. Юнашар пулма тăрăш», - терĕ. Эпĕ вара, шыва кĕмелли матрас çинче выртаканскер, каçса кайса çĕнĕ теттепе килентĕм. Маншăн хăрамалла маррине ĕнентересшĕн пулса аяккарах та аяккарах кайрăм.Сасартăк вăйлă хум «кимме» çĕклесе илчĕ те пысăк хăвăртлăхпа тата инçерех илсе кайрĕ. Аттерен пулăшу ыйтса кăшкăртăм. Вăл ман пата ыткăнчĕ...Анчах çитеймерĕ – шыв айĕнче курăнми пулчĕ. Унăн чĕри çурăлса кайни пирки кайран çеç пĕлтĕм эп. Мана, çĕнĕ «кимме» тытса чарайманскере, пулăçсем çăлнă. Ачин çăмăлттайлăхне пула хаклă та юратнă çынни вăхăтсăр вилни аннене те витĕм кӳнĕ паллах. Çав кунран пуçласа эпир пĕр-пĕриншĕн пурăнма пуçларăмăр.
- Сана айăплама, куллен хуйхи çинчен аса илтерме пуçламарĕ пуль те, - кăсăкланмасăр тӳсеймерĕм эп.
- Çук, çук. Ĕçĕ пачах урăх япалара пулчĕ. Йĕркипе калам. Тăван хулана таврăнсан аннем саккăрти хĕрачине модельсене хатĕрлекен шкула илсе кайнă. Çав кунтан пуçласа эпĕ эрнере виçĕ-тăватă кун илем тĕнчипе паллашрăм. Ытти тантăшсемпе пĕрле – тантăш тени тĕрĕсех те мар пуль те-ха, кунта кашни çын хăйĕншĕн çеç, хăйне уйрăм тĕнче - подиум тăрăх хитре утма, хӳхĕм тумланма, сăрланма вĕрентĕмĕр. Анне мĕнпур вăйне-халне, пурнăçне пĕртен-пĕр тĕпренчĕкне халалларĕ. Эпĕ вара, хама хам атте вилнĕшĕн каçарайманскер, аннен пур кăмăлне тивĕçтерме тăрăшрăм, хирĕçлесен унсăр та юласран хăрарăм. Тĕрĕссипе вара, ку тĕнче мана пĕртте илĕртменнине чун-чĕрепе туйрăм. Уйрăмах аслă классенче, пысăклансан, тата та çирĕпленчĕ çак шухăш. Подиум çине хама хытарса тухма тиветчĕ. Анне вара манпа киленнĕçемĕн киленсе пычĕ – ахăртнех, вăл ачине илемлĕ пуласлăх кĕтнине шаннă. Шкул пĕтерсен унăн пултаруллă тĕпренчĕкĕ хамăр хулари модельсен агентствинче çеç ĕçлени тивĕçтермерĕ пулас ăна – куллен мĕн те пулин шухăшласа кăларма пуçларĕ: мана Мускавран килекен çынсемпе паллаштарма пикенчĕ.
- Эсĕ мĕншĕн хирĕçлеместĕн аннӳне/ Санăн хăвăн шухăшу пулман тесшĕн мар пулĕ те эсĕ/ - ыйтмасăр тӳсеймерĕм эп.
- Аннене те аттесĕр юласран хăранă евĕр çухатасран хăранă. Пĕррехинче Мода эрнинче çĕршывăн тĕп хулинчен чаплă модельер килесси пирки мĕнпур хула тахçан малтан шавлама пуçларĕ.
- Санăн пирĕштийӳ çакăнпа усă курмасăр юлайман паллах. Хальхинче мĕн шухăшласа тупни кăсăклă.
- Тем пулсан та çак пуян та ыттисене витĕм кӳме пултаракан арçынпа мана паллаштарма тĕв туса хунă. Аннеçĕм умне лартнă тĕллев патне нимрен хăрамасăр, ниме пăхмасăр утнинчен пĕрре мар тĕлĕннĕ эп. Анчах та хальхинче вăл унăн чипер те пултаруллă хĕрне мускавсем асăрхаччăр тесе тата та кăсăкрах ĕç-пуç шухăшласа хунă. Подиум тăрăх çӳресе ывăннăскер киле кайма хатĕрленеттĕм эп. Пысăк пӳлĕмре шавлă, пăчă. Сасартăк модельсем тумланакан çĕре хăнасем пырса кĕчĕç Анне те вĕсемпе. Тăхăнас, хăйне тытас енĕпе вăл чăнах та яланах ыттисенчен çӳллĕрех тăратчĕ. Тунмастăп. «Ман сарпике тахçантанпах Сирĕнпе паллашма ĕмĕтленсе пурăнать. Тархасшăн, Валентина, сан çăлтăру паян пирĕн хула хăни», - терĕ вăл çӳллĕ те куларах калаçакан арçынна ман ума илсе пырса. Эпĕ, туфлие çатăрласа тытнăскер, ним калама пĕлмерĕм. «Валюша, Никодим Павловича хула кăтартма уйăрнă модель халь çеç картлашка çинче урине ыраттарнă. Пыр-ха, васка, курса киленмелли вырăнсем пирĕн Атăл хĕрринче вырнаçнă хулара питĕ нумай. Çапла вĕт», - терĕ. Ман вара парăнмалли кăна юлчĕ. Малтанласа Атăл хĕррипе çӳрерĕмĕр. Унтан мухтавлă вырăнсемпе, музейсемпе паллаштартăм. Уйрăлу саманчĕ çитсен вăл хăна çуртне чĕнчĕ. Хырăм выçнипе çеç унта кĕме хатĕррине пĕлтерсен каçса кайса кулчĕ. Ресторанта апатпа сăйларĕ. Ĕç-пуç мĕн патне пырса тухма пултарассине сиссе хăвăртрах сывпуллашса такси киличченех киле тухса вĕçрĕм. Анчах та паллашу çакăнпа вĕçленмен иккен. Иккĕмĕш кунне мода кăтартнă хыççăн вăл ман пата чечек çыххипе пырса кĕчĕ. Каçхи хулапа тата тепĕр каç киленме хатĕррине, пĕрле Мускава илсе каяссине, карьера картлашкипе хăпарма пулăшасссине пĕлтерчĕ. Эпĕ килĕшрĕм – хам хулана юратни гид пулма хистерĕ. Анчах та иртĕннĕ, никамран та, нимрен те чару курман йĕксĕк арçыннăн çав каç пĕр ĕмĕт çеç пулнă иккен – мана хăна çуртĕнчи чаплă пӳлĕмне илĕртсе кĕресси. Эпĕ вара парăнмарăм, йĕрĕнтĕм. Хăйне мĕнпурне, çав шутрах чи çепĕç туйăма та, укçалла туянма пултарать тесе шутлакан вĕçкĕн çынна хамăн хĕрлĕхе парнелеме пултараймарăм...
Тепĕр кунне пирĕн агентство директорĕ эпĕ ĕçсĕр юлнине, хулари пĕр тытăм та çак кунран пуçласа мана унта илмессине шансах тăмаллине пĕлтерчĕ. Хурланас вырăнне чун-чĕремре ăнлантарса пама пĕлмелле мар савăнăç капланса килнине туйрăм. Вĕçес, ыткăнас, кăшкăрас килчĕ!
Тепĕр куннех ĕç шырама тухса кайрăм. Нумай кафе-ресторанта пултăм. Пĕр хăтлă та илемлĕ вырăнта чашăк-тирĕк çăвакан кирлĕ терĕç. Сăмахсăрах килĕшрĕм. «Кайран, тен, официант вырăнне илĕç», - шутларăм эп.
 
Ульяновск хули.
 
(Малалли пулать.)
 
: 134, Хаçат: 45 (1446), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: