Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чартаклă районĕнчи Чăваш культура кунĕнче тĕлĕнмелле пултаруллă йăхташсемпе паллашма тӳр килчĕ. Вĕсенчен пĕринпе – Крестово-Городищири ача сачĕн ертӳçипе Светлана Ивановапа – калаçу хăйнеевĕр лару-тăрура тĕвĕленчĕ.
Чăваш тумĕпе тата капăрлăхĕпе ирттернĕ маçтăр-класа районти пур ял хĕрарăмĕ-арçынни хутшăнчĕ. Чăваш тумĕ ытарма çук илемлĕ! Ытти халăх çыннисем те пыра-пыра тытса пăхрĕç, тăхăнса пăхас текенсем те тупăнчĕç. «Кăкăр умĕнчи капăрлăх мĕн ятлă вара, çурăм...пуç çинчи/» - çине-çинех ыйтрĕç хăнасем хĕрарăмсенчен. Çав самантра подиум патне пĕр çӳллĕ чипер хĕрарăм пырса чăваш культурипе йăли-йĕрки, тумĕ çинчен калама пуçларĕ. Вырăсла таса та çепĕç чĕлхепе (ку ентеш чăвашах пуль терĕм) шӳлкеме, мăй çыххи, масмак, сурпан, тухья-хушпу...çинче н каласа пачĕ, кăсăкланса кайсах ыйтусене хуравларĕ. Тепĕртакран калаçу мăн асатте-асанне ал ăсталăхĕ, тĕрри-эрешĕ, юрри-ташши çине куçрĕ. «Паян эпир ачасем çăпатапа ташланине куртăмăр. Чăвашсем сырнă, эппин, ăна ĕлĕкрен-авалтан/» - ыйтрĕ пĕр майра кăсăклансах. "Çук! – пулчĕ хурав. – Чăвашсем сăран атă-пушмакпа çӳренĕ. Урана тăхăнма паха та илемлĕ хатĕр çĕлекенсем, кăçатă йăвалакан ăстасем пирĕн йăхташсем хушшинче уйрăмах нумай пулнă. Паян та палăрать вăл. Çăпатапа вĕсен çуклăх вăхăтĕнче ытти юнашар халăх çыннисемпе пĕр танах çӳреме тивнĕ", - терĕ Светлана Родионовна. Калаçу хăйнееĕр тепĕр пĕчĕк уява çаврăнчĕ – хăнасем чăваш халăх кĕпи-тумĕнчи тĕрĕ-эрешре тăтăш тĕл пулакан тĕссене сӳтсе яврĕç. Ку темăпа тахçанччен ытараймасăр калаçрĕç.
Светлана Иванова 32-мĕш çул Крестово-Городищири ача пахчинчи ĕç-пуçа илсе йĕркелесе пырать. Унсăр пуçне тата Чартаклă районĕнчи шкулчченхи вĕренӳ учрежденийĕ-сенче вăй хуракансен методика пĕрлешĕвĕн ертӳçи те вăл.
- Ман кукамай Дарья Митрофанова Вăрнар районĕнчи Çĕрпел (Янгорчино) ялĕнче çуралса ӳснĕ. Юрлама-ташлама ăстаскер вырăнти мĕнпур халăх сăмахлăхне асра тытнă. Унăн сăмахĕпе, йăмăкĕ Евгения Митрофанова хăйĕнчен те пултаруллăрах пулнă. Ăна хăватлă та илемлĕ сассине кура çĕршывăн тĕп хулинчен фольклор пуçтарма килнĕ культура ĕçченĕсем Мускава Пятницкий хорне юрлама илсе кайма тăнине каласа панăччĕ тăванăм. Шăллĕсене пăхакан кирлĕ тесе ашшĕ-амăшĕ хĕрне çичĕ юта яман. Еплерех пысăк артистка ятне тивĕçнĕ пулĕччĕ кукамай йăмăкĕ – Евгень акка, - аса илет Шуршăл тăрăхĕнче çуралнă Светлана Родионовна.
Вĕсен çемйинче тăван халăх еткерлĕхĕ – культурипе йăли-йĕрки, тумĕ, апачĕ – яланах хисепре пулнă. Çавăнпа пĕтĕмпех пĕлет те сумлă хăна, Чартаклă районĕнче ĕçлекен шкулчченхи вĕренӳ педагогĕ чăваш арчинче упранакан тум пирки.
С.Р.Иванова хавхалансах хăй пурăнакан ялти ача пахчи еплерех ĕçлени çинчен каласа пачĕ. Унта пурĕ 60 ача çӳрет. Кашни уява питĕ чаплă ирттерме тăрăшаççĕ вĕсем, шăпăрлансене Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен культурипе тата йăли-йĕркипе паллаштараççĕ, тĕн ыйтăвĕсене пĕлсе килĕшӳллĕн илсе пыраççĕ. Кун валли ушкăнсенче ятарлă кĕтессем пур. Нумаях пулмасть кунта Мелекесс тата Чартаклă епископĕ Диодор килсе кайнă. Ачасене православи тĕнĕн хăйнеевĕрлĕхĕсене уçса панă, ыйтусене хуравланă. Çак кунсенче кăна-ха «Семейное благополучие» семинар ача пахчин ĕçченĕсене пухнă. Унта ачисемпе ашшĕ-амăш, аслашшĕ-асламăш тата воспитательсен хушшинчи çирĕп çыхăнăва тишкернĕ, ăрусен çыхăнăвне пăхса тухнă. Çемье тĕреклĕ пултăр тесен унта пурăнакансен пурин те сывă пурнăç йĕркине пăхăнмаллине, хуть те мĕнле лару-тăрура ачасене патриотла ăс памаллине тимленĕ.
- Ачасене эпир ирсерен алă парса сывлăх сунатпăр, хăлхисене ырă çепĕç сăмахпа çеç «ăшăтма» тăрăшатпăр. Ялти шкулчченхи пĕлӳ çуртне хăна-мĕн пырсан сирĕн шăпăрлансем сывлăх та сунмаççĕ тени пулман халиччен. Ачасем пурте туслă, ырă кăмăллă, пултаруллă тата хаваслă. Вĕсене ырă тĕслĕх кăтартакансем вара, ĕçченлĕхе вĕрентекенсем эпир – аслисем. Çавăнпа та кĕрхи сӳрĕк çанталăкра ĕçе каяс умĕн наянлăха хывса шкапра хăваратпăр та йăл-кулăпа çĕкленӳллĕ кăмăл-туйăма «тăхăнатпăр». Вара ĕçе пикенетпĕр. Тумалли кунта нумай. Ача ӳстерекенсем çакна пĕлеççĕ. Ача пахчи çумĕнче кружоксем, çамрăк çемьесен пĕрлĕхĕсем ĕçлеççĕ. Ирпеле тĕпренчĕкне кам – ашшĕ е амăшĕ – илсе килнине уйрăм йĕркепе çырса пыратпăр эпир, ачисемпе кил хуçи те унăн арăмĕ те пĕрешкелех кăсăкланччăр тетпĕр. Паян ял-хулара, шел, çемье хаклăхĕ çухалса пыма пуçларĕ. Ашшĕсем çичĕ юта ĕçлеме тухса каяççĕ те, ăс параканĕсем – хĕрарăмсем çеç юлаççĕ. Ачасемшĕн вара иккĕшĕн хутшăнăвĕ, калаçăвĕ – паха. Вĕсене иккĕшĕн сăмахĕ те кирлĕ, - терĕ Светлана Родионовна.
 
Чартаклă районĕ.
 
: 169, Хаçат: 46 (1447), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: