Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăнлă районĕн пĕрремĕш Хисеплĕ гражданĕ Анатолий Юман поэт 85 çул тултарнă ятпа Чăваш Республикин Наци библиотеки ун пултарулăх каçне ирттерчĕ. Унта тĕрлĕ регионсенчен пынă паллă поэтсемпе çыравçăсем, общество хастарĕсем хутшăнчĕç. Библиотека ĕçченĕсем çакăнтах А.Юман кĕнекисен куравне йĕркеленĕ.
Тĕлпулу «Чăвашкасси» юрăпа пуçланчĕ (ун сăмахĕсене А.Юман çырнă). Уяв каçне ертсе пыракан – наци литератури тата библиографи пайĕнче ĕçлекен Варвара Григорьева – Юман кун-çулĕпе кĕскен паллаштарчĕ, унтан «Канаш» хаçатăн тĕп редакторне Н.Ларионова сăмах пачĕ. Чĕмпĕртен пынă хăна Юмана чăваш литературин тата хальхи саманан символĕ тесе хакларĕ, ун сăпайлăхĕ, çынлăхĕ çинче чарăнса тăчĕ. Çаплах вăл Анатолий Федоровича чăваш халăх поэчĕ ятне памалли ыйтăва çĕклерĕ, çынна пурăннă чухне хакламалла, чысламалла терĕ.
Чăваш халăх çыравçи Анатолий Кипеч Юманăн çырас ăсталăхĕ пирки калаçрĕ. Вăл ăна пысăка хурса хакларĕ, поэт чĕлхи сĕтеклĕ, сăнарлă, вăл илеме сăмахпа кăтартса пама пĕлет терĕ. Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Петр Сымкин журналист А.Юманпа çур ĕмĕр хушши туслă пулнине каларĕ, пĕрле килĕштерсе ĕçленине аса илчĕ. Чĕмпĕр чăвашĕсен Шупашкарти ентешлĕхĕн ертӳçи, «СВ-Пресс» издательство директорĕ Александр Вражкин Анатолий Федоровичра çынлăх нумаййине каларĕ, унран вĕренме тăрăшнине пĕлтерчĕ. Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ гражданĕ Валентина Тарават поэт тата çыравçă хăйне пултарулăх çулĕ çинче Юман чылай пулăшнине, чăваш литературине ун витĕмĕпе килнине çирĕплетрĕ. Тутарстан Республикинчи Нурлат хулинчен килнĕ хăна – Андриян Григорьев сăвăç аслă пиччĕшĕпе 20 çула яхăн каялла Çĕнĕ Малăклана Ваççа Аниççине халалланă уява пырсан паллашнине аса илчĕ, вăл та хăйĕн пултарулăх çулĕнче Юман пулăшнине каларĕ. Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Кудаков композитор Юманпа 1984 çулта Чăвашкассине И.Я.Яковлев кунне килсен паллашни çинче чарăнса тăчĕ, кайран вара иккĕшĕ нумай юрă çырнине пĕлтерчĕ. Вăл: «Юман сăввисенче – халăх чунĕ»,- тесе хакларĕ ун поэзине.
Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер те асаилӳ авăрне путрĕ.
-Юманăн «Телей сăпки» поэмине эпĕ ача чухнех журналта вуланă. Питĕ килĕ-шнĕччĕ вăл мана. Вăл шухăшсене йĕп çăрхи витĕр кăларса çырать. Ун 30 ытла сюжетлă поэма, сăвăлла роман та пур. Анатолий Юман – пирĕн литература пуянлăхĕ. Пĕррехинче çапла Ухсай Яккăвĕпе калаçатпăр. «Юман питĕ аван çырать. Вăл мĕншĕн Писательсен союзĕн членĕ мар/ Тумалла! Халех ларса рекомендаци çыр!»- терĕ Яков Гаврилович мана. Халĕ Юмана чăваш халăх поэчĕ ятне те памалли вăхăт çитнĕ ĕнтĕ. Тен, иртсе те кайрĕ пуль. Çак сумлă ята тивĕçлĕ вăл. Памалла! Çак ĕçе вĕçне çитермеллех!- терĕ Юрий Семенович.
«Тăван Атăл» журналăн редакторĕ Лидия Филиппова поэтăмăра чăваш чунĕллĕ çынсен шутне кĕртрĕ, ун поэзийĕнче çынлăх, чунлăх нумай тесе хакларĕ.Ульяновск облаçĕн культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Светлана Асамат юрăç тата сăвăç Анатолий Федровичăн «Чĕмпĕр чулĕ калаçать» кĕнекинчен темиçе куплет вуласа пачĕ. «Пăхăр-ха, мĕнле сăнарлă та илемлĕ çырать вăл!» - терĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче. Унтан юбиляра хăйĕн çĕнĕ кĕнекине парнелерĕ. Унта вăл: «Вĕçне çитме нумай юлман, халăх поэчĕ пултăр Юман!»-тесе çырса хунă.
Чăваш наци конгресĕн ятĕнчен ентешĕмĕре Михаил Краснов çыравçă саламларĕ. Вăл Юмана эсир халăх ятне çӳле çĕклетĕр, эпир сирĕнпе мухтанатпăр терĕ. Митта Ваçлей ячĕллĕ фонд ертӳçи Илле Иванов та Юмана хăйĕн вирлĕ сăмахĕпе тăван халăхшăн хăватлă ĕçсем тунине палăртрĕ, чăвашсен паллă поэчĕ Геннадий Айхи Анатолий Юман поэзине пысăка хунине аса илчĕ.
Çамрăк çыравçă Владислав Николаев аслă пиччĕшне: «Анатолий Юман – сăпайлăх палли. Эсир пирĕн хушăра пулни – телей»,- тесе хакларĕ, хăйĕн çĕнĕ юптарăвне вуласа пачĕ. Тутарстанри Пăва районĕнчи Шемек ялĕнчен килсе çитнĕ сăвăç Николай Дворов Юман вăл çынлăхĕпе хăватлă терĕ, хăйне пултарулăхра нумай пулăшнăшăн ăна тав турĕ. Çаплах вăл хăйĕн малтанхи икĕ кĕнекине «Канаш» хаçатра ĕçлекенсем кăларма пулăшнине аса илчĕ.
Библиотекăри наци литератури тата библиографи пайĕн пуçлăхĕ Галина Соловьева Анатолий Федоровича 85 çул тултарнă ятпа хĕрӳллĕн саламларĕ, малашне те унран çĕнĕ кĕнекесем кĕтнине пĕлтерчĕ. Çаплах вăл ăна салам адресĕ тата хăйсем кăларнă 2017 çулхи календаре парнелерĕ (унта Юман çинчен те çырнă).
Тĕлпулу питĕ ăшшăн иртрĕ, тухса калаçакансем, паллах, юбиляра пурте парне парса савăнтарчĕç. Çак шухăша вара кашни тухса калаçакан çирĕ-ппĕн палăртрĕ: Анатолий Юман чăваш çыравçисем хушшинче çулĕпе те чи асли, ăсталăхĕ те çӳллĕ шайра, вăл чăваш халăх поэчĕ ятне илме тахçанах пиçсе çитнĕ, çакна çывăх вăхăтрах пурнăçа кĕртмелле!
Юлашкинчен пухăннисем валли А.Юманпа Ю.Кудаков çырнă «Тăван Ен» юрă янăрарĕ.
 
Шупашкар хули.
 
: 169, Хаçат: 46 (1447), Категори: Тĕлпулу

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: