Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 45-мĕш номерте.)
 
Икĕ-виç кун ĕçлесен хăнăхманнипе каçчен ал-ура шутсăр ывăннине туйрăм. Анчах парăнмарăм, ĕç ушкăнĕ туслă, пуçлăхĕ уçă кăмăллă, илĕртӳллĕ сăн-питлĕ пулни мана пуçа усма памарĕ.
Анне тесен-и/ Малтанласа вăл мана нимĕн те каламарĕ. Йывăр алĕçне хăнăхманскер хăех пăрахать пулĕ терĕ пулас. Эпĕ вара кунран-кун çĕнĕ çĕре хăнăхса пытăм, юратса пăрахрăм. Часах официанта куçарчĕç, унтан хуçана пулăшакан пулса тăтăм. Пĕр сăмахпа каласан нимĕнле хура ĕçрен те хăрамарăм. Куллен çӳреме хăнăхнă тума, капăрлăхсене ахальлипе улăштартăм. Чашăк-тирĕк те çума тиветчĕ, урай та – модельсен агентствишĕн тунсăхлама вăхăт пулманпа пĕрехчĕ. Подиум тăрăх утасси манăн маррине тахçанах туйса илнĕ эп. Анне хистенипе çеç çӳренĕ. Вăл мана пуян упăшка туянтарасси пирки шухăшлама пăрахманнине пĕррехинче вăл телефонпа калаçнинчен тавçăртăм. Хальхинче вăл хĕрне кафери хура ĕçрен пăрас тесе банкирпа паллаштарма шухăшласа хунă иккен. Ăна ман сăнӳкерчĕ-ксене панă. Лешĕ тӳрех авланма шухăш тытнă курăнать. Ĕçрен таврăннă май çурт умĕнче кĕтсе тăракан пулчĕ. Кукша пуçлăскер хăй, пысăк кӳпшек хырăмлă. 50 çултан та тахçанах иртнĕ курăнать. Анне калашле, виçĕ хутчен çеç авланса уйрăлнăскер. Унăн мăшăрĕ пулма килĕшсен икĕ енлĕ килĕшӳ пулассине пĕлтерчĕ банк ĕçченĕ. Модель ĕçĕнче картлашкапа хăвăрт хăпарасси, пурăна-киле хамăн агентствăна йĕркелесси те мана шухăшлаттарма тивĕç иккен, манăн вара унпа тĕрлĕ ĕçлĕ тĕлпулусене çӳреме тивĕ.
Юлашки татăклă калаçу хыççăн килме пăрахрĕ. «Чиперккеçĕм, хӳхĕмскерĕм, ан васка, тарăн шухăшла, ĕç-пуç улшăнсан – шăнкăравла. Санăн çамрăк чух хăвăн илемӳпе туллин усă курса юлмалла. Манăн арăм пулсан çу çинчи чăкăт пек пурăнăн», - терĕ.
Эпĕ вара унăн сăмахĕсене хăлхана чикес вырăнне хамăн юратнă ĕçе васкарăм.
Пĕррехинче кафене хупас умĕн Сергей Борисовичпа (директора çапла чĕнеççĕ) иксĕмĕр çеç юлтăмăр. Эпĕ юлашки хăнасем хыççăн чашăк-тирĕк пуçтарса илтĕм те урай çуса тухрăм. Вăл барта тирпейлетчĕ.
Сасартăк пуçлăх кĕвве хытăрах ячĕ. Тĕттĕм пӳлĕме урамран çĕрлехи хула тĕсĕ кĕрет. Музыка каланă май кафене тĕрлĕ тĕслĕ çутă илемлетет. Чунра ырă-ырă. Савнă çын вăхăт-вăхăт куçăмран ăшшăн пăхать. Сергей аллăмран пырса тытрĕ.
- Эсĕ ниçта та васкамастăн-и, сарпикеçĕм/ - терĕ.
Унăн сасси çепĕççĕн, çăмăллăн илтĕнчĕ.
- Çук, - пулчĕ хурав.
Вăл пĕрре авланса уйрăлнине пĕлетĕп-ха. Мăшăрĕ пăрахса кайнине питĕ йывăррăн чăтса ирттернине те ĕçтешсенчен илтнĕ. Анчах та чĕрене хушма çук. Эпĕ ăна тахçантанпах юрататăп. Вăл та ман çине çепĕççĕн пăхнине асăрхаман мар-ха.
Çак каç хыççăн унпа тăтăш пĕрле пулма тытăнтăмăр. Ĕç хыççăн та уйрăлма васкамарăмăр.Сергей мана хăйĕн хваттерĕн çăраççине те пачĕ. Хуть хăш вăхăтра та ăна алăри хатĕр уçăпа уçса кĕме пултаратăн терĕ.
Пĕррехинче çапла савни таврăниччен маларах каçхи апат хатĕрлес тесе алăка уçса ятăм та – куçăмпа алшăллипе чĕркеннĕ çамрăк хĕрарăма пăраларăм.
-Эсир кам пулатăр вара/ - ним калама пĕлмесĕр ыйтрăм эп.
Сассăм çĕтрĕ. Ура вăйĕ пĕтрĕ.
- Эпĕ унăн мăшăрĕ... – тата темĕн каласшăнччĕ вăл, анчах та манăн малалла итлеме вăй-хал çитмерĕ.
Йĕре-йĕре киле епле çитнине те астумарăм эпĕ. Çак самантра ниепле те мĕншĕн малалла пурăнмаллине ăнланаймарăм . Юратнă çын сутăнчăклăхĕ çапса хуçрĕ мана.
Тепĕр кунне ĕçе те тухмарăм. Ман валли çĕнни тупăнĕ-ха тесе каферен кайма шухăшларăм.
Сергей икçĕр çирĕм икĕ хутчен те шăнкăравларĕ пуль. Ман вара çак самантра ун сассине илтес килмерĕ. Тепĕр тесен мĕншĕн вара арăмне халĕ те юратать пулсан мана хваттер çăраççине пачĕ вăл/ Ятне мăшкăллама-и/ Хĕртен кулма-и/ Çĕр ыйту канăç памарĕ айванскере, юратупа «суранланнăскере».
Аннерен пытарайăн-и/ Ун савăнăçĕ пичĕ çинче туххăмрах сăнарланчĕ. Хайхи банкир та иккĕмĕш куннех шăнкăравларĕ. Хальхинче эпĕ унăн арăмĕ пулма килĕшрĕм.
Васкарăм. Çав каçхинех кăмăл пăтраннипе аптрарăм. Аптекăна кайса килсен йывăр çын иккенне пĕлтĕм. Татах йĕтĕм. Йĕтĕм, йĕтĕм.
Пуçра çĕр тĕрлĕ сапаланчăк шухăш явăнчĕ. Чи малтан Сергейпа калаçса пăхас килчĕ. Ача ашшĕ вăл-çке. Мĕн тейĕ вăл çак хыпара пĕлсен/
Вăл вара каçхине хăй килех килчĕ. Анне кĕртесшĕн пулманнине хирĕç: «Сирĕн хĕре юрататăп, унсăр пурăнаймастăп», - терĕ.
Кĕç-вĕç атте пулассине илтсен савăннипе мана вĕçтерсе яратчĕ пуль. Алли çине илчĕ те тахçанччен çавăрчĕ. Савнийĕн пĕрремĕш арăмĕ япалисене илме кĕнĕ пулнă хваттерне, çула тухас умĕн душа кĕнĕ. Мана ăнлантарма пăхнă вăл – асту, ăçта унта итлеме/ Кӳреннĕ çӳлевĕç пек тапса сикнĕ эп.
Çав кунтан пуçласа çĕр çинче манран телейлĕ çын çук та пулĕ.
Банк пуçлăхĕ мана ăнланчĕ. Ахăртнех, ырă çын пулчĕ вăл, каçарчĕ. Сергейпе туй туса пĕрлешрĕмĕр. Çичĕ уйăхран Улăп евĕр паттăр ывăл çуралчĕ. Паян пирĕн çамрăк çемье мĕнпур кил-йышпа апатланма килекен çынсене тутлă çимепе сăйлассипе йĕркеленĕ услам ĕçне ертсе пырать. Мăшăр яланхиллех пуринпе те тарават. Вăхăчĕн ытларах пайне кафене халаллама тивсен те пире кӳрентересрен асăрханма та меслетсем тупать вăл. Çемйине хаклать, ватăлма пĕлмен хунямăшне те ăнланма тăрăшать. Çакăнтан ытла мĕн кирлĕ пире/ Юрату, ачашлăх, çепĕçлĕх. Ыттине веçех тупма, ăсталама пулать.
- Çакă пуль вăл – телей, - терĕм эп, - килĕшнĕ ĕç, юнашар юратнă хаклă çынсем пурри, пит-куç çуталса, тута кулса тăни. Ăшри ырă туйăмсене, чунри канăçлăха ыттисенчен пытарма çукки. Кирлех те марри.
Валентинăпа тата илем салонĕн ĕçченĕсемпе сывпуллашрăм та манăн тĕпчев ĕçĕ тата тепĕр историпе пуянланнипе кăмăллă пулса васкамасăр киле утрăм.
ххх
Кашни çынах хăй телейне хăй туптать тетпĕр пулсан та ăраскаллă пулассишĕн кĕрешме васкамастпăр эпир ытларах чухне, мĕнпурне шăпа çине йăвантаратпăр. Пур-çке нимĕнрен шикленмен, ăслă, телейлĕ çынсем. Пур. Телейлĕ пулма хăрамалла çеç мар...
 
Ульяновск хули.
 
: 192, Хаçат: 46 (1447), Категори: литература стр

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: