Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чӳкĕн 9-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Чăвашкассинчи Культура çуртĕнче пысăк уяв иртрĕ. Яла кино таврăнчĕ. Ĕлĕкхи пек киномеханик кăтартаканни мар, хальхи вăхăтри – модельли. Çĕнĕ кинозала чăнлăсем «Вучах» ят панă. Кун пекки районта пĕрремĕш. Иккĕмĕш Аслă Нагаткинра уçăлмалла. Ăна Чăнлă районĕнчи культура уйрăмĕ «Территория муниципального образования Ульяновской области как партнёр города Ульяновска – культурной столицы» пултарулăх проектпа регионри конкурсра çĕнсе илнĕ укçапа уçнă. Уява чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я. Яковлевăн кĕçĕн мăнукĕ, РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ В. В. Павлов килсе çитнĕ.
Уява районти культура уйрăмĕн ертӳçи И.М. Фролова уçрĕ.
-Мĕншĕн кинозала эпир чи малтан Чăвашкасси ялĕнче йĕркелеме шутларăмăр? Мĕншĕн тесен кунти шкула И.Я. Яковлев уçнă, Чăвашкассинчен паллă çынсем тухнă, ку ялта ĕçчен те ырă çынсем пурăнаççĕ,- тесе вăл сцена çине «Ульяновск-Кинофонд» директорне Лидия Саурована сăмах пачĕ.
-Хулара культура вăйлă, çăлкуç пек тапса тăрать, шел, ялта аплах мар. Ниçта тухма çукки пирки ял çынни пушă вăхăтне телевизор умĕнче ирттерет. Малашне ватти-вĕтти те Культура çуртне пырса ентешĕсемпе курнăçма, кино курса савăнма пултартăр тесе эпир халĕ ялсенче çакăн пек кинозалсем уçасшăн,- терĕ вăл пурне те саламласа.
- Пирĕн района тата çак илемлĕ яла чăвашсен Патриархĕн кĕçĕн мăнукĕ Владимир Всеволодович килни пирĕншĕн питĕ пысăк савăнăç. Кашнин паян унпа калаçма май пур,- пуçларĕ хăй сăмахне район пуçлăхĕ Ханяфи Рамазанов. - Чăвашкасси ялĕнче Яковлев кунĕсем ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Çак кун уява ватти те, вĕтти те пуçтарăнать. Поэтсемпе писательсем, композиторсемпе артистсем пуçтарăнса хăйсен пултарулăхĕсене кăтартаççĕ. Çĕнĕ кинозал уçăлни чăвашкассисене тата çывăхланма, тавракурăмне анлăлатма пулăшĕ.
Ханяфи Валиевич проекта хутшăнакансене: Т.М. Ившинана (кĕпĕрнаттăра пулăшаканĕ), Л.М. Саурована, И.М. Фролована Тав хучĕсем тата хаклă хăнана Владимир Павлова Тав хучĕ тата парне парса чысларĕ.
Унтан Владимир Павлов актёра сăмах пачĕç. Вăл кĕскен хăй çинчен каласа пачĕ. Владимир Павлов – Иван Яковлевичăн хĕрĕн Лидийăн мăнукĕ. 1940 çулта çуралнă. 1968 çулта ГИТИСра актёр специальноçне илнĕ. Студент çулĕсенчех ăна Мускаври М.Н. Ермолова ячĕллĕ драма театрне ĕçлеме йышăннă. Театрта вылянисĕр пуçне вăл «Контрабанда», «Следствие ведут знатоки», «ДМБ-002» кинофильмсенче ӳкерĕннĕ. Унăн тăватă ача. Виççĕшĕ аслă вĕренӳ заведенийĕсенече вĕренеççĕ. Асли 35 çулта – географ.
-Эпĕ те мăн асаттем çырса хăварнă Халала пăхăнса пурăнатăп, Турра шанатăп. Паян акă вăл килсе çӳренĕ тăрăхра пулса курма май пулнишĕн чĕререн савăнатăп, мана чĕннĕшĕн, ăшă йышăннăшăн пысăк тав. Çакăн пек мероприятие хатĕрлекенсен умĕнче пуçăма таятăп,- терĕ вăл.
Концерт программине Аслă Нагаткинри халăх хорĕн ушкăнĕ уçрĕ. Хаваслă юррисемпе Шупашкартан килнĕ «Асамат» шоу-ушкăн (ертӳçи Леонид Антонов), Ирина Шинжаева, Алина Михайлова юрăçсем тата çăмăл ташшисемпе ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕсем Иринăпа Геннадий Эккемеевсем савăнтарчĕç.
Концерт хыççăн пухăннисем «Что нам завещал Патриарх» документлă фильм курчĕç. Текстне Владимир Павлов сасăлатнă. Ăна вăл Мускавран илсе килнĕ, Ульяновскри кинофонда парнелерĕ. Фильм чăвашсен тертлĕ кун-çулĕ, Иван Яковлевăн çăмăл мар пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа парать. Çăпаталлă чăвашсем ырхан лашисемпе суха тунине, тăпачăпа (çапуççи) кĕлте çапнине, сӳс тылланине, тĕттĕм чăвашсен кил-çуртне кăтартакан сасăсăр кадрсем залра ларакансен чĕрисене хускатрĕç. Фильм вĕçленсен халăх Яковлевăн кĕçĕн мăнукне ура çине тăрса, алă çупса тав турĕ.
 
: 883, Хаçат: 46 (1138), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: