Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ноябрĕн 16-17-мĕшĕсенче РФ ăслăлăх тата вĕренӳ министерстви хавхалантарнипе Федераллă вĕренӳ институтĕнче тăван чĕлхене (çав шутрах вырăс чĕлхи те) илсе пыракан пĕтĕм Раççей вĕрентӳçисен маçтăр-класĕ иртнĕ.
Куçăмлă тапхăрта хăйĕн ăсталăхĕпе çĕршыври 32 регионтан 41 вĕрентекен паллаштарнă. Жюри ĕçне Мускаври патшалăх педагогика университечĕн ăсчахĕсем, аслă шкулсенче этнолингвистика пайне йĕркелесе ертсе пыракан паллă специалистсем хутшăннă.
Ульяновскран ку хăйнеевĕр ăмăртăва 21-мĕш вăтам шкул вĕрентекенĕ, чăваш чĕлхипе, культурипе, йăли-йĕркипе тата пуплевĕпе кружок ертсе пыракан Ю.А.Серебрякова кайнă. «Халăх алăсталăхĕ» темăпа маçтăр-класс ирттернĕ, уçă урок панă. Икĕ кун пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Юлия Александровна «Учитель-мастер» номинацире çĕнтернĕ, кубок, Диплом тата асăнмалăх парне çĕнсе илнĕ.
Çавра сĕтел вăхăтĕнче тăван чĕлхепе (вырăс чĕлхи те çав йышрах) литература вĕрентӳçисен тетелти пĕрлĕхне йĕркелеме йышăннă. Ассоциаци йĕркелӳçисен канашне пирĕн Юлия Серебрякова та кĕнĕ.
Юлия Александровна хăйне чăваш тумĕпе тата капăрлăхĕпе тивĕçтернĕ хĕрарăмсене – Елена Уресметована, Елена Мустаевана тата 21-мĕш шкул администрацине тав тăвать. "Кун пек хавхалантару ушкăнĕпе çĕнтерĕве çывхартма çăмăл пулчĕ", - терĕ вăл.
 
: 30, Хаçат: 47 (1448), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: