Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри «Киндяковка» Культура керменĕнче чăвашсен йăлана кĕнĕ Кĕрсăри уявĕ иртрĕ. Кăçал вăл 17-мĕш хут пулчĕ, ăна Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕпе Чăваш культура центрĕ йĕркелерĕç.
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăрпа Михаил Игнатьев элтепер алă пусса çирĕплетнĕ килĕшӳ тăрăх Ульяновск облаçĕпе Чăваш Республики экономикăра, культурăра тата спортра пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлемелле, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалла. Килĕшĕве пурнăçа кĕртессипе Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ уйрăмах пысăк ĕçсем туса ирттерет. Юлашки икĕ çулта йăлана кĕнĕ чăвашсен авалхи Кĕрсăри уявне те икĕ регион хушшинчи культура çыхăнăвне çирĕплетессипе тата аталантарассипе йĕркелет. Иртнĕ çул пире Кĕрсăрире Чăваш Республикинчи Элĕк районĕнчи (вирьял чăвашĕсем) «Валинкке» ансамбльпе паллашма тӳр килнĕччĕ. Кăçал чĕмпĕрсем анатри чăвашсен пултарулăхĕпе киленчĕç – Елчĕк районĕнчи Патреккелĕнчи «Хамăрьял» ансамбль, Алина Выйгетова, Геннадий Борисов юрă-ташă саламне илсе килчĕç.
«Хамăрьял» ансамбль йĕркеленни 95 çул. Вĕсенчен 50 çулне ăна Геннадий Борисов ертсе пырать, 1967 çултанпа ансамбль халăх ячĕпе çӳрет.
Кĕрсăри – чăвашсемшĕн паллă та чыслă уяв. Мĕн авалтан ăна йăхташăмăрсем кĕрхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн çĕнĕ тухăçăн пахалăхне тĕрĕслес, ĕçе вĕçленине палăртас тата тăвансемпе курнăçса савăнас тĕллевпе ирттернĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕсем сĕтел тулли тутлă çиме пĕçернĕ, кăпăклă сăра вĕретнĕ, хаклă хăнасене чĕннĕ.
Кĕрсăрин чăн йăлисене чĕмпĕрсем те пăхăнса уявлаççĕ. Культура керменне кĕрсенех савăнăçлă лару-тăрăва кĕрсе ӳкетĕн. Уява килнисене фойере икĕ ансамбль ташласа-юрласа кĕтсе илчĕ: Чăнлă районĕнчи Садки ялĕнчи «Укăлча» тата «Киндяковка» Культура керменĕ çумĕнчи «Илем».
Кунта кашни çулах сăра ăстисен конкурсĕ иртет. Конкурса хутшăннисем сăра вĕретме кăна пĕлмелле мар, чăваш апат-çимĕçне мĕнле хатĕрлемеллине те кăтартса памалла, хăнасене те тарават кĕтсе илме пĕлмелле.
Кăçалхи уявра сăра ăстисен конкурсне улттăн хутшăнчĕç: Антонина Стратонова, Елизавета Улюкина, Люция Улендеева, Раиса Ухлюкова, Галина Галкина, Зоя Рейтер. Вĕсем тĕрлĕ çĕрте çуралса ӳснĕ (Чăваш Енре, Тутарстанри Пăва, Çĕпрел районĕсенче, Ульяновск облаçĕнче) амăшĕн сăра вĕретес ăсталăхне вĕренсе юлса паян куна çитернĕ ăстасем. Пĕр рецептпа вĕретсен те кашни кил хуçи хĕрарăмĕн сăри хăйне евĕр пулать, пурпĕр тути урăхларах тухать.
Яланхи пекех уява Чăваш Республикинчи «Букет Чувашии» хутшăнчĕ. Килнисем тӳлевсĕрех вĕсен сăрине тутанчĕç. Ку яваплă ĕçе хăй çине Наталья Новоселец ăстаçă илчĕ. Вăл кашнине пай çитерме тăрăшрĕ.
Сăра ăстисен пултарулăхне кăçал хăйсем те чăваш халăх ĕçмине вĕретме пĕлекенсем, çавăнпа та тĕрĕс хак пама пултаракан УОЧНКА çумĕнчи Хĕрарăмсен канашĕн пайташĕсем хак пачĕç. Жюри председателĕ – Хĕрарăмсен канашĕн пуçлăхĕ Елена Уресметова – чи тарават кил хуçи хĕрарăмĕ валли ятарлă парне те хатĕрлерĕ.
- Конкурса хутшăннă кашни хĕрарăмăн (кăçал арçынсем хутшăнма ĕлкĕреймерĕç, заявкăна вăхăтра параймарĕç) сĕтелĕ чăваш апат-çимĕçĕпе пуян пулчĕ. Конкурсанткăсенчен чи аслисем – Антонина Стратоновапа (82 çулта) Елизавета Улюкина (77 çулта) хăйсен куравне чăваш тĕррипе илемлетнĕ. Ку енĕпе Раиса Ухлюкова та палăрчĕ. Çитменнине, вăл икĕ тĕрлĕ сăра вĕретнĕ, пĕри пыл сăриччĕ. Вăл тата тăм чӳлмекпе шаркку та пĕçерсе килнĕ. Галина Галкина вĕретнĕ Тăхăрьял сăрине те палăртмалла.
Мана уйрăмах Чăвашкассинчен килсе çитнĕ Люция Улендеева мĕнле хатĕрленни килĕшрĕ. Вăл чăн-чăн чăваш хĕрарăмĕ, ал ăсти пулни сĕтелĕ çине пăхсанах паллă пулчĕ. Мĕн кăна пĕçермен пултаруллă чăваш хĕрарăмĕ: тĕрлĕ тĕслĕ пӳремеч, кукли, йăва, шăрттан, тăварак çу, турăх, чăваш окрошки. Каласа пĕтерме те çук. Кашнин ятне пĕлет, мĕнле пĕçермеллине каласа кăтартма пултарать. Люция Владимировна вĕретсе килнĕ сăра чăннипех кăпăклă та техĕмлĕччĕ. Маттур, питĕ килĕшрĕ мана вăл. Çавăнпа та Хĕрарăмсен канашĕн ятарлă парнине вăл чăннипех тивĕçлĕ тесе шутлатăп. Çав вăхăтра ытти ăстасем начар хатĕрленнĕ тесе каламастăп. Кашни конкурсант уйрăм номинаци çĕнтерӳçи: "Кăпăклă сăра", "Çутă сăра", "Хăмлаллă сăра", "Техĕмлĕ сăра", "Пылак сăра", "Çăра сăра". Чăваш хĕрарăмĕсенчен пултаруллăраххисем тата пур-ши/ - терĕ пĕтĕмлетсе Елена Уресметова.
Елчĕк тăрăхĕнчен килнĕ хăнасене – Елчĕк район администрацийĕнчи культура пайĕн пуçлăхне Антонина Александрована, ансамбль ертӳçине Геннадий Борисова, Кĕрсăрине килнĕ ентешĕмĕрсене сцена çинчен Ульяновск хула мэрĕн пĕрремĕш çумĕ Вадим Андреев, УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев саламларĕç. Икĕ регион хушшинчи туслăха çирĕплетнĕшĕн Антонина Александрована УОЧНКА Хисеп хучĕпе, «Хамăрьял» ансамбле Ульяновск хула мэрийĕн Тав çырăвĕ-пе, хаклă парнесемпе чысларĕç.
- Эпĕ чăвашсем çав тери ĕçчен халăх пулнине пĕлнĕ, хам куçпа хам курнă. Паян вара эпĕ ку халăх ĕçлеме кăна мар, савăнма та пĕлнине куртăм. Сирĕн апат-çимĕç пуянлăхне те хальччен курманччĕ. Миçе тĕрлĕ çимĕç пĕçереççĕ иккен чăваш хĕрарăмĕ-сем. Чыс та мухтав сире! Малашне те çавăн пек туслă пурăнăр, регионсем хушшинчи çыхăнăва та çирĕплетĕр, - терĕ Вадим Иванович.
Сăра ăстисене сцена çинчен Елена Уресметова, Вадим Андреев тата Олег Мустаев чысларĕç, УОЧНКА хатĕрленĕ ятарлă хаклă парнесем, дипломсем пачĕç.
Кĕрсăри куракансен кăмăлне кайни артистсене сцена çинчен ямасăр алă çупнинчен курăнчĕ. «Чăн-чăн чăваш сăрипе апат-çимĕçне те тутантăмăр, концерчĕ те питĕ килĕшрĕ. Шел, «Киндяковка» Культура керменĕн залĕ пĕчĕкрех пулнипе нумайăшĕн каялла кайма тиврĕ. Мĕнле уява лекеймерĕç! Çитес çул Кĕрсăрине пысăкрах керменте ирттермелле», - пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса килнелле утрĕ саланакан халăх.
 
: 35, Хаçат: 47 (1448), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: