Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
- Ачам, килте çăнăх пĕтрĕ. Паян çăкăр пĕçерме те кӳршĕри Анук тăхлачăран пĕр витре кивçен илсе килтĕм. Эсĕ паян армана кайса пĕр михĕ ыраш авăртса кил-ха. Эпĕ Петĕр йыснупа калаçса татăлтăм. Вăл халь колхоз арманĕнче ĕçлет. Ир кӳлĕм пире те авăртса пама шантарчĕ, - терĕ Хветуç аппа çак эрнере кăна хĕсметрен таврăннă Сашук ывăлне. - Ав шкапра хăнасенчен юлнă çур литр сăмакун ларать. Ăна хăвпа пĕрле ил, йыснуна хăна ту. Вăл пĕр черкке эрехсĕр нимĕн те туса парас çук. Тулли кĕленчене кăтартсан хаваспах çăнăх авăртса парĕ.
- Юрĕ, анне. Акă каçхи апат çийĕп те пĕр михĕ ыраша çăмăл çунапах армана илсе çитерĕп, лаша та кирлĕ пулмĕ. Ирхине хатĕр çăнăха киле илсе килĕп, хуравларĕ Сашук юратнă амăшне хулпуççийĕнчен ыталаса.
Çил арманĕ Сашук ялĕнчен инçе мар. Такăр çулпа çур сехетрех вырăна çитме пулать. Каç пулас умĕн Сашук ыраш тултарнă миххине çăмăл çуна çине вырнаçтарса хучĕ, амăшĕ панă эрех кĕленчине кĕсйине чиксе армана тухса утрĕ.
Урамра раштав сиввисем тăраççĕ. Каçа хирĕç пушшех те сивĕтсе ячĕ. Çурçĕр енчен кассăн-кассăн вичкĕн çил вĕрет. Салтак тумĕ ăшă пулсан та сивĕ çан-çурăма самаях çӳçентерет. Çиле хирĕç утма çăмăл мар, пит-куçа тăм илесрен те сыхланмалла. Çитменнине, çунана сăрталла сĕтĕрмелле. Армана юриех сăрт çине лартнă ĕнтĕ. Паллă, сăртра ялан çил вĕрет, çавăнпа арман пĕр кун та ĕçсĕр лармасть.
Урамра сивĕ пулсан та армана çитнĕ çĕре Сашукăн çамки вĕри тарпа хупланчĕ.
Тĕттĕмленчĕ ĕнтĕ. Лапра ларакан пĕчĕк ял урамĕнче пăрпа хупланнă пĕчĕк чӳречесенчен унта-кунта краççын лампин тĕксĕм çути курăнать. Сайра хутра шăнса кӳтнĕ йытă вĕрни илтĕнет. Ял лăпланнă. Хĕлле ял çынни ир çывăрма выртать. Çапла çав, мĕн ахальтен краççына пĕр усăсăр çунтармалла/
Арманта халăх нумай мар. Çил йĕркеллĕ вĕрсен ир кӳлĕм арман халăхĕ хатĕр çăнăхĕсене килĕсене сĕтĕрме пуçлать. Çав ĕмĕтсемпе Сашук йывăр миххе армана сĕтĕрсе кĕчĕ, арман хуçи кăтартнă вырăна майлаштарса лартрĕ. Унтан тулли эрех кĕленчине йыснăшне тыттарчĕ. Хаклă парнешĕн савăннă йыснăшĕ катăк шăлĕсене кăтартса йăл кулса илчĕ. Вăрçăра аманнă пĕртен-пĕр куçне мăчлаттарса илчĕ. Пурте йĕркеллĕ пулать, тăванăм, тенине пĕлтерчĕ ĕнтĕ çакă.
Сашукăн йыснăшĕ, Уçăп Петĕрĕ, темиçе çул ĕнтĕ арман хуçинче ĕçлет. Унăн вăрăм сухалĕпе пĕркеленнĕ пичĕ çăнăх тусанне пула шап-шурă шуралнă. Пичĕ варринче хĕрлĕ сăмсин вĕçĕ тăсăлса тăрать, ун айĕнчи мăйăхĕ пăрланнă пек. Кунта пĕлме те çук: те хытă шăннă вăл, те ялан эрех ĕçнипе сăмси хĕрлĕ.
Кăлтăр-кăлтăр, кăлтăр-кăлтăр ерипен çаврăнать йывăр чул тырă пĕрчисене вĕтетсе. Таканаран йывăç лара пĕр вĕçĕм ăшă çăнăх юхать. Тин çеç юхса аннă çăнăх тутлă шăршă сарать, сивĕре унăн хăвачĕ татах та ӳсет, сăмсана кăтăклать. Эй, мĕнле аван иккен хĕлле çил арманĕнче!
Арман хуçи тыттарнă хут таткине Сашук кĕсйине чиксе хучĕ те арман çуртне кĕчĕ. Унта та сивĕ, тĕттĕм. Маччаран кĕленчесĕр «чĕпĕ куçĕ» çакса янă . Аран-аран сĕтел тавра ларса тухнă арçынсене курма май парать. Вăхăт часрах ирттĕр тесе вĕсем картла выляççĕ иккен. Сарлака, сивĕ кăмака хыçĕнче пĕр арçын улăп ыйхине путнă, тĕлĕкĕнче темĕн калаçать. Сасартăк вăл сиксе тăчĕ, хытса кайнă урисене çемçетесшĕн пулса пĕр вырăнта сиккелеме пуçларĕ. Каланча Иванĕ пулчĕ иккен ку арçын. Вăл та çăнăх авăртма килнĕ, анчах черечĕ çитеймен-ха. «Каланча» тесе ăна ялти вичкĕн чĕлхеллĕ çынсем ят панă-ха, пĕвĕпе ытла çӳллĕ пулнипе. Çӳллĕшĕпе Иван икĕ метртан та иртет. Каланча тенĕшĕн Иван çилленмест. Пĕр енчен тĕрĕс те, тепĕр енчен Сашуксен ялĕнче пĕр арçын та урамра панă ятсăр çӳремест. Йăли çапла ĕнтĕ Тăхăрьял таврашĕнче.
Каланча Иванĕ Сашукăн кӳрши те, аякри тăванĕ те пулать.
- А-а-а, салтак та кунтах иккен! – кăшкăрсах ячĕ шӳтлеме юратакан Иван салтак тумне тăхăннă Сашука курсан. – Эсĕ, шăллăм, хĕр шыратăн пулсан çил арманне мар, кӳршĕ ял клубне кай. Унта кашни каçах кино çавăрттараççĕ, каччăсемпе хĕрсем пуçтарăнаççĕ, танцы-манцы ирттереççĕ, ташласа, юрласа савăнаççĕ. Санăн вĕсемпе пĕрле пулмалла, хăв валли арăм шырамалла.
Каланча Иванĕ кĕреçе пек сарлака ал лаппипе Сашук аллине çавăрса тытрĕ те хытăн чăмăртарĕ. Çакна кĕтмен каччă аллине ыраттарнипе йынăшса илчĕ. Иван кунта та йĕкĕлтемесĕр тӳсеймерĕ:
- Мĕн, хĕсметре айван çитерчĕç-им/ Куратăп, пачах вăю çук. Ватă çын ал тытнине те чăтаймастăн!
Сашук кӳрши чăнласах çӳллĕ те патвар арçын. Ун пек паттăра Тăхăрьял таврашĕнче урăх тупас та çук. Иван аллăсенчен каçнă, тăватă çул тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă, темиçе хутчен аманнă. Берлин хулине илнĕ çĕре те хутшăннă. Шел, шăп Çĕнтерӳ кунĕнче пĕр урине çухатнă. Халь унăн ура вырăнне килĕнче хатĕ-рленĕ йывăç протез çакăнса тăрать, утнă чухне вăл вĕçĕмсĕр чĕриклетет. Инвалид пулсан та Иван килĕнче лармасть, колхоз ферминче вăй хурать, выльăх-чĕрĕх валли лашапа апат турттарать. Вăрçă паттăрĕ трактор çине те, машина çине те ларса пăхрĕ, анчах хăрах урапа хурçă утсене парăнтараймарĕ.
Каланча Иванĕ таврара паллă çын. Вăл Пăва районĕнче иртекен Акатуйсене те хутшăнать, çамрăксене хирĕç кĕрешме тухать, çулсерен пысăк парнесем илет. Таврари çамрăксем унпа вăй виçме шикленеççĕ, аякран килнĕ хăнасем кăна йывăç ураллă инвалид çине йĕкĕлтешсе пăхаççĕ. Хăйсене çĕр çине çавăрса çапнă хыççăн тин пĕççисене шарт çапаççĕ.
Вăрçăра тĕрлĕ пулать. Юлташĕсем каланă тăрăх, Иван унта та пĕрре кăна мар паттăрлăх кăтартнă.
Пĕррехинче вăл тыткăна лекнĕ нимĕç офицерне чутах хĕстерсе вĕлермест. Лешне аран хăтарса хăварнă. Тепрехинче разведкăна «чĕлхе» тытма кайнă Иванпа икĕ юлташĕ пысăк чинлă нимĕçе тыткăна илнĕ. Çула май чăтлăха пытарса лартнă нимĕçсен туппине хамăр енне сĕтĕрсе килнĕ, часовойне те хăйсенчен хăварман. Çак паттăрлăхшăн Иванпа юлташĕсене пысăк награда панă.
Каланча Иванĕ паллă уявсенче салтак гимнастеркине тăхăнать. Унăн сарлака кăкăрне медальсемпе орденсем илемлетеççĕ.
Иван халĕ те ĕлĕкхи вăйне çухатман-ха. Юлташла тавлашусенче вăл колхоз тракторĕсемпе машинисене çăмăллăнах вырăнтан вырăна куçарса хурать.
- Ну, шăллăм, каласа пар-ха ху çинчен. Мĕнле хулара, мĕнле чаçра ирттертĕн службăна/ - терĕ вăл хăй пекех мăнаçлă сассипе.
Сашук хĕсметре Германире тăнине тата артиллерист пулнине пĕлсен Иван пушшех те савăнчĕ. Вăрçăра вăл хăй те артиллерист пулнă иккен. Иккĕшĕ те пĕр хуласенче пулнă, пĕр çулсемпе утнă. Уйрăмлăхĕ те пысăк мар, пурĕ те вунă çул кăна иртнĕ вăрçă хыççăн.
- Çамрăк шухăшсем мĕнлерех тата/ Кăмăлланă хĕрӳ пур-и/ Авланма шухăш çук-и/ - пĕлесшĕн пулчĕ Иван. - Эпир çамрăк чухне хĕсметрен таврăнсанах авланса çемье çавăрма, пăянампа хуньăм килне хăнана çӳреме васкаттăмăр. Мана хамах илер, Аслă вăрçăран таврăнсан виçĕ кунтанах кӳршĕ хĕрне анне килне илсе килтĕм. Туйне те, ытти ĕçки-çикине те туман, пурнăç ытла йывăрччĕ вăрçă хыççăн. Нумай та вăхăт иртмерĕ – мăшăрпа пилĕк ача çуратрăмăр. Вĕренес шухăшăм та пурччĕ çамрăк чухне, анчах ăçта унта... Çемьеллĕ пулсан ачи-пăчине тăрантармалла, çийĕсене тăхăнтартмалла, çĕнĕ çурт лартмалла. Вĕренес шухăш таçта кайса çухалчĕ. Çителĕклĕ пĕлӳсĕрех юлтăм, çавна пулах паян вăкăр хӳрине пĕтĕрсе пурăнатăп.
Хӳре пирки Иван ӳстеререх каларĕ-ха. Колхозра тахçанах кастарнă вăкăрсем çук, йывăр ĕçре тракторсемпе те лашасене кӳлнĕ. Ĕнтĕ лашисем те самай сахалланнă темелле.
- Манăн, Иван кукка, хальлĕхе юратнă хĕр те çук-ха. Паллашма ĕлкĕ-реймерĕм, авланас пирки пуçа шухăш та кĕмен-ха.
- Хе-хе-е, шăллăм. Ватă çынна ан култар-ха. Паян хĕрсем кашни утăмрах. Кăмăлу пулсан паллашма та, авланма та вăхăт тупăнать. Сан пек каччăшăн сахал мар хĕр вĕри чĕрине çунтарать пуль-ха, - йĕкĕлтешрĕ Сашук кӳрши.
- Хальлĕхе, Иван кукка, манăн шухăш-кăмăл урăхларах. Эпĕ Чĕмпĕре кайса ĕçе вырнаçасшăн. Хулара çамрăксем валли каçхи шкулсем те пур теççĕ, унта вăтам пĕлӳ илме пулать. Алăра аттестат пулсан ялхуçалăх институтне вĕренме кĕме ĕмĕтленетĕп. Пысăк пĕлӳ илсе тăван яла агроном пулса килесшĕн. Юрататăп эпĕ çĕр ĕçне.
- Тĕрĕс шухăшлатăн, тăванăм, мухтатăп. Авланма пысăк ăс кирлĕ мар. Малтан пĕлӳ илсе пурнăç картине кĕмелле, унтан çемье те çавăрма пулать. Тăван яла таврăнас енĕпе те тĕрĕс шухăшлатăн. Пирĕн хуçалăхра та вĕреннĕ çынсем кирлĕ. Эпĕ вăхăтра вĕренеймерĕм çав, пурнăç йывăр пулчĕ. Эс вара вĕрен, ĕмĕтӳсем пысăк, чыслă. Телей, çĕнтерӳ сунатăп!
Тата темиçе минутран Иванăн авăртма черет çитрĕ пулас, вăл васкасах армана тухса утрĕ. Ирпе Сашук та хатĕр çăнăхне çуна çине вырнаçтарса ялалла уттарчĕ. Анаталла йывăр çуна та çăмăллăн шуса пычĕ.
 
Майна районĕ.
 
: 34, Хаçат: 47 (1448), Категори: вулакансен пултарулaхe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: