Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тĕллев: ачасене культурăна, гигиенăна вĕрентесси, сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси.
Задачăсем:
- хай тĕллĕн аллисене çуса алшăллипе типĕтме хăнăхтарасси. Çаплах пуçа турапа турама, шăл тасатма, алшăллипе усă курма вĕрентессине çирĕплетни. Таса та тирпейлĕ пулма, ыттисене тĕслĕх кăтартма вĕрентесси*
- аслăрах ачасемпе хутшăнма хăнăхтарасси. Çĕнĕ сăмахсем вĕренесси, «вараланчăк», «таса» сăмахсене ачасен калаçăвне кĕртесси* харпăр гигиени япалисен ячĕсене астуса юлтарасси – шăл тасатмалли щетка, тура, супăнь.
Вĕрентӳ облаçĕ: «Сывлăх», «Хутшăну».
Педагог ачасемпе малтан тумалли ĕçсем: ачасемпе сывă пурнăç йĕрки çинчен калаçни* иллюстрацисем курни* хайлавсем вулани («Мойдодыр», К.Чуковский* «Юля-чистюля», М.Лебедева* «Маша обедает», Т.Спендиарова)* культура тата гигиена пĕлĕвĕсене каларăшсем урлă çирĕ-плетесси – «Наша Машамаленька», «Ладушки-ладушки», «Ой, лады-лады-лады», «Как у нашего кота», «Чистая водичка» тата ытти те.
Педагог ĕçĕ: методика литературине тĕпчени* Вараланчăк ятлă пукане хатĕ-рлени* оборудовани суйласа хуни.
Методика мелĕсем:
Кĕтмен самант тăвасси – Вараланчăк тата Антон килни* йывăр самант туни – Антона çăвăнма вĕрентмен* воспитателĕн тата ачасен ĕçĕ* ăнлантарни* сăвăсем, каларăшсем, култармăшсем вулани.
Материал тата оборудовани:
Алă çăвас ĕç мĕнле пыни* гигиена хатĕрĕсемпе тултарнă тĕлĕнмелле хутаç* пукане.
Мероприятие ирттерекен вырăн: ушкăн.
Хутшăнакансем: кĕçĕн ушкăн ачисем.
 
Вĕрентӳ ĕçĕ – «Эпир акă мĕн тума пĕлетпĕр!»
(Воспитатель ачасене чĕнсе илет те вараланчăк пуканене кăтартать.)
Воспитатель: (ачасене) Ачасем, эсир çак арçын ачана пĕлетĕр-и/ Пăхăр-ха, мĕнле вараланса пĕтнĕ вăл! Пирĕн ушкăнра ун пеккисем çук вĕт, тĕрĕс-и/
Воспитатель: (пуканене) Эс мĕн ятлă/
Воспитатель: (Антон пек пулса) Мана Антон тесе чĕнеççĕ.
Воспитатель: Эсĕ мĕншĕн вараланса пĕтнĕ/ Эсĕ мăрье хăрăмне тасатаканран та хурарах вĕт. Ачасем, эсир çакăн пек вараланчăк ачапа выляма килĕшетĕр-и/
Ачасем: Çук! Çук!
Воспитатель: Пирĕн садика таса та тирпейлĕ ачасем кăна çӳреççĕ. Тĕрĕс-и, ачасем/
Ачасем: Çапла!
Воспитатель: (вараланчăк еннелле çаврăнса) Хуравла-ха, эсĕ ача садне мĕншĕн хура алăпа килтĕн/ (Вараланчăк хăйĕн хăлхинчен пăшăлтатса каланă пек тăвать.) Мĕн тетĕн/ Эсĕ алă çума пĕлместĕн-и/
Воспитатель: Ачасем, ку арçын ачана шел. Ăна никам та алă çума вĕрентмен. Атьăр эпир ăна вĕрентетпĕр. Унтан вара вăл таса пулать. Килĕшетĕр-и/
Ачасем: Килĕшетпĕр! Пулăшатпăр!
Воспитатель: Ачасем, акă ман алăра тĕлĕнтермĕш хутаç, унта мĕскер-тĕр пур.
 
«Тĕлĕнтермĕш хутаç» вăйă
(Ачасем хутаçран супăнь, алшăлли, тура, шăл тасатмалли щетка туртса кăлараççĕ, вĕсене аллипе тытса хыпашлаççĕ, шăршласа пăхаççĕ те ячĕсене калаççĕ. Воспитатель ачасене çак япаласем мĕн тума кирлĕ тесе ыйту парать.)
Воспитатель: (Антона калать.) Антоша, эсĕ çынсене таса тата тирпейлĕ пулма миçе япала кирлине ăнлантăн-и/ Супăнь, алшăлли, тура, шăл тасатмалли щетка.
Физкультура минучĕ (ачасем сывă пурнăç йĕрки çинчен сăвă калаççĕ):
Супăньпе шăши çăвăннă,
Кашни пӳрнине – ретпе.
Пуç пӳрнине вăл йĕпетнĕ
Шур супăнь кăпăкĕпе.
 
Шĕвĕр пӳрнин хурине те
Йăлтах çуса янă.
Вăта пӳрни вара ун
Чи пылчăкли пулнă.
 
Ятсăр пӳрни хура пулнă –
Çунипе шуралса кайнă.
Кача пӳрни те ун халь
Ыттисем пекех таса.
Воспитатель: Маттур, ачасем. Ларăр. Халь картинăсем курăпăр, Антошăна аллине мĕнле çумаллине вĕрентĕпĕр. (Алă çумалли йĕркене каласа парать, ун хыççăн çакнах ачасем каласа пыраççĕ.) Тăхтăр-ха, тăхтăр-ха! Пирĕн пукане мĕскер-тĕр каласшăн. Аха! Вăл хăйне çăвăнма вĕрентнĕшĕн пире тав тăвать. Вăл малашне вараланчăк ача пуласшăн мар. Атьăр эпир ăна Галина Ивановнапа пĕрле аллине çума кайма ирĕк паратпăр. (Антон кĕçĕн воспитательпе пĕрле çăвăнма каять.)
Воспитатель: Ачасем, эпир шыв çинчен сăвă пĕлетпĕр вĕт-ха. Атьăр çавна калатпăр.
Питĕ лайăх халь пире!
Шывран хăрамастпăр,
Таса çăвăнатпăр,
Савăнса кулатпăр!
(Çăвăнса тасалнă Антоша килет)
Воспитатель: (Антошка çине кăтартса.) Пăхăр-ха, ачасем! Антошка халь вараланчăк мар. Вăл халь таса та тирпейлĕ, çăвăнса тасалнă. Ун ячĕ халь Таса. Мĕн ятлă вăл/
Ачасем: Таса!
Воспитатель: Вăл сире килĕшет-и/
Ачасем: Килĕшет!
Воспитатель:
Халь пире эс килĕшетĕн,
Халь мухтатăп эп сана.
Халĕ ĕнтĕ эс, Антошка,
Ачасем пекех таса!
Воспитатель: Ачасем, яланах таса та тирпейлĕ пулăр. Вара сире пурте: «Ку ачасем мĕнле тирпейлĕ те лайăх!»- тесе калĕç.
 
: 32, Хаçат: 47 (1448), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: