Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чӳк уйăхĕн 24-мĕшĕнче Ульяновскра регионти пултаруллă хастарсен «Путене» тата «Чăваш ачи, сассуна пар!» фестивальсем иртрĕç.
Ăçтан кăна пуçтарăнманччĕ чăваш уявне ахах-мерченсем! 3 çултан пуçласа 18 çула çитмен чăваш ачисем юрлас-ташлас, илемлĕ хусканусем тăвас, сцена çинче хăйсен ăсталăхне, кĕпи-тумне, капăрлăхне кăтартас тĕлĕшпе ăмăртрĕç. Тупăшу чăнахах та хĕрӳ пулчĕ. Кун пирки сцена çинчен уяв ертӳçисем Наталья Новоселецпа Светлана Бахтинова та темиçе хутчен каларĕç. Еплерех пултаруллă та маттур чăваш ачисем – йăлтăркка хĕвел çути евĕр çиçрĕç вĕсем.
3-6 çулхи ачасен ăмăртăвне курма уйрăмах кăмăллă пулчĕ. Шăпăрлансем вăтанма, аванмарланма пĕлмеççĕ-ха. Сцена çине тухса пĕчĕкçеççĕ путене евĕр хавхаланса юрлани-ташланине ăмăрту тесе те шутламаççĕ вĕсем. Чунне-халне, çăлкуç евĕр тапса тăракан пултарулăхне воспитательпе, амăшĕ-ашшĕпе тата аккăшĕпе пĕрле хатĕрленĕ номера куракансене çитересси çине яраççĕ. Эх, авкаланаççĕ, хуçкаланаççĕ! Илемлĕ те янăравлă сассипе, илĕртӳллĕ тумĕ-пе, тĕлĕнмелле килĕшӳллĕ хусканăвĕсемпе тĕлĕнтерме, хăйсене юраттарма пĕлеççĕ. «Юрă» номинацире уйрăмах 47-мĕш ача сачĕн пултарулăх ушкăнне, 1-мĕш ача-пăча ӳнер шкулне çӳрекен Аделина Юринкинана (Димитровград), 72-мĕш ача сачĕн шăпчăкĕсене (Ульяновск), Анастасия Григорьевапа Ксения Аксенована тата «Хĕвел çути» ушкăна (Унтăр), Дарья Тимошкинана (Тутар Каши), çепĕç саслă юрă ушкăнне (Аслă Нагаткин) палăртса хăварас килет.
«Ташă» номинацире çак путенесем малта пулчĕç: 48-мĕш ача садĕнчи «Дельфиненок» ушкăнта аталанакан шăпăрлансем (Димитровград), Екатерина Карсакова (Кивĕ Улхаш), «Хĕвел» ача сачĕн шевлисем (Тутар Каши), Александра Мигина тата Анастасия Таушкина (Ирçел), «Огонек» ансамбль, 242-мĕш ача сачĕ (Ульяновск).
Пĕр-пĕрин хыççăн ăсталăхĕпе паллаштарма 7-9 çулсенчи ачасем тухрĕç. Вĕсене пăхса ларнă май нумаях пулмасть çеç чи пĕчĕккисен çул-ӳсĕмĕнче юрлакан-ташлакан артистсем еплерех ӳссе кайнине сăнама кăмăллă пулчĕ. Чăн-чăн çутă çăлтăрсем. Питĕ маттур хĕрача Анфиса Перцева (Аслă Ключищи, Ульяновск районĕ) юрланă хушăра илемлĕ ташшипе çунатлантарчĕ, Дарья Казакова (Кунтикав шкулĕ) «Уйăх çинчи сарпике» юррипе савăнтарчĕ, «Шăпчăк чĕпписем», «Соловушки» (Димитровград) чăваш халăх юррисен сыпăкĕсенчен тăракан попуррипе тĕлĕнтерчĕ, Кристина Арбузова (Вăта Тимĕрçен) эстрада юррине хатĕрленĕ, Даниил Бобров (Çĕнĕ Улхаш), Дарья Романова (Ульяновскри 72-мĕш шкул) куракансенче ырă кăмăл хăварчĕç.
Икĕ Полина – Патьковапа Черкесова (Кивĕ Улхаш шкулĕ), Надежда Ятмановапа Кристина Арбузова (Вăта Тимĕрçен), «Мерчен» (Тутар Каши) тата «Огонек» (Ульяновск) ушкăнсем чăваш ташшин илемне, хăйнеевĕрлĕхне уçса пачĕç.
Мария Ямщикова, Анастасия Прокопьева, «Нарспи» ушкăн (Ульяновск), Вадим Альшейкин (Тутар Каши), Ульяна Ширтанова, (Пухтел, Чăнлă районĕ), Анна Портнова (Симĕс Раща, Ульяновск районĕ), Арина Тойгильдина, «Шăпчăксем» (Димитровград), Полина Ситнова, Виктория Ямщикова (Упамсар, Çĕнĕ Малăкла районĕ), Марина Каюнко, Диана Пушкарева (Каркел, Вешкайма районĕ) – 10-14 çулхи юрăçсен чысне çӳллĕ шайра хӳтĕлерĕç.
Ку çул-ӳсĕмри ташă ăстисем кĕçĕннисенчен те, аслăраххисенчен те пăртак ирттерчĕç пек туйăнчĕ. Кĕвĕ-çеммине илтни, илемлĕ хусканусем туни, тумĕ – çаксем пурте ташша пахарах, хитререх тăваççĕ. Вĕренмелли, ман шутпа, нумай хастарсенчен. Акă вĕсем чăваш ташшин маçтăрĕсем – Дарья Смирновапа Ангелина Пономарева (Кивĕ Улхаш), Алина Борисова (Çĕнĕ Улхаш), Кристина Едифанова (Пухтел), «Чăваш ташши» ушкăн (Упамсар), Ксения Борисова (Ульяновск).
15-18 çулхи яш-керĕм хушшинче чи пултаруллă юрăçсемпе ташăçăсем – Анастасия Матвеева, Айгуль Альметовапа Эмина Хасанова (Димитровград), Алина Рдюковапа Екатерина Суркова тата Кристина Имангулова (Кивĕ Улхаш), Лидия Кузьмина (Çĕнĕ Улхаш), Лидия Биктеева (Тутар Каши), Ксения Узалукова (Ульяновск).
Кусем чăн-чăн çăлтăрсем вара! Сцена çинче хăйсене шанăçпа тытаççĕ, ятарлă шкулсенче юрлама вĕреннĕ, ертӳçĕсен кашни сăмахне, канашне итлеççĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ, ахăртнех, артист пулма ĕмĕтленет.
- Фестиваль вĕçленчĕ. Чун-чĕремре ырă кăмăл-туйăм çеç хăварĕ вăл. Йĕркелӳçĕсен, облаçри Наци культурисене çĕнетсе аталантаракан центрти чăваш пайĕн, УОЧНКАн кашни ача валли диплом, парне туянма, мероприятие хатĕрленме самаях ăшталанма тиврĕ пуль. «Канаш» хаçат положенисем пичетлет, пире хыпар тăвать. Пурне те тав теес килет, - терĕ ашшĕ-амăшĕ.
Манăн вара, çыраканăн, пултарулăх ăмăртăвĕ-сене хатĕрленĕ воспитательсемпе учительсене, ашшĕ-амăшне ӳркенменшĕн, пысăк ăсталăхшăн, тумсемшĕн, юрă-ташăшăн чăннипех те: «Эсир маттур, пултаратăр!» – теме сăлтав пур. Регионти чылай районтан килни те регионти чăваш ача-пăчипе çамрăкĕсен фестивалĕсен чысĕ-сумĕ пирки калать.
Çĕнтерӳçĕсем пурте асăнмалăх парнесемпе дипломсене тивĕçрĕç. Хутшăннисенчен пĕри те пушă алăпа каймарĕ. Çемçе теттепе пĕрле тата ырă кăмăл, çĕнĕ юлташĕсен хут çине васкаса чĕркеленĕ телефон номерĕсене, çĕнĕ ĕмĕт, юрă-ташă илсе кайĕç.
 
: 193, Хаçат: 48 (1449), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: