Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри Кĕнеке палатинче – В.И.Ленин ячĕллĕ библиотекăра Раççей Писательсен союзĕн Ульяновск облаçĕнчи регион уйрăмĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта 30 ытла çыравçă хутшăнчĕ, çав шутра чăвашсем те – Анатолий Юман, Валентина Тарават, Николай Ларионов.
Раççей Писательсен союзĕн Ульяновск облаçĕнчи регион уйрăмĕн председателĕ Ольга Шейпак кăçал туса ирттернĕ ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ, çав вăхăтрах йывăрлăхсене палăртрĕ. Чи йывăрри – писатель паян тивĕçлĕ вырăнта мар, ун ĕçне кирлĕ пек хакламаççĕ. Тĕрĕссипе, пирĕн çĕршыври профессисен реестрĕнче «писатель» текенни пачах çук. Çыравçă паян хайлавĕсене хăй укçипе пичетлесе кăларать, сутма вара кĕнекесене питĕ йывăр. Çапах та çын çыравçă е поэт пулса çуралнă пулсан вăл çыратех. Ольга Георгиевна палăртнă тăрăх, халĕ кĕнеке кăларас ĕçре çакăн пек лару-тăру: лавккара çын чунне пырса тивекен тарăн шухăшлă кĕнекесем мар, илемлĕ хуплашкаллă, анчах вулама çăмăл мелодрамăсем ытларах сутаççĕ. Паян кĕнеке кăларас ĕç çын чунне лайăх енне улăштарас тени мар, услам тăвасси пулса тăнă. Çакна тĕпрен улăштармасăр писатель ячĕ-сумĕ те ӳсмĕ. Часах Мускавра писательсен съезчĕ иртмелле. Тен, ун хыççăн ĕç лайăх енне улшăнĕ.
Çапах та пирĕн область çыравçисем, писательсен уйрăмĕ тăрăшнипе пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. 2015 çулта Ульяновск облаçне Раççейре чи нумай вулакан регион тесе палăртнă. 2016 çулта «Ульяновская словесность: начало 21 века» антологи тухни те область çыравçисем ахаль ларманнине пĕлтерет. Ку кĕнекешĕн Ольга Георгиевна уйрăмах Николай Марянин поэта тата таврапĕлӳçе палăртрĕ, ăна çак енĕпе нумай тăрăшнăшăн тав турĕ.
Анатолий Юмана 85 çул тултарнă ятпа саламласси вара ларăвăн пĕр пайĕ пулчĕ. О.Шейпак чăваш çыравçин пултарулăхне, ун çынлăхне пысăк вырăна хурса хакларĕ, шурсухала ăшă сăмахсемпе саламларĕ, малашне те нумай çитĕнӳ сунчĕ. Юлашкинчен вăл ăна Ульяновск облаçĕнчи культура тата искусство политикин министерствин Хисеп грамотине парса чысларĕ. Çаплах Анатолий Федоровича «Симбирск» журналăн редакторĕ Елена Кувшинникова тата ыттисем саламларĕç, хăйсен сăввисене вуларĕç.
И.Таранов поэт тата прозаик регионти писательсен ĕçне аван тесе хакларĕ, çак ĕçре ун ертӳçин тӳпи пысăк тесе çирĕплерĕ.Çавăнпа ăна хăй вырăнĕнчех хăварма сĕнчĕ. Таранов пухăннисене хăй шутĕнчен канихвет-пĕремĕкпе, улма-çырлапа тата ыттипе хăналарĕ. Çакăншăн ăна тав сăмахĕ каларĕç.
Пухура чăваш çыравçисем пирки те сăмах пулчĕ. Кăçал «Шевле» литпĕрлешӳ 20 çул тултарнине те палăртрĕç тухса калаçакансем, çав ятпа «Симбирск» журналта облаçри чăваш çыравçисен тата поэчĕсен хайлавĕсен ярăмне пичетлесе кăларни вырăнлă пулчĕ терĕç. О.Шейпак вара малашне Чăваш Республикин Писательсен союзĕн членне Н.Ларионова Раççей Писательсен союзĕн Ульяновск облаçĕнчи регион уйрăмне илес пирки сĕнӳ пачĕ.
Февраль уйăхĕнче писательсем тата пухăнма калаçса татăлчĕç.
 
: 146, Хаçат: 48 (1449), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: