Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри 20-мĕш «Искринка» ача сачĕ 17 çул каяллах ачасене интернационаллă, патриотла воспитани парассипе ĕçлеме пуçланă. Ун чухнехи ача сачĕн директорĕ Роза Зиганшина каланă тăрăх, çак мероприятин тĕп тĕллевĕ – çамрăк ăрăва ача садĕ-нчен пуçласа тăван культурипе чĕлхине вĕрентесси, Атăлçи тăрăхĕнче пурăнакан тĕп халăхсен – вырăс, чăваш, тутар, мордва – культурипе, йăли-йĕркипе паллашасси.
Ача сачĕ «Ман юратнă Чĕмпĕр тăрăхĕ» ятпа 15 çул туслăх уявне хăй вăйĕпе ирттерсе пычĕ. Уява кашни çул тĕрлĕ сценарипе йĕркелерĕç, куравсемпе илемлетрĕç.
- Юлашки икĕ çул «Искринка» ача сачĕ Тутар наципе культура автономийĕ урлă ача-пăча пултарулăх «Ман юратнă Чĕмпĕр тăрăхĕ» фестивальне ирттерме грант выляса илчĕ, çавăнпа туслăх уявĕ область шайне çитрĕ. Тĕрĕссипе, кăçал вăл регионсем хушшинчи шая çĕкленчĕ, мĕншĕн тесен фестивале Тутарстанри Пăва районĕнчи Рункă ялĕнчи тата Пăвари ача сачĕсем хутшăнма кăмăл турĕç.
Иккĕмĕш çул мероприяти ача садĕнчен тухса çĕкленсе пырать. Çулсерен унта хутшăнакан садиксен шучĕ ӳссе пырать. Фестивальте кăçал 200 ытла ача, 40 ытла номер, - каласа пачĕ 20-мĕш ача сачĕн заведующийĕ Ирина Сайфутдинова.
«Ман юратнă Чĕмпĕр тăрăхĕ» фестиваль Ульяновскри Нариманов урамĕнчи Тутар культура центрĕнче иртрĕ. Фойере ача сачĕсем халăхсен культурине, йăли-йĕркине кăтартакан куравсем хатĕрленĕ. Çакăнтах ачасен ӳкерчĕкĕсен «Туслăхра пирĕн вăй» куравĕ ĕçлерĕ.
Фестивале облаçри тутарсен «Эмет» хаçатăн редакторĕ Исхак Халимов сăмах каласа уçрĕ. Вăл пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ, регионти туслăха çирĕплетессипе çыхăннă проекта область правительстви, Ульяновск хула администрацийĕ пулăшу аллине тăсса грант панишĕн тав турĕ.
Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Олег Мустаев шăпах çакăн пек мероприятисем пире пĕр-пĕрин культурипе паллашма, пĕр-пĕрне лайăхрах пĕлме пулăшнине каларĕ.
-Наци юхăмĕ тапраннă вăхăтра, 30 çул каялла, эпир çакăн пек мероприятисем иртессе ĕмĕтленмен те. Пысăк тав пирĕн ертӳçĕсене, тав çак ĕçе илсе пыракансене, садиксенче мĕн пĕчĕкрен ачасене халăхсен культурипе паллаштаракансене. Облаçра халĕ 18 наципе культура автономийĕ ĕçлет. Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр облаçра пурăнакан мĕнпур халăх хушшинчи туслăха çирĕплетессипе пысăк ĕçсем туса ирттерет, халăхсен уявĕсене йĕркелесе ирттерме пулăшать, грантсем выляса илме май парать. Нацисен пуласлăхĕ – паянхи ача садне çӳрекен шăпăрлансенче. Пысăк тав 20-мĕш ача садĕнче вăй хуракансене, унăн заведующине Ирина Сайфутдинована çакăн пек мероприятие пуçарса ярса паянччен хăйсен хулпуççийĕ çинче илсе пынăшăн. Эсир ача садĕнче наци воспитанине илсе пырассипе тĕслĕх илмелли чăн-чăн ертӳçĕ, - терĕ.
«Искринка» ача сачĕн заведующине чăваш автономи ятĕнчен «Чувашский костюм» хаклă кĕнеке парнелерĕ.
Уяв программине 20-мĕш ача сачĕн шăпăрланĕсемпе воспитателĕсем «Пĕтĕм Раççей туслăхĕ» ташăпа сăвă композицийĕпе пуçларĕç. Тĕрлĕ халăхсен капăр тумĕсене тăхăннă хĕрачасемпе арçын ачасем вырăсла, чăвашла, тутарла, мордвалла салам сăввисем вуларĕç. 225-мĕш ача садне çӳрекенсем «Юратнă хула вальсĕ» ташă композицийĕпе паллаштарчĕç.
Сцена çинче чăваш юрри-ташшине тутар, вырăс, мордва халăхĕсен юрри-ташши ылмаштарса тăчĕ. Сăвă калакансем те, юрлакансемпе ташлакансем те куракансене тыткăнларĕç. Никам та сцена çинчи ачасем çине наци çине пайласа, ку пирĕн, ку пирĕн мар тесе пăхмарĕ. Пурне те тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç.
Чăваш культурипе пухăннисене 20-мĕш ача сачĕн ушкăнĕ, Унтăрти «Солнышко», Ульяновскри 116-мĕш, 184-мĕш, 242-мĕш, Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнчи, Димитровград хулинчи 56-мĕш, Пăва районĕнчи Рункăри ача сачĕсене çӳрекенсем паллаштарчĕç. Пĕчĕкскерсем юрă та юрларĕç, ташă та ташларĕç, чăваш чĕлхи çинчен сăвăсем те каларĕç: Дарья Ранцева, Ксения Аксенова, Анастасия Григорьева, «Хĕвел çути» ушкăн (Унтăр), Екатерина Моисеева (184-мĕш ача сачĕ), Анастасия Грузина (Чăнлă районĕ, Каша), Яна Никишина (Димитровград, 56-мĕш садик), «Асамат кĕперĕ» ташă ушкăнĕ (242-мĕш ача сачĕ), «Шевле» ташă ушкăнĕ (20-мĕш ача сачĕ).
Фестивальте çаплах Ульяновскри 2-мĕш, 55-мĕш, 116-мĕш, 164-мĕш, 199-мĕш, Аслă Нагаткинти, Кăлаткăпуçĕнчи, Пăвари ача сачĕн маттурккисем куракансене тыткăнларĕç.
Уяв вĕçĕнче фестивале хутшăннă кашни ушкăна, кашни ачана дипломсемпе парнесем парса чысларĕç.
 
: 270, Хаçат: 48 (1449), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: