Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Дмитрий Ныйкин Ульяновскри 21-мĕш вăтам шкулта 1-мĕш класранпах вĕренет. Халĕ вăл 5-мĕшне çитнĕ. Отличник. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче пĕрремĕш чĕрĕкре унăн акăлчан чĕлхипе çеç пĕр «4» тухнă.
 
Дима аван паллăсемпе вĕренет çеç мар, класс тулашĕнчи ĕçсене те хастар хутшăнать. Уроксем хыççăн «Чăваш халăхĕн культури, историйĕ тата пуплевĕ» кружока çӳрет. Спортпа аппаланма та вăхăт тупать.
8 çул тултарсан арçын ачана ашшĕ Нариманов урамĕнче вырнаçнă «Пересвет» клуба ертсе кайнă. Çавăнтанпа вăл кикбоксинг вăрттăнлăхĕсене ăса хывать, ку спорт тĕсне пăхăнтарнă çĕрте самаях пысăк çитĕнӳсем тăвать.
Кăçалхи октябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче В.Ныйкин Самарта кикбоксингпа иртнĕ ăмăртăва хутшăннă. Анчах та кĕрешӳре тупăшакана выляса янă. Хуçăк кăмăлпа таврăннă вăл кӳршĕ регионтан. Çитессинче çĕнтеретĕпех тесе кăмăлне çирĕплетсе хунă.
Тепĕртакранах кĕркуннехи каникулта пĕтĕм Раççейри «Непобедимая держава» турнирта (Тольяттире) Дима ĕмĕтне çывхартнă – ылтăн медале тивĕçнĕ.
Килĕнче ăна юратакан, ывăлĕн çитĕнĕвĕсемпе мухтанакан ашшĕ-амăшĕ (Ирçел чăвашĕсем) кĕтнĕ. Маттурскер туслă çемьере çитĕнет. Ашшĕ, Алексей Васильевич, каменщикра вăй хурать, амăшĕ – дизайнерта. Надежда Валериановна тата картинăсем питĕ илемлĕ тĕрлет. Виççĕри шăллĕ те ялан тĕслĕх вырăнне хуракан тетĕшне ытараймасть, пĕчĕкскер асли пек кĕрешме вĕренесшĕн.
Ныйкинсен çемйинче чăвашла калаçаççĕ. Çавăнпа та Дмитрий шкулта пултаруллă вĕрентӳçĕ Юлия Серебрякова ертсе пыракан кружокра тăван чĕлхепе таса та илемлĕ калаçакансенчен пĕри. Юлия Александровнан пĕрремĕш пулăшаканĕ вăл.
 
: 155, Хаçат: 48 (1449), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: