Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чӳкĕн 8-мĕшĕнче Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Ульяновск облаçĕнче Пĕтĕм тĕнче шайĕнчи ăслăлăхпа тăнăçлăх эрни пуçланни çинчен пĕлтернĕ.
Мероприятие РФ Федераллă Пухăвĕн Патшалăх Думин вĕрентӳ комитечĕн председателĕ Григорий Балыхин депутат, Ульяновск область правительствин председателĕн çумĕ Тамара Девяткина, регионăн стратегипе инноваци аталанăвĕн министрĕ Александр Смекалкин, облаçри аслă тата вăтам пĕлӳ паракан вĕрентӳ заведенийĕсен представителĕсем хутшăннă.
Сергей Морозов мероприятие уçнă чухне: «Ульяновск облаçĕ ăслăлăхпа инноваци тĕлĕшĕнчен ертсе пыракан регион пулса тăмалла. Раççей Федерацин ăслăлăхпа вĕрентӳ министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çĕршыври малта пыракан 26 регион хушшинче Ульяновск облаçĕ 1-мĕш вырăнта тăрать», - тесе пĕлтернĕ.
Регион пуçлăхĕ çирĕплетнĕ тăрăх, тĕпчев тата ĕçе кĕртес тăкаксем юлашки пилĕк çулта 2,6 млрд тенкĕрен тытăнса 5,1 млрд çитнĕ. Асăннă секторта тĕп капиталри инвестицисен калăпăшĕ 8 хут ӳснĕ. Ăслăлăхпа çыхăннă тĕпчев ĕçĕсемпе вĕсене пурнăçа кĕртесси виçĕ хут ӳснĕ. Пĕчĕк инноваципе çыхăннă услам ĕçне аталантарма “Развитие инновационной деятельности области на 2011-2015 годы» ятарлă программа çирĕплетнĕ.
Ăслăлăх мероприятийĕсен эрни чӳкĕн 25-мĕшĕччен тăсăлать.
 
: 876, Хаçат: 46 (1138), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: