Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кюри, Морзе, Эдисон, Линней, Пастер, Спенсер, Герцен, Белинский, Скотт, Бернс, Байрон, По, Бальзак, Гоголь, Дарвин, Лобачевский, Черчилль шкулта япăх вĕреннĕ.
Горький 2 çул кăна, Диккенс – З, Э. Генри Форд 5 класс вĕреннĕ. Бенджамин Франклинăн, Джеромăн, Марк Твенăн 12 çултах шкул пăрахса ĕçе вырнаçма тивнĕ. Теодор Драйзер, Уильям Блейк 14 çулта, Уильям Шекспир тата Дроде 15 çулта вĕренме пăрахнă.
А.Н. Островский университетăн иккĕмĕш курсĕнче икĕ çул ларнă, университет пĕтерме пултарайман. Çавăн пекех Лермонтов, Некрасов, Глеб Успенский университета вĕçне çити вĕренсе пĕтереймен.
Белинский пĕрремĕш курсра 3 çул ларнă, «вĕренме пултараймасть» тесе ăна университетран кăларса янă.
Лев Толстой Хусан университетне вĕренме кĕмелли экзаменсене тытайман. Вăл Парижсăр пуçне Францин пĕр хула ятне те аса илеймен. Тепĕр çултан философи уйрăмне вĕренме кĕнĕ, анчах та ăна историпе нимĕн те пĕлменшĕн тепĕр курса куçмалли экзаменсене тытма ирĕк паман. Юридици факультетне куçнă, унта икĕ çул пĕлӳ пухнă та университетпа ĕмĕрлĕхех сывпуллашнă.
Гоголь аттестацийĕнче çапла çырса хунă: "Пысăк пултарулăхлă çамрăк çын, калаçма ăста, анчах тăрăшмасть, вĕренме юратмасть, уйрăмах философие япăх пĕлет". Пушкин лицейран ытти вĕренсе тухакансемпе танлаштарсан чи пĕчĕк – коллеги секретарĕн чинне илсе тухнă.
Маяковскийпе Строгановские ӳнер училищинчен япăх вĕреннĕ пирки кăларса янă.
 
(«Кун кĕнекинчен».)
 
: 199, Хаçат: 48 (1449), Категори: Пĕлме интереслĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: