Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Канаш» хаçат ĕçченĕсем хаваспах облаçри чăваш ялĕсене çулçӳреве тухса çӳреççĕ.Çитсенех чи малтан çыхăну уйрăмне, шкула, ял администрацине, правленине кĕрсе хал пĕлме тăрăшатпăр. Редакципе çыхăну тытакан çынсемпе курса калаçма, хал пĕлме васкатпăр.
Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Малаел Ульяновск облаçĕнчи чи катари ялсенчен пĕри. Вăл Самар облаçĕпе чикĕленет. Кунта эпир пĕрре те çулталăкне пĕрре-иккĕрен ытларах пулман. Чăвашĕ-сем вашават, пултаруллă пулсан та çулĕ инçе.
Тулли мар яваплă «Восток» обществăн тĕп инженерĕ, Çĕнĕ Малăкла районĕнчи депутатсен канашĕн депутачĕ, чиркӳ старости Федор Ванюков – чăваш хаçат ĕçченĕсене яланах хапăл. Хальхинче те Федор Владимирович ялти социаллă учрежденисене, шкулчченхи тата тĕп пĕлӳ çурчĕсене хаваспах илсе çӳрерĕ, ялхуçалăхра тăрăшакан водитель-механизато рсемпе, йĕтем çинчи, виçеври хĕрарăмсемпе паллаштарчĕ.
Ялти çĕнĕлĕхшĕн – тахçантанпах кĕтнĕ пулăмшăн – савăннине пытармарĕ. Нумаях пулмасть Малаелĕнче Христос Раштавĕ ятпа çĕнĕ чиркӳ уçăлнă. Çак пысăк ĕç вырăнтан хускалтăр, Турă çурчĕ çĕклентĕр тесе тăрăшаканĕ, строительство ĕçĕсене тимлекенĕ вăл хăех. (Çакăншăн Федор Владимирович Раççей Патриархин медальне тивĕçнĕ.) 2017 çулхи кĕр кунĕсенчен пĕринче чиркӳ тинех Турра ĕненекен халăхшăн алăкĕ-сене уçнă. Хальлĕхе кĕлĕсене вулама пачăшкă, Алексей атте, Çĕнĕ Малăкларан килсе çӳрет. Ачасене тĕне кĕртекенĕ, вилсен тивĕçлипе юрласа ăсатаканĕ те вăлах. Çурта пăхса тăраканĕ, чиркӳ старости Федор Ванюков.
Федор Владимирович хăй ку районтах – Упамсарта - çуралнă. Çут тĕнчене 1958 çулхи авăнăн 4-мĕшĕнче ĕçчен те туслă кил-йышра килнĕ. Тăван ялта 9 класс пĕтернĕ хыççăн Рязановăри ялхуçалăх техникумне вĕренме кĕрет. Дипломлă техник-механика направленипе Малаелĕнчи ури çинче çирĕп тăракан «Восток» хуçалăха яраççĕ. Ĕçе çамрăк хавхалансах пуçăнать. Кăшт вăхăт иртсен ăна гараж пуçлăхне лартаççĕ. Пысăк çĕкленӳлĕхпе парторг тивĕçне пурнăçлать вăл. Аслă пĕлӳллĕ инженер-механик пулас тĕллевпе Ульяновскри патшалăх ялхуçалăх институтне çул тытать. Аслă шкултан ăнăçлăн вĕренсе тухнă специалиста Федор Иванушкин ертсе пыракан тăван хуçалăхрах хапăл туса кĕтсе илеççĕ. Эрсел пикине качча илсен Федор Ванюков ниçта та мар, çакăнтах – Малаелĕнче – тĕпленме шухăшлать. Çурт лартать. Татьяна Васильевнапа, нумай çул Ватăсен çуртне ертсе пынă çĕрте вăй хунă арăмĕпе, икĕ хĕр çуратса çитĕнтереççĕ вĕсем. Паян виçĕ мăнукĕпе савăнаççĕ.
Федор Владимирович пайтахранпа «Восток» хуçалăхăн тĕп инженерĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Паян та çак ĕçех йĕркелесе ертсе пырать вăл. Ялхуçалăхпа производство кооперативĕ пулнă чухне вырăнти тăрăшуллă çăкăр ӳстерекенсемпе ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен туслă йышĕнче 180 çын пулнă пулсан паян ĕçлеме ӳркенменсем 100 çын пуль. Ĕçĕ тĕп инженерăн çителĕклех. Унсăр пуçне райсовет депутачĕ Федор Ванюков 15-мĕш çул халăх ыйтăвĕсене татса пама тăрăшать, çын хуйхине тимлет. Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ялхуçалăх ĕçченĕ вăл.
- Нумаях пулмасть çеç пысăк ыйтăва татса пама май килчĕ – Малаелĕнче икĕ хутлă çĕнĕ шкул çĕклеме пуçлĕç. Ун валли область хыснинчен 39 миллион тенкĕ укçа уйăрма хатĕрри паллă. Паян ĕçлекен пĕр хутлă шкул çумĕнче икĕ хутлă вĕр-çĕнĕ пĕлӳ çурчĕ çĕкленсе ларĕ. Ку вĕренӳ çулĕнче унта 71 ача вĕренет. Ача сачĕ ӳсĕмĕсемпе савăнтарать. Çыннисем лайăх кунта – ырă кăмăллă, сапăрлă. Çак кунсенче çеç-ха Христос Раштавĕ ячĕллĕ чиркӳ умĕнче тата пĕтĕмĕшле ялта субботник ирттертĕмĕр. Ял хутлăхне тирпей-илем кӳресси, хăтлантарасси – сăваплă ĕç. Чӳкĕн 30-мĕшĕнче хуçалăхри пултаруллă ĕçченсене – хастар механизаторсемпе водительсене, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсене, мĕнпурне Ялхуçалăх кунне халалласа ирттернĕ уявра чысларăмăр. Тăнăçлă пурнăç çеç хуçалантăр çĕр çинче, лăпкăлăх пултăр, ытти – пĕтĕмпех Аслă Турă аллинче, - терĕ Федор Владимирович.
 
: 105, Хаçат: 49 (1450), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: