Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш Республикин Писательсен союзĕн членĕн Анатолий Ырьятăн çĕнĕ кĕнеки пичетленсе тухрĕ, вăл «Чĕре хĕлĕхĕсем» ятлă. Унта 2015-2017 çулсенче çырнă 248 сăвă кĕнĕ. Тĕпрен илсен вĕсен теми – гражданла тата юрату лирики.
Сайра тĕл пулакан жанрпа çырни те пур кунта – «Тӳрленмен суран» баллада. Ăна автор Афганистан вăрçинче юлташĕсене çăлса паттăрла пуçне хунă чăваш каччине – Вячеслав Львова асăнса çырнă. Çаплах философилле сăвăсем те тĕл пулаççĕ. «Çук, вилмен чăваш чĕлхи» сăввинче вăл тăван чĕлхене аталантарасси хамăртан килет тесе ĕнентерет.
Ырьят поэзийĕ хăйнеевĕр, хăйнешкел. Ахальтен мар унăн «Хамашкал» ятлă сăвă та пур. Ун пек пулмасан çын сăвăç та пулаймасть пулĕ, кашни поэтăн хăйĕн çулĕ, хăйĕн шухăшлавĕ, хăйĕн тавракурăмĕ.
Кĕнеке вĕçĕнче авторăн хайлавĕсене хакласа темиçе çын статья çырнă. А.Юман поэт вĕсем пирки юратăва упраса хăварма вĕрентеççĕ тесе çырать. В.Шихранов поэт вара Ырьятăн сăввисене вуланă чухне куç умне этем пурнăçĕ, унăн шăпи, хури-шурри, пылакĕ-тăварĕ, асапĕпе телейĕ – пурте уçăмлăн тухса тăраççĕ тет. Л.Волков поэт унăн сăввисенче халăх хăйне курать, хăйĕн кăмăл-туйăмне туять, шухăшлавне сисет тет. С.Толстов композитор çапла çырать: «Вăл сăввисенче ЮРАТУ ăнлава Турăпа, Тăван çĕршывпа, çутçанталăкпа çыхăнтарса хĕрӳ чĕрин хĕлĕхĕсене йĕртет». А.Васильев юрăç тата сăвăç Ырьят поэзине юрату гимнĕ тесе палăртать. Сарă Ту облаçĕнче пурăнакан Егор Кузьмин юрăç тата композитор автора Тăхăрьял шăпчăкĕ тесе хаклать. Патăрьел районĕнчи Кивĕ Катек ялĕнчи В.Самойлов-Раштав: «Çутçанталăкра пулса иртекен тĕрлĕ пулăм витĕр Анатоли Ырьят çын кун-çулĕнчи телейĕ-нушине, савăнăçĕ-куççульне ĕнентерӳллĕн танлаштарса кăтартать»,- тет.
Кĕнекене «Канаш» хаçат редакцийĕнче хатĕ-рленĕ, Ульяновскри пĕр типографире пичетленĕ. Тиражĕ – 100 экземпляр.
 
: 23, Хаçат: 49 (1450), Категори: Кeнеке cyлeкe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: