Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пĕр харăс виçĕ уяв ирттерчĕç Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси ялĕнче вырсарникун: Ял кунĕ, Радион Кириллов ячĕллĕ регионсем хушшинчи «Гармони звонкая душа» фестиваль тата Аннесен кунĕ.
Уявсене тĕплĕн хатĕрленнĕ
Мероприяти ирпе вунă сехетре тытăнчĕ пулин те ют регионсенчи хăнасем те килме ĕлкĕрнĕччĕ, ял-йыш та клуба лăк тулли пухăннăччĕ. Чăвашкассинче уяв пулни клуба çитичченех палăратчĕ: халăх ун еннелле утнинчен. Фойере вара купăс сасси çепĕççĕн хăнасен чĕрине çупăрларĕ, хĕрсемпе хĕрарăмсен, арçынсен сассисем илемлĕ чăваш юррине тăсрĕç. Кунтах Çĕнĕ Улхаш ăсти Татьяна Серебрякова алĕçĕсен куравне йĕркеленĕ, чăваш кил-çурчĕн музей кĕтесĕнче халăх апат-çимĕçĕпе тулли сĕтел, тĕпел кукринчи ĕç хатĕрĕсем, тĕрĕсем.
Радион Кириллова халалланă уйрăм кĕтесре сăнӳкерчĕксем, купăсçăн юратнă инструменчĕ, чечек пуххи, кубок.
Уява Чăнлă район администрацийĕнчи культура тата халăхăн пушă вăхăтне йĕркелекен пайăн пуçлăхĕ Валентина Фомина уçрĕ. Вăл ентешсене икĕ çул каялла сăмах панине тытса кăçал иккĕмĕш хут Чăнлă районĕн Хисеплĕ çынни, «Браво, маэстро» область премийĕн лауреачĕ Радион Кириллов ячĕллĕ регионсем хушшинчи купăсçăсемпе юрăçсен фестивальне йĕркелени пирки савăнса каларĕ. Радион Кириллов асăнса уçнă мемориал хăми умне чĕрĕ чечексем хучĕç.
Залра купăсçă çинчен ӳкернĕ фильм кăтартрĕç. Ун хыççăн унта мăшăрĕ, ачисем, тăванĕсемпе çывăх çыннисем тата Чăвашкассинчи хăй ертсе пынă «Шуçăм» ансамбль тухрĕç, Радион Кирилловăн ял çинчен çырнă юратнă юррине шăрантарчĕç.
Ял мухтавĕ – унăн çыннисем
Паллах, ял хăйĕн мухтавлă та пултаруллă, ĕçчен çыннисемпе мăнаçлă. Çын пулсан, çамрăксем юлсан, ачасем çуралсан ял пĕтмест. Чăвашкассисен мухтанмалли, тав сăмахĕ каламалли çынсем нумай. Çак шухăша хăйĕн салам сăмахĕнче Чăнлă район администрацийĕн пуçлăхĕ Ханяфи Рамазанов палăртрĕ.
- Ырă, паттăр, пултаруллă та ĕçчен халăх пурăнать Чăвашкассинче. Эсир – районта чи малтан çуртсене çутçанталăк газне кĕртнĕ ял. Чăнлă районĕнчи мĕнпур ялсене газ кĕртме пулăшакан çын, район газофикацийĕн ашшĕ тесе калас килет манăн ăна. Владимир Петрович Енилов – сирĕн ял çынни! – терĕ.
Саламсен ярăмне Чăнлă районĕнчи депутатсен Канашĕн председателĕ Ирина Фролова тăсрĕ.
- Чăвашкасси – халăх йăли-йĕркине тытса пыракан, культурине аталантаракан вăйлă ял. Ахальтен мар пуль хăй вăхăтĕнче Иван Яковлев шăпах çак ялта хăйĕн шкулне уçнă. Паянччен упранать вăл. Хăйĕн историне, хăйĕн çыннисене манман халăх пĕтмест. Эсир Радион Кириллов ентешĕр ятне хаклани, манманни те çакнах çирĕплетет, - терĕ.
Çак сăмахсем хыççăн ял çинчен ӳкернĕ слайдсенчен йĕркеленĕ фильма курма пурне те кăмăллă пулчĕ.
Сцена çинчен калакан салам сăмахĕсем фестивале килсе çитнĕ купăсçăсемпе ансамбльсен пултарулăхĕсемпе ылмашăнса пычĕ.
Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ Олег Мустаев Чăвашкасси ятлă ял тĕнчере пĕртен-пĕрре тени çак ялта пурăнакансене чăннипех савăнтарчĕ.
- Чăвашкасси – хăйне евĕрлĕ, пуян, харсăр, ыттисенчен уйрăлса тăракан ял. Чăвашлăх ĕçĕнче тăрăшса вăй хуракан нумай ывăл-хĕр çуратса ӳстернĕ эсир. Çав шутра Ульяновскри Засвияжски районĕнчи автономин ертӳçи А. Сайдяшев, Сăр районĕнчи чăвашсен ертӳçи З.Портнова (Бикмендеева), А.Садюхин, В.Сандркин тата ыттисем. Нумаях пулмасть облаçра иртнĕ Кĕрсăри уявĕнче те Чăвашкасси пики Люция Улендеева палăрчĕ: пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ, çаплах УОЧНКА çумĕ-нчи Хĕрарăмсен канашĕн «Чи тарават кил хуçи хĕрарăмĕ» номинацин парнине тивĕçрĕ. Кирилл Кириллов ашшĕн ĕçне малалла тăсса тивĕçлипе илсе пырать. Çакăн пек чăвашсем пулсан эпир И.Я. Яковлев халалне пурнăçласа тепĕр ĕмĕре те чăваш ятпах кĕрĕпĕр, - терĕ.
Чăвашкасси Культура çурчĕн директорне Кирилл Кириллова Чăваш наци конгресĕн Хисеп хучĕпе тата Чăвашкассинчи Культура çуртне УОЧНКА Хисеп хучĕпе палăртрĕ. Люция Улендеевана та сцена çинчен ял-йыш умĕнче тепĕр хут хисеп турĕ.
Уявра чăвашкассисем ял историне аса илчĕç, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчен пуçласа паянччен ял мăнаçлăхне ӳстерсе пурăнакансене чысларĕç.
Чăвашкассинчен вăрçа 173 çын тухса кайнă, вĕсенчен 90-шĕ çапăçу хирĕнче выртса юлнă. Вĕсем манăçманнине палăртса ял-йыш асăнса лартнă палăк умне чĕрĕ чĕчексен карçинккине лартрĕç. Çак чыса вăрçă ачи Василий Селендеев тата шкул ачисем Татьяна Кудряшова, Артем Макаров тивĕçрĕç. Чăвашкассисем хăйсен паттăрĕ-сене манмаççĕ, вĕсенчен пĕри – виçĕ Мухтав орденне тивĕçнĕ Александр Макаров. Паян ялти вăрçă ветеранĕсенчен пĕр çын кăна сывă – Михаил Мендюшевич Бикмендеев.
Вăрçă ачисемпе тылра вăй хуракансем чыса тивĕçрĕç – А.М. Аюгина, Р.И. Александрова, Н.В. Аюгов, М.М. Бикмендеева, Р.М. Ендиярова, А.П. Селендеева, Г.В. Лисков, Р.Т. Лискова, М.У. Алексеева, Л.М. Юманова, В.Т. Исливанова, Н.А. Аюгова, В.П. Денисова, Р.В. Денисова, Н.Ф. Александрова, Т.П. Лискова, И.М. Бикмендеев, Р.Т. Бикмендеева, Н.П. Афанасьев, М.И. Сайдяшев, В.И. Сандркина, Е.У. Улендеева, Г.Г. Сидулова, В.И. Лисков, В.П. Афанасьева, В.И. Ендияров, А.И. Лискова, Л.С. Садюхина, Л.С. Сайдяшева, Л.Н. Сайдяшева, В.С. Сандркина, О.И. Симулина, В.С. Сорокина, В.К. Алексеев.
Ялти ĕç ветеранĕсене те сцена çине кăларчĕç: Ф.Т. Улендеев, Н.Н. Кубанов, В.И. Сайдяшев, В.И. Узалукова, А.П. Лисков, Л.И. Енилова, Л.К. Сайдяшева, К. В. Ильдиярова, Н.И. Баскакова, Н. А. Юманова, Т.В. Сайдяшева, Л.П. Кубанова, Л.П. Юманова, Л.П. Садюхина, Л.П. Сандркина, Н.К. Ухливанова, Л.Я. Лискова, Т.П. Лискова, А.В. Сайдяшева, К.В. Кудряшов.
Афганистан вăрçи витĕр тухнă В.С. Юмановпа Чернобыльти аварипе кĕрешнĕ çĕре хутшăннă П.А. Аюгова чысларĕç. Сцена çине кăларнă кашни çынна парне, чечек çыххи парнелесе савăнтарчĕç.
Чăнлă районĕн Хисеп хутне Çĕнĕ Улхашпа Чăвашкасси ялĕсен пуçлăхĕ В.А. Клементьева, О.Н. Сандркин прораб, Н.П. Узалуков оператор, Тав çырăвне В.Н. Афанасьев, К.В. Ендиярова, В.И. Лисков, О.М. Макарова, Ю.В. Сайдяшев, Д.Н. Силаева тивĕçрĕç. Сцена çинчен çаплах М.М. Бикмендеевана, В.А. Селендеева, В.П. Енилова саламларĕç. Сумлă та тĕслĕхлĕ çемьесене – 20-50 çул пĕрле пурăнакансене те палăртмасăр хăвармарĕç: Г.В. тата Р.Т. Лисковсене, Н.П. тата В.П. Ильдияровсене, И.П. тата Л.Н. Юмановсене, В.П. тата Л.Д. Сайдяшевсене, В.А. тата З.М. Селендеевсене, Н.И. тата Н.П. Узалуковсене В.М. тата Л.В. Улендеевсене, С.Ф. тата Е.Н. Сидуловсене, С.В. тата С.А. Исливановсене, В.Д. тата С.С. Ендияровсене туй кунĕсемпе саламларĕç. Çаплах А.К. тата В.П. Сандркинсен, В.А. тата С.Ф. Кудряшовсен, А.А. тата Т.В. Макаровсен, В.В. тата И.П. Садюхинсен, В.И. тата Г.Н. Денисовсен, Ю.И. тата А.В. Садюхинсен, П.С. тата В.В. Юмановсен çемйисем тĕслĕхлĕ пулнине палăртрĕç.
Кил-çурт таврашне ыттисем ăмсанмалла тирпейлĕ те таса тытса пыракан хуçалăхсем – С.Ф. Сидуловăн, А.К. Сандркинăн, В.М. Ильмендеевăн пулнине палăртĕç. Ялти кăçалхи юбилярсем те – А.Ф. Ермилов-Юман, Л.И. Юманова, Л.Н. Симулина, О.Ш. Улендеева, О.И. Ванюшкина – парнесĕр юлмарĕç.
Фестиваль
Регионсем хушшинчи Радион Кириллов ячĕллĕ фестивале коллективсемпе купăсçăсем хутшăнчĕç: Л. Комарова (купăсçи Н. Косырев) уçă сассипе икĕ илемлĕ юрă шăрантарчĕ, М. Борисова кулăшла сценка кăтартса пачĕ, Г. Поляков комбайнерсен юррипе куракансен кăмăлне çĕклерĕ, Н.В. Белякова вăрçă вальсĕсене юрларĕ, «Мерчен» (Çĕнĕ Ульяновск), «Ахаяс» (Чăваш Республики, Шăмăршă районĕ), Чăнлă районĕнчи «Янра, юрă» (Кивĕ Улхаш), «Нарспи» (Çĕнĕ Улхаш), «Шуçăм» (Чăвашкасси), «Укăлча» (Садки), «Çăлкуç» (Пухтел) ушкăнсем янăравлă сассисемпе, çепĕç чăваш юррисемпе тĕлĕнтерчĕç. Аслă Нагаткинти «Отрада» ансамбль артисчĕсем савăнăçлă вырăс юррисене шăрантарчĕç. Купăсçăсем – Н. Андреев (Тутарстан, Çĕпрел районĕ), баян калакан хĕрачасен ушкăнĕ (Чăнлăри искусство шкулĕ), Н.Узалуков (Чăвашкасси), А. Ишкереев (Ульяновск), Н.Фролов (Телешовка), П. Афиногентов (Чăнлă), Н. Салюкин (Пухтел), Никита Скворцов (Каша) тĕрлĕрен чăваш кĕввине шăрантарчĕç, нумайăшĕ кĕвĕ-çемме чăтса тăраймарĕ, ташша тухрĕ. Вадим Альшейкин (Каша), Елена Лапшина уйрăм юрăçăсене итлеме кăмăллă пулчĕ. Кивĕ Улхашри Геннадий Микка «Яблочка» ташшипе, «Солнышко» ача садне çӳрекенсен чăвашла сăвă каласа, ташласа, Çĕнĕ Улхаш шкулĕн ташă ушкăнĕ фестивале илем кӳчĕç.
Юлашкинчен район администрацийĕ кашни ушкăна, уйрăм купăсçа диплом тата медаль парса чысларĕ.
Нумайччен саланмарĕ ял халăхĕ уявран, коридорта купăс калакансен кĕвĕ-çеммипе чун каниччен ташларĕç.
 
: 258, Хаçат: 49 (1450), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: