Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хăрканпа Мăркан – пĕр килте пурăнакан чĕрчунсем. Хăркан – пысăках мар ула йытă ами, Мăркан – сăрă тĕслĕ хăюллă кушак ами.
Кил хуçи мĕншĕн-тĕр вĕсене юратсах каймасть. Хăй нихçан та апат парса курман. Вăл йытти хăй патне хӳрине выляткаласа пыма пуçласан та кăшкăрса пăрахать:
-Эсрел йытти! Кай кунтан! Çĕрĕпе вĕрсе выртатăн – çывăрттармастăн. Апата çĕртсе пурăнатăн, ним усси те çук санран!
Çавăнпа Хăркан юлашки вăхăтра хуçи картишĕнче чухне хăйĕн хӳшшине кĕрсе çухалакан пулчĕ.
Кушакне те кăшкăрса пăрахать. «Ялан ура айĕнче такăнтарса çӳретĕн, мур! Кайса шăши тыт!» – тесе тарăхать.
Çавна пула вăл та кил хуçи килнине курсан ун çулĕ çинчен пăрăнса тăрать.
Кушак кил-çуртра шăши таврашне тытать-ха, вĕсене ĕрчесе кайма памасть. Тата ăна килтисем пӳртре те апат параççĕ: сĕт ĕçтереççĕ, аш татăкĕсем çитереççĕ, шăмă пăрахса параççĕ. Вăл кăнтăрла урайĕнче кавир çине хутланса выртать те çывăрать. Каçпа аслăк айне шăши тытма сунара тухать.
Хăркан вара картишĕнче пурăнать, унăн ятарласа туса панă хӳшĕ пур. Унта çумăр каймасть, çил витмест. Начар çанталăкра вăл унта кĕрет те çăмха пек çаврăнса выртать. Çимине ăна картишне чашăкпа лартса параççĕ. Юлашки вăхăтра вара ăна апат панă тĕле ула кураксем иленме тытăнчĕç. Малтан вĕсем çӳллĕ хурăн çинче лараççĕ, йытта апат панине курсанах хапха тăррине куçаççĕ. Картишĕнче никам та юлмасан тин çĕре анаççĕ, унтан йытта тарăхтарма тытăнаççĕ. Пĕр куракĕ Хăркан çинĕ вăхăтра ăна хӳринчен пырса сăхать те сиккелесе аякалла тарать! Йытă ăна хăвса яма пикенет. Ун енне çаврăнса хăмсарма тытăнать кăна – теприсем чашăкри апата вăрăм сăмсипе кап-кап! хыпса илеççĕ те хапха тăррине вĕçсе хăпараççĕ. Унтан каллех апатланакан йытă патне анаççĕ те хӳринчен сăхса туртаççĕ. Лешĕ вĕсене харлатса хăвалама тытăнсан теприсем апат татăкне вăрласа каяççĕ. Çапла Хăркан хăш чухне çурма выçах юлать.
Çакна пĕррехинче пăлтăр картлашки çинчен Мăркан сăнаса ларчĕ. Йытă унталла-кунталла тарăхса чупнине курсан вăл ăна пулăшма шутларĕ: йытă хыçне пырса ларчĕ те -- кураксене çывăха ямасть. Çапла вăл йытта хыçалтан хӳтĕлесе тăрать. Лешĕ çапла тунă хыççăн канлĕн апатланчĕ. Тепрехинче те вĕсем кураксенчен çапла туслăн хӳтĕленчĕç.
Йытăпа кушак капла та килĕштеретчĕç те – çакăн хыççăн туслашсах кайрĕç. Хальхинче вĕсем картишĕнче çумлăн выртса хĕвел ăшшипе хĕртĕнеççĕ. Хăш чухне кушакĕ йытă çурăмĕ çинех выртса канать. Йытти лешĕ ӳкесрен хăранă пек хускалмасăр выртать.
Мăркан юлашки вăхăтра мĕншĕн-тĕр аслăк айĕнче вăхăтне ытларах ирттерекен пулчĕ. Темиçе кунран вара унтан кушак çурисен çинçе сассисем илтĕнме пуçларĕç: мяу-мяу! Мăркан аслăк айĕнче улăм çинче тăватă çура çăвăрланă иккен.
Кушак çурисен сассине кил хуçи арçынни илтрĕ те çилленсех кайрĕ.
-Каллех çăвăрланă иккен ку кушак! Мĕн, пасара тухса лармалла-и ман ун çурисене сутма/!- терĕ вăл тарăхса.
Унтан кивĕ витре илчĕ те аслăк тăррине хăпарса кайрĕ. Çурасен амăшне патакпа ик-виçĕ хут тĕксе хăвса ячĕ. Çурисене витрене хучĕ. Малалла вара вăл çырманалла уттарчĕ.
Кушак çӳлтен сиксе ансан йытă патне пырса тĕршĕнчĕ, унран пулăшу ыйтнăн яка çăмĕ çумне сĕртĕнчĕ. Унтан Хăрканпа Мăркан хапха айĕнчен тухрĕç те хуçине сăнарĕç. Лешĕ витре йăтнă та çырма еннелле васкаса утать. Кушакпа йытă та çакна сăнаса çĕрулми ани хушшипе ун хыççăн вăрттăн йăпшăнса пычĕç.
Акă арçын çырма хĕррине çитрĕ те вашмăк çыран еннелле витрине ӳпĕнтерсе пушатрĕ. Çурасен куçĕсем те уçăлман-ха. Вĕсем ним те курмаççĕ, утма та вĕренмен-ха, çавăнпа, пĕчĕк ача алси пек, кусаланса аялалла анса кайрĕç. Кушак çурисенчен çапла хăтăлнă арçын килнелле утрĕ.
Вăл каясса кĕтсе тăнă хыççăн йытăпа кушак çырмана анчĕç. Икĕ çури шывах анса кайнă, путнă. Вĕсен çурăмĕсем курăнаççĕ, анчах хăйсем хускалмаççĕ.Тата иккĕшĕ вара айваннăн, çинçешке сасă кăлара-кăлара мяу-мяу! теме пăхаççĕ. Вĕсене иккĕ-шне те амăшĕ пырса чĕлхипе çуларĕ, енчен енне пăхкаларĕ. Унтан пĕрне ĕнсе тирĕнчен çыртрĕ те йытă енне пуçне çаврăнса кăштах пăхса тăчĕ.
«Ман пек ту»,- тенине пĕлтерчĕ ĕнтĕ ку.
Унтан вăл çырмаран хăпарма тытăнчĕ. Хăркан те нумаях шутласа тăмарĕ – тепĕр çурине ĕнсе тирĕнчен хыпса илчĕ те кушак хыççăн улăхрĕ.
Акă вĕсем килнелле çитсе пыраççĕ, анчах кушак унталла кайма шутламарĕ. Вăл хăйсенчен икĕ килĕ урлă ларакан пушă çурт пахчине кĕрсе кайрĕ, пĕçмехрен чĕрнисемпе çатăртаттара-çатăрт аттара тытса çуртăн маччи тăррине çурине йăтса хăпарчĕ. Йытă та пӳрт патне çитрĕ, анчах вăл çӳлелле хăпара пĕлмест. Вăл çурана çĕр çине хучĕ. Часах кушак каялла анчĕ, тепĕр çурине те йăтса хăпарчĕ.
Мăркан паян икĕ çурине çухатрĕ пулсан та унăн малашне тата икĕ çурине ĕмĕртмелле, тăрантармалла, вĕсене пăхса ӳстермелле.
Хăрканăн та паянхи хăрушă пулăм хыççăн усал хуçа килне каясси килмерĕ. Вăл пушă çурт пахчинчех выртса юлчĕ: ун кушак çемйине сыхламалла.
 
: 182, Хаçат: 49 (1450), Категори: Ачалăх утравĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: