Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Владимир Путин 2018 çулта Раççей Президенчĕн суйлавне хутшăнасси пирки пĕлтернĕ.
Кун пирки çĕршыв ертӳçи Чулхулари автомобильсем кăларакан заводăн ветеранĕсемпе тата ĕçченĕсемпе тĕл пулнă вăхăтра каланă.
Пухăннисем Президент сăмахĕсене тăвăллăн алă çупса йышăннă. «Тавах сире ырă кăмăлшăн! – тенĕ вăл. – Сумлă ĕçшĕн,тивĕçĕре тата çĕршыва хисепленĕшĕн. Ырри пурнăçланасса шанатăп эпĕ».
2018 çулхи майăн 7-мĕшĕнче Владимир Путинăн полномочи вăхăчĕ тухать.
Çитес çул Владимир Владимирович тăваттăмĕш хут суйлав умĕнхи кампание президент кандидачĕ пулса хутшăнĕ.
Суйлавра çĕнтерсен вăл çĕршыв ертӳçин вырăнне тата ултă çул – 2018 çултан тытăнса 2024 çулччен - йышăнĕ.
Путина Раççей патшалăхĕн пуçлăхне 4 çуллăха пуçласа 2000 çулта суйланă. 1999 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче РФ пĕрремĕш Президенчĕ Борис Ельцин отставкăна кайнă хыççăн ăна вăхăтлăха Раççей ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă пулнă. 2000 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче пуçару ушкăнĕ унăн ятне срокчен маларах ирттерме палăртнă суйлавра сасăлама тăратнă. Çакăнпа килĕшнине Владимир Путин хăйĕн тăван хулинчи Санкт-Петербургри патшалăх университетĕнче сăмах каланă вăхăтра пĕлтернĕ.
Иккĕмĕш хут суйланма хатĕррине 2003 çулхи декабрĕн 18-мĕшĕнче «Тӳрĕ лини» вăхăтĕнче çынсен ыйтăвĕсене хуравланă чухне каланă.
2008 çулта Путин ку вырăна хăварать. Мĕншĕн тесен РФ Конституцийĕ икĕ срокран ытла Президент вырăнне йышăнма чарать. Çĕнĕрен суйланнă президент Дмитрий Медведев Владимир Владимировича правительствăна ертсе пыма шанать.
2011 çулхи сентябрĕн 24-мĕшĕнче Медведев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партие 2012 çулхи суйлавра Путин кандидатурине хавхаланса йышăнма ыйтать. Владимир Владимирович çĕнетнĕ саккун тăрăх 4 çул вырăнне президент пуканне 6 çула йышăнать.
Халиччен те Путин хăй 2018 çулхи суйлава хутшăнасси пирки каламанччĕ-ха.
2017 çулхи октябрь уйăхĕнче «Валдай» тавлашу клубĕн пухăвĕнче çитес çулхи март уйăхĕ хыççăн Раççей Президенчĕ пулса тăнă çыннăн ĕçĕнчи тĕп тĕллевĕсене палăртнăччĕ. «Çав çын çĕршыв экономикине аталантарма, пур енĕпе те тĕнчери ытти мăнаçлă патшалăхсемпе тупăшма, усалсенчен хӳтĕленме, шалти политика тытăмне çĕнетме пултаракан çын пултăр», -тенĕ.
 
: 206, Хаçат: 50 (1451), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: