Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аслă Нагаткинри пульницара паллашнă вĕсем – Люция Илямаковапа Василий Вражкин, Клинта çуралнă 19 çулхи пикепе Ирçелĕнче ӳснĕ 24 çулхи каччă. Кĕтмен паллашу хыççăн юрату туйăмĕ тĕвĕленнĕ, пĕр-пĕ-риншĕн тунсăхлани вăйлăрах та вăйлăрах сисĕнме пуçланă.
 
Çапла майпа 1977 çулхи августăн 30-мĕшĕнче çĕршывра тата тепĕр чăваш кил-йышĕ - Вражкинсен çемйи – чăмăртаннă. Сăпайлă туй туса ирттернĕ хыççăн çамрăксем Çĕпĕре Иркутск облаçне тухса каяççĕ. Çĕнĕ Игирма станцие ĕçе вырнаçаççĕ: Василий Николаевич водительте вăй хума тытăнать, Люция Ивановна – ачапа ларать.
- Эпир пурăннă станци пирĕн çемьерен кăшт кăна аслăрахчĕ. Килсе çитнĕ кун кунта пурăнакансем (ытларахăшĕ водитель-механизато рсем, инженерсем, вĕсен арăмĕсемпе ачисем) вăл 11 çул тултарнине паллă тăватчĕç. Ĕçтешсем хушшинче чăвашсем питĕ нумайччĕ. Пĕррехинче пире мăшăрпа иксĕмĕре тайгара юнашар вырнаçнă Кивĕ Игирма ялĕнче пулма тиврĕ. Йăхташсем мĕнле пурăннине ятарласа кайса куртăмăр. Чăн чăваш ялĕ. Унта ĕлĕк Чăвашран пуянсене ăсатнă пулнă. Мĕнпур транспортран та унта вертолетсем çеç пыраятчĕç, апат-çимĕç, ăшă тум, эмел таврашĕ илсе килетчĕç. Эх, купăс каласа мĕнлерех юрласа-ташласа кĕтсе илчĕç пире! Çур ял ытла юрă-кĕвĕ ăстисем, музыкçăсем пурăннине курсан тĕлĕнсе кайрăмăр. Хăмлаллă, кăпăклă чăваш сăрипе, кукăлĕ-пӳремечĕпе сăйларĕç. Çанталăкĕ питĕ сивĕ унта. 58-60 градус сивĕ, вĕçĕ-хĕррисĕр тĕтре. Апла пулин те пире арăмпа иксĕмĕре килĕ-шетчĕ кунта – çыннисем ырă кăмăллă, ĕç укçи аван. Шел, ачана çанталăк юрамарĕ. Пĕр вĕçĕмсĕр чирленипе, климат килĕшменнипе тухтăрсем хистесех кунтан кайма сĕнчĕç. Ку сăлтава пула виçĕ çултан хамăр тăрăха куçса килме тиврĕ, - каласа парать çемьен пуçламăш тапхăрĕ çинчен Василий Вражкин.
Ульяновск облаçне таврăнсан мăшăр Чăнлă районĕнчи Покровскипе Богородицки Репьевкăна çыхăнтаракан хуçалăха – «Россия» колхоза – ĕçе вырнаçать. Арçын малтан водитель, кайран тракторист тивĕçĕсене пурнăçлать, Люция Ивановна фермăра ветеринарта вăй хурать. Ултă çул пурăнаççĕ Вражкинсем ку тăрăхра.
- Чипер пурăннă хушăрах тем пулчĕ ял-йыша – пĕрин хыççăн тепри 30 яхăн çемье Ульяновска куçса килчĕ. Ытларахăшĕ Çĕнĕ хулара тĕпленме тĕв тунине пĕлтĕмĕр. Çакна кура эпир те тем хускалма, шухăшлама, ĕмĕтленме пуçларăмăр. Вара 1987 çулхи май уйăхĕнче хулан Заволжски районне килсе вырнаçрăмăр. Ваççа вăл тӳрех автотранспорт управленине (АТУ) ĕçе кĕчĕ те 2004 çулччен, предприяти хупăниччен, вăй хучĕ. Эпĕ мĕн пенсие кайиччен районти çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче (ЖКУ) тăрăшрăм, - терĕ Люция Ивановна.
Хĕрĕ Ирина строительсен предприятийĕн инженер-сметчикĕ. Ашшĕ-амăшĕнчен уйрăм пурăнать.
Паян Люцийăпа Василий Вражкинсем иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Мăшăр кăвакарчăн пек, ĕнер пĕрлешнĕ юратуллă мăшăр евĕр шăкăлтатса пурăнмалла пек, анчах та шăпи вĕсен умне çирĕп тĕрĕслев килсе тăратнă иккен – кăçалхи февраль уйăхĕн вĕçĕнче симĕс çутăпа çул урлă каçакан хĕрарăма руль умĕнче йĕксĕк водитель ларакан автомашина çапса хăварнă. Темиçе кун вăл пурнăçпа вилĕм чиккинче тăнă, унтан çемйинчен те, хăйĕнчен те чăтăмлăх ыйтакан вăрах сиплев тапхăрĕ пуçланнă – виçĕ уйăх кравать çинче пĕр хускалми выртнă. Килте ура çине тăма пуçланă, çĕнĕрен утма вĕреннĕ, Поливнăри сиплевпе профилактика центрĕнче сывлăхне тавăракан процедурăсем витĕр тухнă. Çак хушăра унпа юнашар яланах шанчăклă мăшăрĕ Василий Николаевич пулнă. Пĕр саманта та уйрăлман арçын арăмĕ-нчен. Люцийăна унăн пулăшăвĕ кирлине чун-чĕрипе туйнă. Вăл тăрăшнипе, хавхалантарнипе сиплев те хавăртрах, ăнăçуллăрах пынă.
Паян каçсерен, канмалли кунсенче мăшăр Çĕнĕ хулари юратнă «Прибрежный» паркра уçăлса çӳреме юратать, уçă сывлăшпа киленет. Кашни кĕçнерникун – çулланнă çынсен канăвне йĕркелес тĕллевпе уçнă «Возрождение» клубăн кĕтнĕ хăнисем вĕсем. Унта пĕр çул-ӳсĕмри çынсем пĕр-пĕринпе хутшăнма вĕренеççĕ, ташлаççĕ, юрăсем вĕренеççĕ, чей ĕçсе калаçса лараççĕ.
2017 çул Вражкинсемшĕн юбилей çулĕ! Иртнĕ август уйăхĕн 30-мĕшĕнче çемье чăмăртаннăранпа 40 çул çитнĕ, октябрĕн 13-мĕшĕнче Люция Ивановна 60 çул тултарнă, декабрĕн 6-мĕшĕнче кил хуçи Василий Николаевич – 65.
- Эпĕ телейлĕ çын, - терĕ Василий тете арăмĕ çине ытараймасăр пăхса. – Çак илемлĕ те вашават, сăпайлă та пăрчăкан пек вăр-вар хĕрарăм (еплерех кавирсем тĕртет вăл, çыхать, тĕрлет, пĕçерет) ман тĕле пулнишĕн шăпама тава тăватăп. Ăна çирĕп сывлăх, канăçлăх сунатăп. Ылтăн, бриллиант туя та пĕрле паллă тăвасчĕ-ха, паянхи евĕр пĕр-пĕрне куç пек упраса пурăнасчĕ!
Унтан хăйсем васканине, Люция Ивановнан поликлиникăна физкультурăпа сиплев пӳлĕмне ĕлкĕрмеллине пĕлтерсе сывпуллашма васкарĕ мăшăр, 40 çул каяллахи пек алăран алă тытăнса автобус чарăнăвне утрĕ.
 
: 136, Хаçат: 50 (1451), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: