Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнче «Гражданская инициатива» ятлă наци премийĕн регионти тапхăрне пĕтĕмлетрĕç.
Çак уяв И.А.Гончаров ячĕллĕ драма театрĕнче иртрĕ. Çĕнтерӳçĕсене чыслама Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр, Саккунсем кăларакан Пухăвĕн председателĕ Анатолий Бакаев, Патшалăх Думин депутачĕ Владислав Третьяк, общество хастарĕсем, наукăпа искусство ĕçченĕсем тата хисеплĕ хăна – Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ, çынсен пуçарăвĕн комитет членĕ Юлий Гусман пулчĕç.
Çак наци премийĕшĕн кĕрешме Ульяновск облаçĕнче 13 номинацире 100 ытла çын хутшăннă. Конкурсантсем культура, таврапĕлӳ, сывă пурнăç йĕрки, спорт, экскурси, вĕренӳ тата ытти темăсемпе хăйсен ĕç пуçарăвĕсене тăратнă.
Вĕсен хушшинче пирĕн ентеш те пур – прикладной искусствăн пултарулăх маçтăрĕ, хушма вĕренӳ педагогĕ Галя Георгиевна Елисеева "Духовное наследие" номинацие хăйĕн ĕçĕсемпе тăнă.
Кунта çĕнтерӳçĕсене пурне те диплом тата парне парса чысларĕç. Вĕсен хушшинче Галя Елисеева та пулчĕ.
Регион тапхăрĕнчи пĕтĕмлетӳ лауреачĕсене диплом çумне тата «Живая капля» ятлă автор статуэткине парнелерĕç. Вĕсем «Гражданская инициатива» конкурсăн федераллă премине илме малалла тупăшаççĕ.
Аса илтеретпĕр, çак наци премине 2013 çулта федераци шайĕнче çынсен пуçарăвĕн комитечĕ тăрăшнипе çирĕплетнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – обществăра, культурăра, вĕренӳре тата спорт организацийĕсенче, политикăра харпăр хăй ĕçĕн усăллă пуçарăвне çĕршыври кашни регионта халăх хушшинче сарасси тата вĕсене хавхалантарасси.
 
: 114, Хаçат: 50 (1451), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: