Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мускаври пĕтĕм тĕнчери суту-илӳ центрĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин пысăк пресс-конференци ирттернĕ. Шучĕпе вăл кăçал 13-мĕш. Конференцие хутшăнма ирĕк панă 1640 журналистран 47-шĕн ыйту пама май пулнă.
Пĕрремĕш хыпар – В.Путин хăй Раççей Президенчĕн суйлавĕнче хутшăнма кăмăл туни. Хальхинче вăл иртнĕ суйлавсенчи пек «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партирен каймасть. Çак пĕрлĕхе епле хисеплесен те Владимир Владимирович – мĕнпур Раççей обществин ертӳçи.
- Эпĕ хамăн ятăма хам тăрататăп. Çавах та çĕршыври политика пĕрлешĕвĕсем, партисем, обществăлла юхăмсем манпа пĕрле шухăшăма пайласса, Раççей аталанăвĕшĕн çунакан граждансем, ăс-хакăлпа вăя ĕненекенсем мана хавхалантарасса, пĕрле пуласса шанатăп, - тенĕ çĕршыв пуçлăхĕ.
Владимир Путинран çитес суйлаври тупăшуçăсем пирки те ыйтнă. Хирĕç тăракан ушкăнсенчен çын мĕншĕн сахаллине пĕлесшĕн пулнă.
- Çĕршыври политика лару-тăрăвĕ те экономикăри пек çирĕп пулмалла.Оппозицион ерсене пробиркăра ӳстерме пулмасть. Кунта лапамсене çын пухса кăшкăрнипе те ĕç тухмасть. Президент пулас текенсен паянхи ĕçсен программине сĕнмелле. Вăл вара çынсем валли вăй хутăр, граждансен пурнăçне аванлатма пултартăр. Ултавсăр, суя ĕмĕтсемсĕр пултăр. Вара тупăшуçăсем те суйлавçăсен хавхалантарăвне тивĕçĕç, - хуравланă Путин.
Тĕп суйлав комиссийĕ вара тунтикун декабрĕн 18-мĕшĕнчен тытăнса президент суйлавĕччен миçе кун юлнине шутлама пуçларĕ. Суйлав 2018 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче иртĕ.
Журналистсем панă ыйтусенчен ытларахăшĕ çĕршыв политикипе мар, экономикипе çыхăннă. Вĕсене АПШ, ытти çĕршывсемпе Раççей хутшăнăвĕсем пирки президент мĕн шухăшлани кăсăклантарнă. Хуравланă май Владимир Путин 2017 çулти ĕçсен хăйнеевĕр пĕтĕмлетĕвне тунă.
 
: 317, Хаçат: 51 (1452), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: