Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак кунсенче Ульяновск облаçĕнчи Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменĕ-нче регионти «Добрый молодец и Красна девица-2017» конкурс иртнĕ. Ăна регионти халăх культурине упраса аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен «Русский дом» обществăлла юхăм йĕркеленĕ.
Тĕллевĕ – чун-сипет пахалăхĕпе йăла-йĕркене хавхалантарасси. Ăмăрту икĕ номинаципе – «Добрый молодец» тата «Красна девица» – иртнĕ. Унта хутшăнма облаçра пурăнакан 14-24 çулхи пур наци çыннисене те йыхравланă. Хутшăнакансем хушшинче чăваш, тутар, мордва, вырăс, казах ачисем пулнă.
«Красна девица» номинацире чăваш пики, Çĕнĕ Улхаш шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Алина Петрова малтисенчен пĕри пулни пире те çунат хушать.
Алина тупăшăва хаваспах, çĕкленӳллĕ кăмăлпа хутшăнчĕ. Унпа пĕрле хавхалантару ушкăнĕ (К.Ендиярова, Л.Кузьмина, О.Садюхина, А.Борисова) кайрĕ.
Хĕр хăйĕн çинчен, туслă çемйи, Чăнлă тăрăхĕн пуянлăхĕ пирки каласа панă. Тĕлĕнмелле пуян чăваш халăх культурипе тата йăли-йĕркипе паллаштарнă. «Ахальтен мар чăваш хутлăхне çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин сăмах çĕршывĕ», -тесе каланă», -тенĕ пике вырăнти дизайнер-модельер Татьяна Серебрякова ăсталанă чăваш тумне кăтартнă чух.
Наци юрри ăмăртăвăн тĕп шăнăрĕ тесе палăртнă жюри членĕсем. Пултаруллă Алина ку ĕçе те пысăк шайра пурнăçланă. Хавхалантару ушкăнĕ пулăшнипе Уяв кăтартнă. Тивĕçлипех иккĕмĕш вырăн йышăннă.
А. Петрована конкурса Люция Владимировна Улендеева тата Полина Николаевна Долгова хатĕрленĕ.
Шкул администрацийĕ Татьяна Анатольевна Серебрякована тата Алина Петрован ашшĕ-амăшне ыр кăмăлшăн, пĕрле пулнăшăн тав тăвать.
 
 
: 42, Хаçат: 51 (1452), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: