Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Декабрĕн 16-мĕшĕнче Ульяновскри Н.К.Крупская ячĕллĕ 25-мĕш вăтам шкулта (директорĕ Е.В.Рыжов) Атăлçи тăрăхĕ-нчи халăхсен туслăх фестивалĕ иртрĕ. Ăна Чĕмпĕр-Ульяновск никĕсленнĕренпе 370 тата Ульяновск облаçне 75 çул çитнине халаланнă. Палăртнă тăрăх, икĕ кун маларах тутарсемпе вырăссен, хальхинче – чăвашсемпе мордва халăхĕсен культура кунĕсем пулчĕç.
 
Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ ачасене юнашар пурăнакан халăхсен культурипе паллаштарасси, ытти наци çыннисемпе тӳсĕмлĕ пулма вĕрентесси, патриотлăх воспитанийĕ парасси.
Кунта шкул ачисемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ, кукамăшĕпе асламăшĕ, вĕрентекенсем, юрă-ташă ушкăнĕсем, ятарласа чĕннĕ хăнасем килнĕ.
Шкулта кăçалтанпа «Чăваш халăх культури» кружокĕ ĕçлет. Ăна ертсе пыраканĕ çакăнта ĕçлекен прикладной искусствăн пултарулăх маçтăрĕ, хушма вĕренӳ педагогĕ Галя Георгиевна Елисеева.
Çак куна Галя Георгиевна ачасемпе пĕрле чăваш халăх культурин куравне йĕркеленĕ: чăвашсем килте усă куракан хатĕр-хĕтĕр, тĕрленĕ питшăлли, алшăлли, тумтир, кĕнчеле тата ытти япаласем.
Уявăн сценарине "Эпĕ – Раççей гражданинĕ" ятлă программăпа хатĕрленĕ. Ăна ертсе пыраканĕ – директор çумĕ Светлана Федоровна Баранова. Чи малтан вăл уяв ячĕпе пурне те саламларĕ. Унтан кĕскен чăваш халăх историйĕпе паллашарчĕ, видеоролик кăтартрĕç.
- Чăваш питĕ ырă кăмăллă та ĕçчен халăх, - терĕ вăл. - Пирĕн облаçра чăвашсем чи нумай пурăнакан вырăн – Чăнлă районĕ.
Çавăн пекех облаçра чăвашсем ирттерекен уявсене асăнчĕ: Акатуй, Уяв, Сурхури, Çăварни тата ытти те. Çаплах чăваш кĕпĕ-тумтирĕн илемлĕ те куçа илĕртекен тата наци тĕррин хăйнеевĕрлĕхĕ çинчен каласа пачĕ. Экран çине Петĕр Хусанкай портречĕ тухса тăчĕ. Ертӳçĕ унăн илемлĕ чăваш тĕрри çинчен çырнă вырăсла куçарнă сăввине вуласа пачĕ.
Видеопа хĕрсем кĕрхи ĕçсем хыççăн улах ларнине те кăтартрĕç.
- Чăвашсен сăмаххăн калакан юмахсем, халапсем питĕ аталаннă пулнă, - терĕ Светлана Федоровна уява малалла ертсе.
Акă шкулта чăваш кружокне çӳрекен ачасем "Çăлкуç" ятлă ушкăн йĕркеленĕ. Вĕсем "Ташлакан Тилĕ" юмахăн сценкине лартса пачĕç. Çак халап тăрăх ĕлĕк-авал чăвашсем мĕнле пурăннине, кил-çуртри пурнăç йĕркине кăтартса пачĕç. Унта пурĕ 4 персонаж: ертсе пыраканĕ – Дарья Буянкина (4-мĕш класс), тĕп сăнарĕ – тилĕ – Кира Мисся (5-мĕш класс), кил хуçи карчăкĕ – Валерия Саиткина (5-мĕш класс), старикĕ – Владислав Мисся (4-мĕш класс) пулчĕç. Ачасем пурте ĕлĕкхи чăваш тумне тăхăннă. Хушпăвне Полина Кучанова вĕренекен (4-мĕш класс) педагогпа пĕрле ăсталанă. Сценкăн декорацине те ачасем веçех хăйсем туса хатĕрленĕ.
-Чăвашсем питĕ юрлама-ташлама юратакан халăх, - тет уяв ертӳçи малалла. - Вĕсем лирикăллă, ĕçлĕ, йăла-йĕрке юррисене юрланă* сăрнай, палнай, кĕсле тата тытти музыка инструменчĕ-семпе каланă.
Çакăн хыççăн "Киндяковка" культура çуртĕнчен килнĕ "Илем" ушкăн (ертӳçи А.Чурбанов) илемлĕ икĕ юрă – "Ырă кун, тăвансем!" тата "Саламлатпăр" – шăрантарчĕ. Пурте вĕсене хапăл туса алă çупрĕç.
Çавăн пекех 1868 çулта И.Н.Ульянов пулăшнипе И.Я.Яковлев Чĕмпĕр чăваш шкулне уçнă пирки аса илчĕç. И.Я.Яковлев просветитель тăрăшнипе чăваш çырулăхĕ пуçланни тата чăваш ачисем валли букварь çырни çинчен те манмарĕç. 2006 çулта Ульяновскра И.Я.Яковлев палăкне уçни çинчен видео кăтартрĕç.
Малалла уяв ертӳçи Ульяновскри чăваш автономийĕнчен килнĕ Петр Иванович Петрова сăмах пачĕ. Вăл Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен туслăхĕн фестивальне ирттернĕ ятпа пурне те саламларĕ. Чăвашсем Чĕмпĕр çĕрĕ çинче диаспора мар, тĕп халăх тесе палăртрĕ. Çак шкулта Галя Георгиевна Елисеева мастер-педагог ĕçлесе нумай çитĕнӳсем тунăшăн ăна мухтаса, савăнса ырă сăмахсем каларĕ. Кун пек мероприятисем ирттерни ачасемшĕн питĕ усăллине палăртрĕ.
Уяв малалла мордва халăхĕ çинчен пулчĕ. Фестиваль ертӳçи вĕсен историйĕпе те паллаштарчĕ. "Отдарок на подарок" ятпа сыхлав-пукане çĕлеме вĕрентсе маçтăр-класс кăтартрĕç. Морда тумĕ тăхăннă шкул ачисем илемлĕ ташă ташласа пачĕç. Александр Чурбанов хăй купăспа каласа мордва халăх юррине шăрантарчĕ.
- Çакăнпа уяв вĕçленчĕ, анчах пирĕн туслăх вĕçленмест. Пурне ăнăçусем сунатăп. Тепре тĕл пуличчен! - терĕ юлашкинчен уяв ертӳçи Светлана Федоровна Баранова.
 
: 235, Хаçат: 51 (1452), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: