Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Паян полици майорĕ Геннадий Поляков Раççей гвардийĕнче службăра тăрать, Çамрăкрах чухне вара ăна шăпа алла пăшал тытса Балкан çурутравĕнчи çĕршывсене те, Кавказа та илсе çитернĕ.
 
Вăл 1977 çулхи январĕн 1-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхаш ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă.
-Пирĕн çемьере 10 ачаччĕ, вĕсенчен çичĕ хĕр, эпĕ кĕçĕнни. Атте – Петр Семенович (1932 çулхи) механизаторччĕ, комбайнпа ĕçлетчĕ. Анне – Ольга Васильевна (1937 çулхи) колхоз бригадинче вăй хуратчĕ, кил хуçалăхĕпе аппаланатчĕ. Ман аппасем – Надя, Лиза, Елена аттепе штурвальнăйра çӳретчĕç. 1984 çулта пĕрремĕш класа кайрăм. Аван вĕренеттĕмччĕ. Виççĕмĕш класра çар çыннисене курнă хыççăн офицер пулас шухăш çуралчĕ. Пирĕн класс ертӳçи Ольга Яковлевна Ильина пулнă. Спорта юрататтăмччĕ, йĕлтĕрпе хытă чупаттăмччĕ. Çăмăл атлетикăпа та аппаланнă. Истори – чи юратнă предметчĕ. Унпа Федор Саликович Сидулов тата Геннадий Петрович Клемендеев вĕрентетчĕç. 4-5-мĕш классенче купăс калама вĕрентĕм, шкулти тĕрлĕ мероприятисене хутшăнаттăм,- аса илет ачалăхне Геннадий Петрович.
Чăваш каччи 1994 çулта11-мĕш класран вĕренсе тухсан вара Ульяновскри танк училищине вĕренме каясшăн пулать, анчах амăшĕ хирĕçлет. «Эсĕ кĕçĕнни, яла юлмалла, санăн кил-çурта тытса тăмалла»,- тет.
Тепĕр çул салтак ячĕ тухсан вара ăна çар ретне илсе каяççĕ. Маларах вăл ДОСААФ урлă водителе вĕренсе тухнă пулнă. Геннадий Рязане лекет – сывлăш десант çарне. Çулталăк хĕсметре тăнă хыççăн вăл командирсем патне хăйне Чечняна яма ыйтса рапорт çырать. Анчах чăваш каччи Кавказа мар, Балкана лекет. Вĕсене малтан Югослави пулнă çĕрсене илсе каяççĕ. Полк Босни тата Герцеговина çĕршывĕнче çирĕпленсе ларать. Вăл вăхăтра кунта сербсемпе албанецсем хушшинче хĕрӳ вăрçă пынă. Пирĕн çар çапăçу ан пултăр тесе шăпах вĕсен хушшинче тăнă. Албанецсене Америка пулăшу парса, хĕтĕртсе тăнă, сербсене пĕтерме хушнă.
-Сербсем христиансем, лăпкă çынсем. Пире вĕсем питĕ аван кĕтсе илчĕç. Вĕсем мана телефон пачĕç. Эпĕ унпа спутник урлă Аслă Нагаткинта пурăнакан аппапа калаçрăм. Операцисене нумай çӳренĕ эпир унта, час-часах минăсем çурăлатчĕç. Анчах пирĕн пеме ирĕк пулман – командирсем хушман. Пĕрремĕш срок пĕтсен иккĕмĕшне юлма та килĕшрĕм кунта. Унта 1997 çулхи августчен пултăм,- каласа парать Геннадий Петрович.
Хамăр çĕршыва килсен вăл пĕлĕвне ӳстерме шутлать, Мускаври Грибоедов ячĕллĕ халăхсен хушшинчи право тата экономика институтне куçăн мар мелпе вĕренме кĕрет, 2003 çулта унтан юрист специальноçне илсе тухать. Ăна лейтенант звани параççĕ, вăл спецназра инструкторта ĕçлеме пуçлать. 2001-2002 çулсенче Чечняна та çитсе курать вăл – икĕ хут командировкăна каять. Унта та тĕрлĕ хăрушă операцисене хутшăннă. Мĕнле йывăр пулсан та Геннадий Петрович хăйĕнчен купăсне хăварман, командировкăсене ăна пĕрле илсе çӳренĕ. Дагестана та, Ингушетие те çитнĕ. Ханкалара пулнă.
-Вĕри точкăсенче чăваш ачисем яланах нумайччĕ. Ялтан çыру илсен мĕнле савăнаттăмăрччĕ! Каннă чухне юлташсемпе пĕрле салтака кайнă чухнехи юрăсене аса илсе шăрантараттăмăрччĕ. Вĕсене мĕншĕн-тĕр ытларах килĕштереттĕмĕрччĕ. Чăвашла юрланă чухне хамăр ял, урамсем тăрăх юрласа çӳрени, тăвансемпе уйрăлса тухса кайни, хĕрсем пире тутăр, алшăлли тĕрлесе парса ăсатни аса килетчĕ. Эх, ташлаттăмăрччĕ вара! Конкурссене хутшăнса яланах малти вырăна тухаттăмччĕ. «Шуйская» ятлă купăса йысна – Радион Кириллов парнеленĕччĕ. 2006 çулта Дагестанра пирĕн палатка çунса кайрĕ. Шел, купăс унтаччĕ. Вăл кăна мар, документсемсĕр пуçне пурте çунса кайрĕç.Ун вырăнне мана Игорь Казанцев генерал тепĕр купăс парнелерĕ. Яла таврăнсан вара йысна тепĕр купăс пачĕ – «Любительская»,- тет вăл.
Чăваш каччи паян та юратнă купăсĕнчен уйрăлмасть, конкурссене, уявсене ялан хутшăнать, кĕвĕ-çемĕ шăрантарса çынсене савăнтарать.
Геннадий Петрович Кивĕ Улхаш хĕрĕпе – Любовь Васильевна Алеевапа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Вăл чăваш чĕлхипе литературин вĕрентӳçи, воспитательте вăй хурать. Халь вăхăтлăха килте ачапа ларать-ха. Пурĕ вара Поляковсем пилĕк ача çуратнă. Асли Владимир16-ра, ун хыççăн – Макар, Настя, Мария. Кĕçĕнни – Варвара иккĕре кăна-ха.
Çемье пуçлăхĕ халĕ СОБР тытăмĕнче вăй хурать, вĕсен задачи – обществăри йĕркене тытса тăрасси тата патшалăх хăрушсăрлăхне сыхласси.
 
: 177, Хаçат: 51 (1452), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: