Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак кунсенче Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн ĕçтăвкомĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Ĕçтăвкома суйланă 28 çынран унта 22-ккĕн килсе çитрĕç. Калаçăвăн тĕп теми – автономи тытăмĕнчи улшăнусем тата УОЧНКА 2018 çулхи ĕç планне пăхса тухасси, улшăнусем кĕртесси тата йышăнасси пулчĕ.
Пĕрремĕш сăмах УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев илчĕ. Вăл автономи тытăмĕ-нчи, районсенчи автономисен уйрăмĕсенчи улшăнусем пирки каласа пачĕ, çĕнĕ çынсемпе паллаштарчĕ.
- Автономи штатĕнче улшăнусем пулса иртрĕç. Пире штатра тăракан УОЧНКА председателĕн çумĕ кирлĕччĕ. Ку ĕçре Ф. Улендеева ĕçлесе пăхрĕ, анчах çемьери йывăрлăхсене пула пăрахрĕ. В.Ф. Ромашкин кандидатурине сĕнчĕç. Вăл «Канаш» хаçата йĕркелесе яраканĕ, унăн пĕрремĕш редакторĕ.Эпĕ ăна 30 çула яхăн пĕлетĕп, политика енчен те кашни ыйтăва хуравлама пултарать. Малашне автономин ыйтăвĕсемпе ун патне шăнкăравлăр,- терĕ Олег Николаевич. - Тепĕр çĕнĕлĕх: Ульяновск хулинчи чăвашсен наципе культура автономине Павел Азанов ертсе пырĕ.
Çаплах УОЧНКАна килнĕ икĕ çырупа паллаштарчĕ. Пĕри Çĕнĕ Малăкла районĕнчен килчĕ, унта районти автономи уйрăмĕн председательне С.А.Сандрюкова вăхăтлăха Мелекесс районне ертсе пыма шаннипе автономи ертӳçи пулма Упамсар шкул директорне Альбина Владимировна Долгована сĕннĕ, унăн характеристикине ярса панă. А.В.Долгова хăйĕнпе кĕскен паллаштарчĕ, чăвашла лайăх калаçнине, чăвашсемшĕн ĕçлеме кăмăл пуррине пĕлтерчĕ. Автономи ĕçтăвкомĕн пайташĕсем те унăн кандидатурине ырларĕç, пĕр саслăн пулса çирĕплетрĕç.
Карсун районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Б.Чубаров та УОЧНКАна çырупа тухнă. Вĕсем те хăйсен районĕнче чăваш автономийĕн уйрăмне уçасшăн. Унăн председательне лартма вырăнти вĕрентӳçе Надежда Петрована сĕннĕ. Надежда Петровнан та ĕçлес кăмăлĕ пур, вăл хăй Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕ-нче çуралса ӳснĕ, Ульяновск облаçне çирĕм çул каялла килсе вырнаçнă. Çак вăхăтра ачасене вĕрентнĕ, чăваш культурипе паллаштарас тивĕçе те илсе пынă. Автономи ĕçтăвкомĕн пайташĕсем Н.П. Петрована Карсун районĕнчи чăвашсен автономине ертсе пыма шаннине пĕр саслăн пулса çирĕплетрĕç, çĕнĕ ĕçре чăтăмлăх, вăй-хăват сунчĕç.
Тĕп ыйту – УОЧНКАн 2018 çулхи ĕç планне йышăнасси пулчĕ. Ĕçтăвком пайташĕсем малтан 70 ытла пайран тăракан планăн кашни пунктне пăхса тухрĕç, улшăнусем, тӳрлетӳсем кĕртрĕç.
- 2018 çулта пирĕн облаçри чăвашсемшĕн уйрăмах паллă çул: И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул, Чĕмпĕр чăваш шкулне уçнăранпа 150 çул пулать. Çак датăсене пирĕн тивĕçлипе палăртмалла, мероприятисем йĕркелемелле, вĕсене çынсене, уйрăмах ачасене, нумайрах явăçтармалла, грантсем çĕнсе илмелле. Мероприятисене районсенче кăна мар, область шайĕнче йĕркелемелле, - терĕ Олег Мустаев. Ку асăрхаттару чăваш сăввине вулакан ачасен конкурсĕпе çыхăнчĕ.
Олег Николаевич чăвашсем пурăнакан кашни районтах Акатуй йĕркелемелле терĕ. 2017 çулта пурĕ 22 Акатуй пулнă. Автономи çине тăнипе Тереньга районĕнче те чăвашсен авалхи уявне палăртнă.Çитес çулхи УОЧНКА ĕç планĕнче хăш районта хăш числора уява ирттересси паллă. Пысăк йывăрлăхсем паяна Ульяновскпа Çĕнĕ Малăкла районĕсенче. Унта пурĕ те пĕрер Акатуй кăна йĕркеленĕ. Автономисен ертӳçисене ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрма сĕнчĕç.
Кăçал историллĕ вырăнсене йĕркелекен çулçӳревĕн маршрутне улăштарчĕç. Енчен те ытти çулсенче Атăлçи Пăлхар çĕршывĕн Пăлхар хулине çӳренĕ пулсан тепĕр çул çулçӳрев Ульяновск – Елчĕк – Шуршăл – Шупашкар – Муркаш – Ульяновск маршрутпа иртĕ.
Çитес çулхи тепĕр тĕп мероприяти - Кĕрсăри шайĕнче анатри тата тури чăвашсен фольклор фестивальне йĕркелесси. Ăна облаçри нацисен ыйтăвĕсен комитечĕ пысăкрах залра ирттерме сĕнет, мĕншĕн тесен «Киндяковка» Культура çурчĕн залĕ пĕчĕк пулнипе кăçалхи уява çынсенчен нумайăшĕ лекеймен.
2017 çулта СССР халăх артистне А.Ургалкина тăван ялĕнче – Ялавăрта – палăк лартма палăртнă. Палăк хатĕр. Вырăнти влаçсем ыйтнипе (вĕсем ялти Культура çуртĕнче юсав ĕçĕсене вĕçлеймен) палăк лартассине çитес çула куçарнă. Çаплах 2018 çулта Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашра Совет Союзĕн Геройĕн Н.Г.Князькинăн бюстне уçма палăртнă.
Ĕç планне çаплах Шупашкартан тĕрĕ ăстине чĕнсе илсе маçтăр-класс, Чăнлă районĕнчи Чăвашкассинче Р. Кириллов ячĕпе «Играй, гармонь» фестиваль, Çĕнĕ Ульяновскра И.Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă Чăваш культури кунне ирттерессине хушрĕç.
УОЧНКА ĕçтăвкомĕн пайташĕсем 2018 çулхи ĕç планне пĕр саслăн пулса йышăнчĕç.
Н.Н.Левендеев иртнĕ çул Чăнлă районĕнче чăваш чĕлхине вĕрентесси учебниксем туянма май пулманнипе йывăрлăха кĕрсе ӳкнине пĕлтерчĕ. Ыйтăва татса пама пулăшнăшăн УОЧНКА председательне тав турĕ. Çитес çул çак пăтăрмах каллех сиксе тухмĕ-ши/
- Эпир тӳрех Чăваш Республикин вĕрентӳ министерствипе çыхăнтăмăр. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентмелли учебниксене федераллă списока кĕртменни вĕсен йăнăшĕ. Ăна тӳрлетрĕмĕр тесе шантарчĕç. Йывăрлăх пулмĕ тесе шутлатăп, - хуравларĕ Олег Мустаев.
Малалла йĕркелӳ ыйтăвĕсемпе В.Ф. Ромашкин калаçрĕ. Вăл облаçри наци ыйтăвĕсене йĕркелесе, ертсе пыракан канаш хăйĕн сайтне уçнине пĕлтерчĕ. Хăйĕн ĕçне кăтартас тесен унта кашни автономин йĕркелесе ирттернĕ мероприяти пирки çырса ямалла. УОЧНКА сайчĕ уçăлсан та унпа çыхăнса ĕçлемелле.
Калаçу УОЧНКАн çывăх вăхăтра йĕркелемелли Çĕнĕ çул уявĕ пирки, иртнĕ çул тăрăшса ĕçленисене грамотăсемпе палăртасси пирки те пычĕ. Кандидатурисене сĕнчĕç, вĕсене сасăласа çирĕплетрĕç.
 
: 318, Хаçат: 51 (1452), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: