Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Каллех çулталăк вĕçленсе пырать. Каллех хаçатăмăрăн та, «Канаша» вулакансен те çул ӳсĕмĕ хушăнать. «Канаш» хаçат 2017 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче 28 çул тултарать. Çын пурнăçĕпе танлаштарсан, çамрăк, шăпах вăйпитти, ĕçлеме кăмăлĕ те, вăй-хăвачĕ те тулли тапхăр пырать хаçатăмăрăн.
Паян «Канашра» пурĕ те тăватă çын ĕçлет – редактор, яваплă секретарь тата икĕ корреспондент. Эпир, корреспондентсем, транспорт парсан облаçри тĕрлĕ районсене çитме тăрăшатпăр, пысăк мероприятисене çутатса паратпăр. Анчах мĕнле тăрăшсан та пур çĕре те çитейместпĕр. Кун пек чухне, паллах, вулаканăмăрсем, пирĕн чăн-чăн пулăшакансем – эсир пулма пултаратăр, Мĕншĕн тесен обществăлла корреспондентсен ĕçĕсем пирĕн хаçата илемлĕрех те чĕрĕрех тума пулăшаççĕ. Вырăнтан килнĕ кашни хыпар, сĕнӳ, таврапĕлӳ ĕçĕ, калав е сăвă пирĕншĕн хаклă. Эпир сире, вулаканăмăрсем, вĕсемшĕн пысăк тав сăмахĕсем калатпăр. Çавăнпа та хăвăр патăрта пулса иртнĕ интереслĕ ĕç-пуç, культура мероприятийĕсем пирки çырса яма ан ӳркенĕр. Паянхи вăхăтра çакна тума йывăр та мар, компьютер умне ларса е телефонпа çырса электрон почтипе кăна ярса памалла. Электрон çыхăну мелĕсем – СМС çыру, кĕсье телефонĕ, скайп – пирĕн пурнăçа çăмăллăх кӳрекенсем, çыхăнăва хăвăртлатакансем.
Çырусем, çырусем, çырусем... Мĕнле пулсан та, алăпа çырнă, конвертпа ярса панă çырăва тытса вулама кăмăллăрах. Шел, кун пек çырусен шучĕ çулран-çул сахалланса пырать. Сăлтавĕсем те пĕчĕк мар ĕнтĕ. «Раççей почти» конвертсен хакне те тăтăш ӳстерсе тăрать, çырăвĕсене те унчченхи пек хăвăрт çитереймест. Çавăнпа та пирĕн енчен нимĕнле ӳпкелев те çук.
«Канаш» çирĕм сакăр çул кашни эрнере пĕр хутчен тухать. Çав вăхăтра эпир пурĕ хаçатăн 1452 номерне çут тĕнчене кăлартăмăр. Вĕсенчен пĕри те сирĕн, хисеплĕ вулаканăмăрсем, çырăвăрсемсĕр тухман.
Çырусен шучĕ чакса пыни пирки каларăм ĕнтĕ. Чи нумай çыру эпир 1997 çулта илнĕ – 1239. Пурнăçа çĕнĕлĕхсем кĕрсе пынă май кăтарту пĕчĕкленсе пычĕ. 2004 çултанпа «Канаша» 500 çыруран ытларах килмен. Эпир вĕсемшĕн те савăнатпăр.
Иртсе каякан 2017 çула илсен – 300 ытла çыру килчĕ. Пĕлтĕр 400 яхăн çыру илнĕччĕ. Ку цифра çумне тепĕр 200 çыру электрон почтипе янисене хушма пулать. Телефонпа хыпар пĕлтерекенсем те пур. Апла пулин те çырусен географийĕ анлă - çĕршывăн пур кĕтесĕнчен те çыраççĕ тесен те йăнăш пулмĕ: Çĕпĕр, Мончегорск, Казахстан, Мускав, Пушкăрт, Тутарстан, Чăваш Ен, облаçри районсемпе хуласем.
Обществăлла корреспондентсен хушамачĕ-сене – эсир вĕсен материалĕсене хаçатра вуланă пулсан та – тепĕр хут çырса пĕлтерес килет. Акă вĕсем: Н.Албутова, А.Алюкова, Н.Антонова, П.Андрихов, В.Андрихова, М.Арсеньев, О.Австрийская, В.Архипов, Н.Алексеева, О.Афиногентова, Н.Белоусов, А.Белова, А.Богатов, С. Борисова, Н.Васильева, С.Васильева, Л.Виноградова, А.Владимирова, А.Власов, Е.Григорьева, Л. Данилов, А.Данилова, В.Дедушкин, А.Дмитриев-Ырьят, П.Долгов, Р.Егорова, Н.Еремеев, И.Иванюкова, Н.Иванова, С. Иванова, С. Ильдейкина, Е. Ильина, Н.Казаков, Н.Кадебин, Г.Карсаков, П.Кашеев, В.Калдин, Г.Калмыкова, А.Катерисова, И.Кирпичников, Н.Кирюшин, Н.Кондратьев, Н.Кондрашкин, С.Кочнева, Е.Краснова, В.Краснова, Л.Краснова, С.Крашенинникова, В.Кузнецов, Н.Кушты, А.Ледюкова, Н.Литвинова, В.Лудина, В.Медведева, Р.Макарова, В.Макаров, Т.Муллина, А.Мусаткина, А.Никонорова, В.Николаев, В.Остроумов, Л.Павлова, М.Павловский, А.Петрова, З.Петрюкова, А.Плотников, О.Погудина, Л.Пономарева, З.Портнова, П.Рахманов, П.Рафиков, Н.Розов, З.Рейтер, П.Салин, А.Сайгушева, Н.Сандркина, А.Санар, Г.Сандркин, В.Селендеев, В.Семенов, Ю.Серебрякова, Т.Сергеев, Г.Сидорова, В.Симаков, Г.Соловьева, А.Степанова, А.Стратонова, М.Сугалов, Е.Сулагаева, Л.Сультеева, Н.Тарасова, Б.Тимиркин, И.Тарасов, В.Трофимова, П.Топтыгин, З.Угарина, Л.Улендеева, А.Уфаркин, Р.Цыганцова, О.Федорова, И.Филимонова, Чăваш Сашши, В.Чербунова, В.Черкасова, В.Чернов, Т.Чернова, О. Чистякова, И.Шмойлов, Т.Школенок, А.Юдина, М.Юманова, С.Юманова, А.Юман тата ыттисем.
Кăçал та, пĕлтĕрхи пекех, чи хастар обществăлла корреспондента – Петр Рахманова – палăртса хăварасшăн. Вăл облаçри чи аякри районсене çитсе ентешĕмĕрсемпе паллашать, вĕсене хаçат çырăнтарать. Питĕ пысăк ĕç тăвать редакцишĕн тата чăвашсемшĕн! Çакна веçех вăл обществăлла майпа пурнăçлать. Хальхи вăхăтра эпир çула саплаштарма ăна гонорар та пулин тӳлейместпĕр.
Çаплах облаçри таврапĕлӳçĕсем пирки ырă сăмах калас килет. Петр Андрихов тимĕрçенсен историйĕпе паллаштарать: авалхипе, «Память Куйбышева» колхоз йĕркелени, унăн пурнăçĕпе ĕçченĕсем пирки тĕплĕн çырса пĕлтерчĕ. Николай Кирюшин çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пулнă май вулакансене çулçӳревĕсем пирки пĕлтерсех тăрать. Василий Селендеев чăвашсен авалхи тум-юмĕ, йăли тата вăййисем пирки каласа парать. Николай Казаков, Николай Кадебин, Петр Долгов, таврапĕлӳçĕсене те ку енĕпе палăртмалла.
Нина Антонова вулаканăмăр та ырă сăмаха тивĕç. Вăл чăн-чăн çутçанталăк сăнавçи тата илемлĕ сăмах ăсти. Çутçанталăкăн улшăнса тăракан илемне курса, кашни йывăç-чечеке туйса шăрçалать вăл хайлавĕсене. Тавтапуç сире, татах кĕтетпĕр çырусем!
Пытармастпăр, вулакансенчен ытларахăшĕ хаçатра калав-повеç вулама кăмăллать. Кун пирки пире кашни командировкăра калаççĕ. Вĕсен ыйтăвне пурнăçлама тăрăшатпăр, обществăлла корреспондентсем те пулăшаççĕ. Петр Кашеевăн пурнăçри пулăмсене çырса кăтартнă кĕске хайлавĕсем, Нина Васильеван, Александра Ледюкован кулăшла та пурнăç çинчен шухăшлаттаракан калавĕсем вулакансен кăмăлĕсене ку енĕпе тивĕçтереççĕ. Профессиллĕ поэт-çыравçăсен – Анатолий Юманăн, Анатолий Ырьятăн, Михаил Сертен, Валентина Тараватăн ĕçĕсем хаçатăмăра тĕрлĕ енлĕ илемлетме пулăшаççĕ. Саша Павлов сăввисем вулакансен чунне пырса тивеççĕ.
Юлашки икĕ çул хаçат страницисенче Анатолий Уфаркинăн историллĕ хайлавĕсем пичетленеççĕ. Вĕсене вулама интереслĕ. Авторăн чĕлхи пуян, кашни сăмаха туйса çырать. Чăвашла калаçса ӳсни, пурнăç опычĕ пысăк пулни, чăваш халăх историйĕ-пе кăсăкланни тӳрех курăнать. Автор чăвашсенчен нумайăшĕ тăван халăх историне пĕлменнишĕн, пĕлме те тăрăшманнишĕн питĕ кулянать.
Анатолий Уфаркина чĕререн тав туса малашне те пирĕнпе çыхăну тытма ыйтатпăр, ырлăх-сывлăх сунатпăр. Çырăр, кĕтетпĕр!
Çамрăк авторсем пирки уйрăм каласа хăвармалла. Вĕсен хайлавĕсем ытларах пирĕн ятарлă «Шăпăрлан» кăларăмра пичетленеççĕ. А.Волынщикова, М.Иванов, Д.Харитонова, Д.Мамотова, В.Кудряшова, В.Абамзин, Е.Васильева, О.Дьяконова, П.Дьяконов, С.Дьяконов, Н.Дьяконова, О.Максимова, Д.Марйина, А.Мигукова, А.Садовникова, Н.Рахманова, А.Князькина, Д.Лахмистров, О.Филиппова, М.Шкаликова тата ыттисем хăйсене калав-сăвă çырассинче тĕрĕслеççĕ.
Чăваш хаçачĕн страницисенче çамрăк авторсен ячĕсем нумайланса пырасса шанатпăр.
Çак ĕçре чăваш чĕлхипе литературине предмет майĕпе е халăхăмăрăн историйĕпе культурине кружок е факультатив майĕпе илсе пыракансем пулăшасса кĕтетпĕр. Шкулти мероприяти, ачасен çитĕнĕвĕсем пирки вĕрентӳçĕсем хăйсем те çырма пултараççĕ. Ку ĕçе вĕренекенсен те пурнăçлама май пур, журналистикăра пуян опыт пухаççĕ.
«Канашăн» 8-мĕш страницинче кашни номерте тенĕ пекех «Саламлатпăр» рубрикăна курма пултаратăр. Унта çывăх тăванĕсем, юлташĕсемпе пĕлĕшĕсем хаклă çыннисене уявсем ячĕпе саламлаççĕ. Ку саламсем тӳлевлĕ. Текстчĕ-пе сăнӳкерчĕкне электрон почтипе яма пулать. Укçине те хальхи çĕнĕ технологисемпе усă курса телефон урлă куçарма май пур. Инçетре пурăнакансемшĕн те чăрмавсем çук. Çавăнпа та çырăр, шăнкăравлăр, саламлăр!
Хаçатра ĕçлекенсен тимлĕхĕнче яланах пулакан тепĕр ыйту - çырăнтару! Эпир сире, хаклă вулаканăмăрсем, 2018 çулта та «Канаша» вуласа киленме сунатпăр. Хăвăр вуланипе кăна мар, юлташăрсемпе тăванăрсене те интереслентерĕр е парне туса чăваш хаçатне çырăнтарса парăр. Çакăн пек мелсемпе усă курсан «Канашăн» тиражĕ те ӳсĕ.
«Канаш» хаçатăн тиражĕ вăл – Ульяновск облаçĕ-нче пурăнакан мĕнпур чăвашăн пичĕ! Эпир хамăра хамăр, пин-пин çул упранса паянхи куна çитнĕ, атте-анне вĕрентнĕ чи çывăх та илемлĕ чĕлхене, тăван культурăна мĕнле хисепленине кăтартакан тĕкĕр!
Хисеплĕ вулаканăмăрсем! Çĕнĕ 2018 çул çитнĕ ятпа сире чун-чĕререн саламлатпăр. Вăл кăçалхинчен лăпкăрах та тухăçлăрах пултăрччĕ. Тĕнчере тăнăçлăх хуçалантăрччĕ! Сире, вулаканăмăрсене, сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр. Инкек-синкек аякра çӳретĕр, Пире ан манăр, çырусем çырсах тăрăр. Кĕтетпĕр!
Çĕнĕ çул ячĕпе, ентешĕмĕрсем!
 
: 129, Хаçат: 52 (1453), Категори: Cырусен тишкерeвe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: